Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăн чĕрĕлчĕ!
 
Эй, ваттисем!
Эй, ват çынсем!
Авал чăваш асаплă пулнине
Çамрăксене каласа парăр:
Тăван çĕршывăн капăр чĕлхине
Ялан савма хушса хăварăр.
 
Эсир тата, вĕри чунсем!
Кăвар чунсем, яшсем, хĕрсем!
Каç-каç урамсене тухса,
Кĕвĕллĕ юрăсем хурса,
Тăван çĕршывăн чĕлхине
Мухтав тума манса кайман-и?
Чăваш чĕлхин хĕвеллĕ илемне
Чунтан савса тăма манман-и?
 
Пур çамрăксем! Çунат хушар:
Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен!
Эй, çамрăксем! Пĕтĕм чĕререн:
-Чăн чĕрĕлнĕ! - тесе кăшкăрар.
 
Тăван çĕршыв вăрманĕсем!
Чечек çеçки тăхăннă улăхсем!
Чăваш чĕлхи хăвачĕ кăмăлне
Мухтав юрри шавласа янрăр:
-Авал асап чăтнă вырăнне
Чăваш чĕлхи хăватлăлантăр!
Сĕм вăрмансем, шавласа ларăр:
-Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен! –
Уйсем, варсем! Вĕçĕ-вĕçĕмрен:
-Чăн чĕрĕлнĕ! - тесе ян ярăр!
Чăваш чĕлхи текех чухăн мар!
Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен.
Эй, чăвашсем! Пĕтĕм чĕререн:
-Чăн чĕрĕлчĕ! – тесе кăшкăрар.
 
: 766, Хаçат: 1 (1197), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: