Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мелекесс тăрăхĕнчи ентешсем чăвашсен пĕрремĕш поэтесси Ваççа Аниççи çуралнăранпа 120 çул çитнине паллă турĕç. Çак ăшă тĕлпулура Ваççа Аниççин мăнукĕ Людмила Михайловна Смирнова та пурччĕ.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Анисия Княгининан пилĕк ача пулнă: Анатолий, Николай, Валентина, Леонид, Константин.
Людмила Михайловна – Валентинан хĕрĕ.
«Кукамай пирĕн питĕ ăшă кăмăллă, унпа пĕрлех хăюллă хĕрарăмччĕ, - пуçларĕ калаçăвне Людмила Михайловна. - Нумай хĕн-хур тӳссе ирттернĕ вăл хăй ĕмĕрĕнче. Кукаçей вилсен пилĕк ачипе тăрса юлнă. Шкул ĕçне те пăрахман. Пултарулăх енĕпе те палăрнă. Ман алăра халĕ кукамай çырнă пĕр хайлавĕ те юлмарĕ – кивĕ хаçатсемсĕр пуçне. Йăлтах тĕрлĕ музейсене – Тимĕрçене, Шупашкара парса ятăм. Çемьепе, тăвансемпе ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕкĕсене те музея кӳрсе патăм. Ентешсемшĕн вăл усăллăрах пулĕ терĕм.
Кукамай пире юрататчĕ. Пуçран ачашласа учукка тунине, хăй çумне юратса пăчăртанине лайăх астăватăп. Вăл лайăх юрлатчĕ, сасси уçă та çемçеччĕ. Яланах тирпейлĕ, таса тăхăнса çӳретчĕ. Хуйхă-суйхăпа шуралнă çӳçне илемлĕн тирпейлесе хуратчĕ. Вăл 1975 çулта çĕре кĕчĕ. Эпĕ ун чух 25 çулта пулнă. Халĕ анне те çук ĕнтĕ. Пилĕк çул каялла вилчĕ, ăна Димитровградра пытартăмăр. Анне те вĕрентӳçĕччĕ. Пуçламăш классене вĕрентетчĕ. Тивĕçлĕ канăва каяс умĕн райпотребсоюзра секретарьте ĕçлерĕ. Атте нумай çул милици ретĕнче тăчĕ, пĕр вăхăт «Химмаш» заводра токарьте ĕçлерĕ».
Вунтăххăрта Людмила Тольятти хулине пурăнма куçса каять. Çемье çавăрать. Мăшăрĕпе вĕсем пĕр ывăл çуратса ӳстереççĕ. Алексей ӳссен шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хурать.
Пултарулăх каçĕнче Анат Тимĕрçен арĕ, Ваççа Аниççин ентешĕ, Ульяновскра пурăнакан Николай Кондрашкин скульптор мелекессене гипсран ăсталанă барельеф парнелерĕ. Людмила Михайловна мероприяти вăхăтĕнче кукамăшĕн сăнĕ çинчен куçне илмерĕ.
- Сирĕн кукамайăр чăнах та çак сăнлăччĕ-и? - ыйтрăм эпĕ çумра ларнă май унран.
-Художник кукамая чăннипех те витĕмлĕ сăнласа пама пултарнă, маттур,- хуравларĕ вăл шăппăн, ыттисене чăрмантарасран шикленсе.
Людмила Михайловна халĕ тивĕçлĕ канура, хăйĕн те 20 çулхи мăнукĕ пур.
Анисия Васильевнан Мелекесс тăрăхĕнче тăванĕсем, хăй вĕрентнĕ ачасем (халĕ вĕсем те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ) сахал мар-ха. Вĕсем çывăх çыннин ятне-сумне тивĕçлĕ шайра тытса пыраççĕ.
 
: 1041, Хаçат: 2 (1198), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: