Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулта 2000 студента ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсем вĕренӳрен пушă вăхăтра ĕçлеме кăмăл тунă.
Центр пуçлăхĕ Валерий Кранцев пĕлтернĕ тăрăх, ĕç укçине хула бюджетĕнчен тата ĕçпе тивĕçтерекен организаци тӳлет. Çав тĕллевпе хула бюджетĕнчен 1 млн та 600 пин тенкĕ уйăрнă, ĕçпе тивĕçтерекенсем – 1 млн та 400 тенкĕ.
Студентсем çак ĕçсене суйласа илнĕ: предприятисен пӳлĕмĕсене тата ун çумĕнчи лаптăксене тасатса тирпейлеме, кĕнекесемпе сĕтел-пукана юсама, техника докуменчĕсене пуçтарса тирпейлеме, ватă тата сусăрсемпе чирлĕ çынсене, вăрçă ветеранĕсене, вăрçă участникĕсене социаллă пулăшу пама, Ульяновскри парксемпе урамсене тирпей илем кӳме.
Кăçал студентсене хула бюджетĕнчен 2 млн та 600 пин тенкĕ укçа уйăрма палăртнă.
Ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал та çула çитмен çамрăксене (14-18 çулхисене) ĕç пама палăртать, çамрăксенчен заявкăсем йышăнать.
Хĕрӳ лини телефонĕ: (8422) 35-71-76.
Суйлав комиссийĕ йĕркеленет
2013 çулхи нарăс уйăхĕнче территори суйлав комиссийĕ йĕркеленме тытăнать.
Саккунсем кăларакан Пухăвăн 89-мĕш ларăвĕнче депутатсем суйлав саккунĕсемпе регионри патшалăхпа политика ыйтăвĕсен саккунĕсене йышăннă. Çапла депутатсем икĕ вулавра «О порядке отзыва Губернатора Ульяновской области» саккун йышăннă. Ун тăрăх, кĕпĕрнаттăр хăй должноçне ларнăранпа çулталăк иртсен тин ăна каялла чĕнсе илме юрать. Сăлтавĕ – РФ тата Ульяновск облаçĕн саккунĕсене пăсни е сăлтавсăр хăйĕн тивĕçне пурнăçламанни. Каялла чĕнсе илме облаçри суйлавçăсен 25 проценчĕ алă пусни кирлĕ. Çавăн хыççăн сасăлаççĕ. Сасăлакансен списокĕн çурри каялла чĕнсе илме кăмăл турĕ пулсан – саккун пурнăçа кĕрет.
Пурне те йĕлтĕрпе ярăнма йыхравлаççĕ
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Унтăрта ту çинчен йĕлтĕрпе ярăнмалли комплекса уçнă çĕре хутшăннă. Мероприяти вăхăтĕнче «Спорт шăматкунĕ» акципе килĕшӳллĕн ăмăрту пуçланса кайнине пĕлтерекен чупу пуçланнă.
— Туçи йĕлтĕр спорчĕ хамăр область çыннисемшĕн çеç мар, кӳршĕллĕ регионсенче пурăнакансемшĕн те меллĕ пулса тăчĕ, - тенĕ Сергей Морозов. - Йĕлтĕрпе ту çинчен ярăнакансен çĕнĕ комплексĕнче тĕрлĕ çул-ӳсĕмри тата хатĕрленӳ шайĕнчи çынсене канмалли пур условисем те пур. Ку вырăн малашне облаçри тепĕр сывлăх утравĕ пуласса шанатăп.
Туçи йĕлтĕр трасси – 400 метр, сарлакăшĕ – 70 метр, тайлăмпа анакан çуллĕш — 57,13 м. Юнашар хывăнса тăхăнмалли павильон, кафе-бар, спорт лавкки, машинăсене хăвармалли вырăн пур.
 
: 961, Хаçат: 2 (1198), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: