Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Маруç паян пуринчен те малтан вăранчĕ. Хăйне нихçанхинчен те шанчăклăрах, ырăрах туйрĕ вăл – тытăннă ĕçе вĕçне çитермеллех. Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕтпе, çĕнĕ шанăçпа кĕмелле. Саппасра ун вун сакăр сехет. Унччен пурне те туса ĕлкĕрмелле.
Юнашар вырăн çинче мухмăрпа нушаланса выртакан пӳтсĕр упăшки çине пăхмарĕ те Маруç. Петя хăрлаттарни çеç чунне çăткăн кайăк чĕрни евĕр тăрмаларĕ. Çук, Çĕнĕ çулта тарăхтармăш арçын çамрăк хĕрарăм чĕрине ыраттараймĕ. Çитет ĕнтĕ чăтса! Ултă çул та 8 уйăх. Пĕр телейлĕ, пĕр хĕвеллĕ кун та пулман уншăн çак хушăра. Пĕрре мăшăрăм, юратăвăм тенине те илтмен вăл хăçан-тăр юнашар пулса савăнăçне те, хурлăхне те пĕрле пайлама шантарнă ют ял ачинчен. Ĕçекен, çапăçакан арçын патне тулса-капланса пынă курайманлăх чĕресĕ тăкăнма пуçларĕ. Çапла, çапла, ăна илтмĕ те, курмĕ те вăл паянтан. «Анчах тăхта, тытман упа тирне ан сӳ-ха эс,- сасăпах мăкăртатрĕ Маруç.- Малтан тете патне Паланла кайса килес, трактор-машина таврашĕ пирки татăклăн калаçас. Каймалла, паянтан çак çуртран тармалла. Тем тесен те».
Нимĕн те çыхса тăмасть ăна ку ялта, ку килте. Ачи таврашĕ те пулаймарĕ çамрăксен. Ĕçкĕçрен, тĕрĕссипе, Марье хăй те пепке çуратасшăн пулмарĕ. Малтан çие юлмарĕ, кайран…Кайран яра куна Петьăн пĕр урă самантне те курмарĕ вăл. Ĕçе çӳремест, ашшĕ-амăшне хисеплемест. Хулари тăванĕсене илтмест те, итлесшĕн те мар. Ахаль те мĕскĕн чунне ярса илнĕ хаяр чире пăхăнтарма йывăр пуль çав. Маруç чунсăр, пархатарсăр мар. Вăл сапăр арăм: пулăшас тесе пĕрре мар алă панă, вилнĕ çĕртен те туртса кăларнă, шăнса кӳтесрен те хăтарнă, шăрăхра шыв панă. Суймасть. Анчах та хĕрарăм пулăшăвĕ чăнкă çырантан тĕпсĕрлĕхе сикекен çынна кирлех те мар иккен. Капла та аптрамасть явапсăр çын. Чĕкĕнтĕр шĕвекĕ юхать те юхать, упăшка чĕлхи касать те касать, арăм чунне тимĕр тылă пек тыллать. Çук, çук. Е ĕçме вĕренмелле, е çак сереперен, çак капкăнтан тармалла, хăтăлмалла.
Маруç иккĕмĕшне суйласа илчĕ. Паян тарма тĕв турĕ. Çĕнĕ çулччен, çĕнĕ пурнăçчен 17 сехет юлать. 16. Выльăх пăхмасăр Паланла тухса каяймарĕ вăл. Кирлехчĕ-и ăна тĕттĕмрех тăрмăшма? Ик алла – пĕр ĕç. Хăнăхнă ĕç. Урăхла пултараймасть вăл. Ан тив, юлашки кун ватăсене пулăшса хăвартăр. Мĕн шухăшланине килсен калĕ. Вĕсем хирĕç пулас çук. Анийĕпе атишĕ хĕрарăм майлă.
Микулай шăп лашипе фермăран таврăнатчĕ, йăмăкне курсан пăртак тĕлĕннĕ пек те пулчĕ.
— Эс мĕн, тăхăр çухрăма çуран вĕçтерсе çитрĕн-им? – ыйтрĕ арçын тарăхнине шăнăçтараймасăр. - Шăнса вилесрен е кашкăрсем тытасран та хăрамарăн-и?
Маруçăн вăрман витĕр тухмалла-çке. Анчах кашкăр хăратаяс çук ăна паян.
— Куля, сан пата пĕр сăмах пур, пулăшсам мана,-терĕ çеç лăпкăн. Çав хушăра куçĕнче куççуль йăлтăртатрĕ.
—Мĕн пулнă, Петя чирлемерĕ пуль?
—Вăл, вăл мĕн-ха, «чĕрĕлмен те». Ялан çапла. Киккирикне хĕртет те – кăкăрне çапса çӳрет. Чăмăрĕ мана та лекет. Пĕр канлĕ кун çук тупата. Çулла хуть мунчана тарса пытанаканччĕ. Халь çанталăкĕ ав мĕнле! Хăв куран. Хурлăхан тĕмĕ айĕнче те çывăраймăн кушака ыталаса.
—Мĕн халь те патак çитеркелет-и? Иртнинче те ăс кĕмен эппин. Хăй шантарчĕ, эх, антихрист, хăй çине хĕрес хурса тивмеп Маруçа урăх терĕ. Ăçтиçук çын.
—Мĕн каласси. Эс, тете, мана ăнланаканччĕ. Хăтар йăмăкна. Малтанлăха сирĕн çемйĕрпе пурăнăп та çуркунне хулана ĕçе вырнаçма кайăп. Çĕнĕ çул ак çиттĕр-ха. Веçех аван пулать. Арăмна пулăшап эп, сирĕн ачасем пĕчĕк. Ытлашши çăвар пулмăп. Ман алăсем те ытлашши пулас çук. Ĕçлеме ухата эп. Ху пĕлен.
— Ытлашши çăвар – мĕн калаçан эс. Манран мĕн килнине веçех тăвăп.
— Трактор е машина тупса пар, тархасшăн. Кузовлă е урапаллă пултăр. Лаша лавне кĕрес çук ман мул. Темех çук та – пуçтарсан пухăнать: тӳшек, сĕтел-пукан, кравать. Хам туяннисене илесшĕн. Калхусра мĕн, ахаль ĕçленĕ-и эп? Мана Петя тутăр та илсе парса курман. Илемсĕр, шĕпĕнлĕ, ырханкка, тăлăх тенисĕр пуçне ним ырри те пулман. (Куççульне алсипе шăлчĕ вăл.)
— Çапла çав, аттепе анне ир çĕре кĕчĕç. Сана эп кӳрентерме памастăп. Аттене шантарса тупа тунă эп. Çитет чăтса, Маруç, лар çуна çине, Тимушкелне кайрăмăр.
Ват лаша ӳсĕмлĕ юртать. Çăварĕнчен пăс тухать ун. Пуçĕ шап-шурă. Тилхепине хăнăхнă йăлапа çирĕппĕн тытса пырать арçын. Микулайпа Маруç та Хĕл Мучипе Юрпикене çаврăнчĕç. Килне кĕрсе тăлăп мĕн илме астумарĕç çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа хавхаланнăскерсем. Шартлама сивĕ самаях пит-куçа чĕпĕтет. Вĕсен 50-60 килĕллĕ пĕчĕк ялĕнче трактор таврашĕ çукран çула тухма тиврĕ çав. Кивĕ Тимушкел – пысăк ял. Унта шырасан тупăнатех.
Ак тамаша! Лавка тĕлĕнче «Беларусь» трактор тăрать. Микулай лашана кăкармасăрах чупса кĕрсе кайрĕ сельпо лавккине. Кая юласран хăранăн васкарĕ.
Маруç чĕтрерĕ. Те шăннипе, те сăмах татăлаймасран хăранипе. Ӳлесе йĕрес килчĕ ун çак самантра.
— Хе, ан кулян, пĕр ĕç пулчĕ те. Иван мĕн эсир Çĕнĕ çул умĕн текелерĕ те… килĕшрĕ. Аван ача вăл. Ĕнен тетӳне. Тăваттăра пырать Хаясла. Унччен япалусене пуçтарас пулать. Итле, йăмăкăм, халь мăнаккасем патне кĕрсе ăшăнăпăр. Паланла каялла çӳреместĕн ĕнтĕ халь.
— Ăхă. Кунтан çула май.
— Эп сана Нурлат автобусĕпе (сехечĕ çине йăпăртлăха пăхса илчĕ) ялна лартса яратăп. Васкар. Ăшăнмасан чирлесе кайăн. Çĕнĕ çула кăххăм-кăххăм туса кĕме юрамасть. Çулталăк чирлеме лекĕ. Çĕнĕ пурнăçа та сывă чĕрепе, хĕрлĕ сăн-питпе тытăнма тивĕçлĕ эсĕ, çапла-и?
Килне çитсенех Маруç ашшĕпе амăшне ыталаса хăй шухăшне пĕлтерчĕ. Кинне юратнăран ăна телей çеç сунчĕç ват çынсем. Кĕçĕн ывăлне пач ăнланмаççĕ вĕсем. «Хамăр нянюкка тесе иртĕхтертĕмĕр пулас, халь чавса çывăх та çыртма çук. Сутса яма выльăх та мар. Халь виличчен çӳрет ĕнтĕ чуна тарăхтарса»,-терĕç. Сăмахĕнче куляну, тарăху палăрчĕ. Петя килте марччĕ. Мухмăра шырама кайнă иккен. Арăм та кирлĕ мар ăна. Ăçтине те пĕлесшĕн мар. Çĕнĕ çулхи тĕлĕнтермĕш те кирлĕ мар. Унччен вара сакăр сехет çеç юлать.
Трактор çитсе чарăнсан Марье куççульпех ыталарĕ ватăсене, тăраниччен йĕчĕ. Упăшки килте пулманни аван та пулчĕ-и, тен. Ăнланман айвана ăнлантарса тăрасси пулмарĕ. Тракторист, Тимушкел ачи – Иван япаласене йăтма, тиеме пулăшрĕ. Çак хушăра шӳтлерĕ те, хавхалантарчĕ те. «Васкамалла, Çĕнĕ çулччен вăхăт нумаях юлмарĕ»,-теме те пăхрĕ вăлтса. Маруç çавах лăпланаймарĕ. Куççульне вăрттăн-карттăн шăлах тăчĕ вăл. Юрать-ха, тупнă упăшкаран уйрăлма меллĕ вăхăт темерĕ Иван. Каялла пушаттарнă пулĕччĕ-и, тен, япалисене. Çук ĕнтĕ, каснă чĕлле каялла сыпаймăн. Кун пирки пĕр каç анчах шутламан. Каллĕ-маллĕ вылямасть Маруç. Чунĕ кӳтсе килнипе йĕрет. Тăрăшсан та телейлĕ йăва çавăраймарĕ, мехел çитереймерĕ пулас. Хăш-пĕр чухне çемьене аркатас мар тесе çукран пур тума пăхрĕ. Эх, веçех унтан çеç килсенччĕ! Кӳлепи пурин те пĕрешкелтерех те – ăсĕ кашни çыннăн хăйĕн çав. Вăйсăрланнă туйăма та çĕнĕрен чĕртеймĕн.
Урамра тĕттĕм. Çĕнĕ çулхи ярăмсем, теттесен шереписем анчах кашни çурт чӳречинчен тенĕ пек ялтăраççĕ. Çĕнĕ çул киличчен нумаях та юлман. Кĕçех кашни киле шаккĕ вăл. Çĕнĕ ырă юхăм вĕрсе кĕртĕ.
Техника Кивĕ Тимушкел урамĕпе пырать. Тепĕртак кайсан тăкăрлăк хыççăн — Паланлă çулĕ. Çамрăксем иккĕшĕ те шухăша путнă, шăп пыраççĕ.
— Итле-ха, Маруç, килĕштертĕм эп сана. Эп хитре калаçма пĕлместĕп те – çавах калам: сан куллу чуна пырса тиврĕ. Эп авланман урçа. Аннепе иксĕмĕр çех пурăнкалатпăр çапла. Тем ан шутла. Авланайман, эппин, сăлтав пур тесе. Варлине тĕл пулаймарăм. Мĕн пирĕн, трактористсен, чун-чĕре çук-и? Хĕрĕхе çитсе пыратăп – паян ак пĕрремĕш хут тем çакăнта (аллипе чĕри енне кăтартса) йăшăлтатнине туйрăм.
— Кай, Иван, тем ан калаç-ха. Мана пĕрремĕш хут çеç куратăн-çке. Ăна та пулин тĕттĕмре. Эп хитре çын мар, тăлăх тата çитменнине. Кун çутăлсан ай-уй хăрушă темĕн-и?
— Эс чунупа илемлĕ, пит вăл питлĕх мар, ăна ума хурса пăхса лараймăн. Чунтан кăмăлларăм сана. Атя халь япалу-качки тӳрех ман пата киле каятпăр. Кин кĕтсе ывăннă аннене Çĕнĕ çул парни пултăр, э?
— Эс чăнахах та шӳтлемесĕр калаçатăн-и? Эп мĕн, эп, эп хам та хирĕç мар. Эсĕ, Иван, хĕрарăма хисеплесе калаçатăн. Сăнунтан пăхсан ĕçкĕ-çике юратакан çын та мар пек, пурнăç тăвакан, ăна тытса пыма пĕлекен евĕр. Эппин, тытăнса пăхас. Тен, мĕн те пулин пиçсе тухĕ. Хĕл Мучин Çĕнĕ çул парни мар-ши эс, Иван?
— Тен, эсĕ Юрпике парни.
Иванпа Марье япаласене чăнахах та çав каçах Тимушкелĕнчи тахçантанпах кин кĕтсе пурăнакан кинеми çуртне пушатрĕç. Кĕçех туй турĕç. Çĕнĕ çул çĕнĕ вĕркĕш çилпе çĕнĕ телей вĕрсе кĕртрĕ. Ача-пăчаллă пулчĕç. Тăван çĕршыва хӳтĕлекен виçĕ ывăл парнелерĕ Маруç мăшăрне. Нихăçан та пĕр сăмахпа та «Мĕншĕн-ши?» - ыйтăва паман вăл хăйне – хăçан-тăр çамрăк чухне юратушăн, çепĕçлĕхпе ачашлăхшăн тĕмсĕлнĕ хĕрарăм. Шăп Çĕнĕ çул каç шăпине юратнă мăшăрпа тĕл пултарнăшăн тав тăвать.
 
: 871, Хаçат: 1 (1197), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: