Нарăсăн (февраль) 25-мĕшĕнче Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнче облаçри чăваш пикисен вунтăваттăмĕш «САРПИКЕ» конкурсĕ пулать. Йĕркелекенсем — облаçри Чăваш культура центрĕпе чăвашсен наципе культура автономийĕ.
Конкурс условийĕ тăрăх, унта 16-25 çулхи хĕрсем хутшăнаççĕ. Конкурс икĕ тапхăртан тăрать.
Пĕрремĕш тапхăрĕ муниципаллă пĕрлĕхсенче кăрлачăн 25-мĕшĕнче тытăнса нарăсăн 20-мĕшчен иртмелле. Çĕнтерӳçĕсем иккĕмĕш тапхăра хутшăнĕç.
Унта хутшăнакансен нарăсăн 20-мĕшчен анкета-заявка тата хăй пирки, шкул, ял çинчен каланине ярса парас пулать.
Конкурса хатĕрлекенсен визит карточки кăтартмалла, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ыйтусене хуравламалла (вĕсем йăлтах И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă), чăваш апат-çимĕçĕ хатĕрлемелле, чăваш тумне кăтартмалла, пултарулăхĕпе (ташă е юрă) паллаштармалла.
Жюри хак панă чух чĕлхемĕре, историпе йăла-йĕркемĕре лайăх пĕлнине, пултарулăх шайне, сцена çинче тытас ăсталăха шута илĕ.
Фонограмма уйрăм СD (аудиоформат) диск çинче пулмалла.
Конкурс 16 сехетре, регистраци 10 сехетре тытăнать.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(8422) 42-09-32, 41-12-80.
Адрес: 432063, г. Ульяновск, ул. Ленина, дом 95.
Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр!