Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Д.Н.Кудряшов вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пырать
 
Мелекесс тăрăхнелле командировкăна кайсан пирĕн çулçӳреве хисеплĕ таврапĕлӳçĕ, педагог Геннадий Петрович Улюкин çăмăллатать. Мелекесс, Малăкла тăрăхне, унта ĕçлесе пурăнакан пултаруллă та паттăр çынсене пурне те лайăх пĕлет вăл. Çĕнĕ Малăклара пурăнакан Дмитрий Николаевич Кудряшов патне çул кăтартса яраканĕ те Г.П.Улюкин пулчĕ.
Эпир çитнĕ тĕле сумлă çын «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекене вуласа ларатчĕ. «Питĕ интереслĕ çырнă кунта. Пирĕн чăвашсем хушшинче мĕнле кăна маттур, пултаруллă çын çук иккен», - терĕ вăл куçлăхне хывса пире хирĕç утнă май.
 
Çак паттăр та хисепе тивĕç çынсем хушшинче Д.Н.Кудряшов хăй те – Тăван çĕршыв вăрçин (2-мĕш степень), икĕ хутчен Хисеп орденĕсене, «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле», Жуков медалĕсене, Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн «За веру и добродетель» хисеп паллине тивĕçнĕ çын, Çĕнĕ Малăкла районĕн Хисеплĕ гражданĕ.
-Эп 1929 çулта Малаелĕнче çуралнă. Аттепе аннен икĕ ывăлпа икĕ хĕрччĕ. Эп виççĕмĕш. Вăрçă пуçлансанах атте фронта тухса кайрĕ. Вăл виçĕ вăрçă участникĕ. Пĕрремĕш тĕнче, граждан вăрçисенче çапăçнă. Фашистла Германи пуçланă вăрçăран вара таврăнаймарĕ - Смоленск çывăхĕнче хыпарсăр çухалчĕ. Вăрçă çулĕсем пит йывăр пулчĕç. Анне виçĕ ачипе юлчĕ, аппа качча кайрĕ. Эпир, çула çитмен ачасем, хирте аслисемпе тан ĕçлерĕмĕр. 1943 çулта 7 класс пĕтертĕм. Колхозра чарăнми ĕçленĕ: тырă вырнă, сухаланă, акнă, тимĕрçĕре тимĕр çапнă, прицепщик, кайран тракторист пулнă. Нимĕнле курс та пĕтермен. 1950 çулта салтака илчĕç. Виçĕ çул ытла патшалăхăн хăрушсăрлăхĕн комитечĕн çарĕнче службăра тăтăм. Вăрçă хыççăн хĕвел анăç Украинăри вăрмансенче пытанса пурăнакан бандеровецсемпе çапăçнă. Мирлĕ вăхăтра та нумай юн тăкăнчĕ, пĕрле службăра тăнисем Карпат тăвĕсемпе вăрмансенче ĕмĕрлĕхех выртса юлчĕç. СССР вăхăтĕнчех пире вăрçă участникĕсемпе танлаштарчĕç, - аса илчĕ ветеран.
Салтакран таврăнсан ют çĕре тухса каяс кăмăл та пулнă, анчах пĕрремĕшĕ – паспорт паман, иккĕмĕшĕ – Дмитрий Николаевич килте пĕччен юлнă ватă амăшне хĕрхеннĕ. Вăл та кайсан кам пăхĕ ăна? Колхозра ĕçлеме тытăнать, ăна уй-хир бригадин бригадирне, каярахпа ферма заведующине лартаççĕ. Кĕçех пултаруллă çамрăка Дмитрий Кудряшова колхоз Сăрти ял хуçалăх техникумне агронома вĕренме ярать, 150 тенкĕ тӳлесе тăрать. 200 тенкĕ стипендине хушсан ку сумма çамрăкшăн аванах пулăшу пулнă. Техникумра вĕреннĕ тапхăр уншăн чăннипех телейлĕ пулать. 1956 çулта вăл тус пулса пурăннă Мелекесс районĕнчи Филипповка ял хĕрĕпе Клавдия Павловнапа пĕрлешет. Дипломлă специалист 1958 çулта каялла «Восток» колхоза таврăнать. Каярахпа райком партийĕ Кудряшова «Красный Октябрь» колхоза ĕçлеме ярать. Вуникĕ çул такăрлатать çамрăк агроном колхозăн уй-хирне. Çав вăхăтра парти сĕннипе ертӳçĕсен çулталăклăх курсне, Ульяновскри ял хуçалăх институтне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет. 1970 çулхи кĕркунне «Восток» колхоз ăнсăртран председательсăр юлать. Колхозăн пĕтĕмĕшле пухăвĕнче ял çыннисем председателĕн ĕçне вăхăтлăха илсе пыма Дмитрий Кудряшова шанаççĕ. Нарăс уйăхĕнче райком ăна çак вырăнта çирĕплетет.
-Хам çине яваплă ĕç тиеме хăрамарăм эпĕ. Унччен тĕп агрономра нумай ĕçлени пулăшрĕ – çынсене, çĕре, техникăна пĕлнĕ. Председатель унччен те хăй вырăнне мана хăваркаланă. Пĕр япала кăна хăрататчĕ - дисциплина çукчĕ. Йĕрке тума тытăнтăм, лайăх специалистсене хамăр пата явăçтартăм. Кахаллисене пĕр шеллемесĕр кăларса ятăм. Çичĕ çул ертсе пытăм хуçалăха. «Востокра» ĕç малтанах начар пыратчĕ. Çулталăкне патшалăха 5 пин центнер сĕт паратчĕç. Эп ĕçленĕ вăхăтра кăтарту 9 пин центнера çитрĕ. Аш-какай туса илессипе те пысăк ӳсĕмсем турăмăр, çынсен ĕç укçи те темиçе хут ӳсрĕ. Колхозниксем хисеплетчĕç, пур енĕпе те малта пынипе ĕçлеме те кăмăллăччĕ, - каласа парать вăл хĕрӳ вăхăтсем пирки.
1973 çулта хуçалăхри пысăк çитĕнӳсемшĕн, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри пысăк кăтартусемшĕн Дмитрий Кудряшова Хисеп орденĕпе наградăлаççĕ. 1973 çул çанталăк типĕ тăнипе тыр-пул та ăнса пулман, курăк та ӳсмен. Анчах «Восток» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх шутне чакарман.
1976 çулта Тăван çĕршыв председателĕн ĕçне иккĕмĕш хут Хисеп орденĕ парса хаклать. Хуçалăхри мĕнпур кăтартусем пысăк пулнипе тивĕçет вăл наградăна.
Каласа хăвармалла, хуçалăхра фермăра ĕçлекенсемпе ахаль колхозниксем те çак çулсенче патшалăхăн пысăк наградисене тивĕçеççĕ.
Анчах 1978 çулта районти чи пысăк «Родина» колхозăн председателĕ кĕтмен çĕртен вилсе каять. Ку хуçалăха тăватă пысăк ял кĕнĕ – Çĕнĕ Малăкла, Кивĕ Малăкла, Ерсел, Упамсар. Колхозăн 13 пин гектар çĕр, ĕçлекен 800 çын. Тыр-пул, пахча çимĕç ӳстернĕ, выльăх-чĕрлĕх тытнă. Малтанах пысăк хуçалăхшăн явап илме шикленсен те Дмитрий Николаевич шаннă тивĕçе тӳрре кăларма тăрăшнă. Кĕçех «Родина» колхоз патшалăха сĕт сутассине 19 пин центнертан 28 пин центнера çитернĕ, ĕне сăвакансен, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç укçи 300 тенке çитнĕ. Механизаторсем вырмапа çураки вăхăтĕнче 700-шер тенкĕ илнĕ. Хĕлле сахалтарах ĕнтĕ, анчах вăтамран ĕç укçи çулталăкне 300 тенкĕ тухнă.
1985 çулта хуçалăхри çитĕнӳсемшĕн тата Çĕнтерӳ 40 çул çитнĕ ятпа Дмитрий Николаевич Кудряшова Тăван çĕршыв вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе чыслаççĕ.
-1986 çулта эп председательтен кайрăм. Пенсие тухиччен ĕçлеме пултараттăмччĕ пуль, анчах операци турĕç, сывлăх, пурнăç хаклăрах. Тата колхоза сысна комплексĕпе пĕрлештерчĕç. Вара колхоза та комплекс хуçиех ертсе пытăр терĕмĕр. Мана Çĕнĕ Малăкла ял совечĕн председательне лартрĕç. Кайран 1992 çулта пенсие кайичченех «Родина» колхозра уйрăм çынсене хуçалăх тытса пыма пулăшакан специалистра вăй хутăм. Ял çыннисене ӳстернĕ выльăхĕсене, сĕт, пыл сутма пулăшнă, сачĕсем валли улмуççи хунавĕсемпе помидор калчисем, хур-кăвакал чĕпписем таранччен илсе килсе панă. Татах ĕçлеме хал пурччĕ, ĕç вырăнне пĕтерчĕç, самана улшăннипе ахаль çынсен пурнăçĕ хуçасене интереслентерме пăрахрĕ, - тет вăл.
Анчах ветеран паян та ĕçсĕр лармасть. Вăл ĕç тата вăрçă ветеранĕсен канашне обществăлла майпа ертсе пырать.
Клавдия Павловнапа Дмитрий Николаевич Кудряшовсем пилĕк ача ӳстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă, вĕсене çĕршыва тивĕçлĕ воспитани панă. Халь шăкăл-шăкăл калаçса иккĕнех пурăнаççĕ. Димитровградпа Çĕнĕ Малăклара тĕпленнĕ ачисемпе мăнукĕсем куллен вĕсем патне килсе çӳреççĕ. Сакăрвун виççĕри Дмитрий Николаевичпа пĕр çул кĕçĕнрех Клавдия Павловна çын килсен чунтан хĕпĕртеççĕ.
Вĕсем çине пăхсан вара чун савăнать. Илеме нимĕн те пăсаймасть теççĕ. Хитре çынна çулсем те илеймеççĕ, вăл хĕрлĕ эрехĕн техĕмĕ ӳссе пынă пек пахаланса пырать. Кудряшовсем пирки те çакнах калас килет.
 
: 1001, Хаçат: 2 (1198), Категори: Ульяновская область-70

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: