Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнче 2013 çулăн малтанхи вунă кунĕнче иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 127 ача ытларах çуралнă. Кун пирки сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова пĕлтернĕ.
-Çулталăк тытăннăранпа пурĕ 194 ача çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен 53 проценчĕ – арçын ача, 47 проценчĕ – хĕрача.
Çемьесен 47 процентĕнче 2013 çулта пĕрремĕш пепке çуралнă, 38 процентĕнче – иккĕмĕш, виççĕмĕш ачаллă пулнисен йышĕ 9 процент, тăваттăмĕш – 6. Çичĕ çемье йĕкĕреш ачаллă пулнă.
Хĕрарăмсен консультацийĕнче халĕ çие юлнă 7200 хĕрарăм учётра тăрать.
 
Бюджет тупăшĕ ӳснĕ
2012 çулта область бюджетне налуксенчен тата ытти çăлкуçсенчен 30 миллиард та 356 миллион та 500 пин тенкĕ тупăш кĕнĕ. Ку кăтарту 2011 çулхипе танлаштарсан 3 миллиард та 200 миллион тенкĕ ытларах.
Финанс министрĕ Ольга Максимушкина сăмахĕпе, пĕрлешӳллĕ тупăшăн кăтартăвĕпе Атăлçи федераллă округра эпир тăххăрмĕш вырăн йышăнатпăр.
-Иртнĕ çул налук службипе, приставсемпе, пенси фончĕпе, муниципалитетсемпе, уйрăм предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлени нумайрах тупăш илме пулăшрĕ, - тенĕ финанс министрĕ.
Министерствăра кăçал та ĕçе çаплах йĕркелеме палăртаççĕ.
 
Çемьеленекенсем нумайланнă
Ку çул пуçламăшĕнче хăйсен хутшăнăвĕсене Ульяновск хула администрацийĕн ЗАГСĕ 105 мăшăр регистрациленĕ.
Çакă пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан 8 мăшăр нумайрах. Управлени пуçлăхĕн Нина Пронинан сăмахĕпе, Засвияжски районĕнче çак тапхăрта чи нумай — 36 мăшăрлану пулнă, кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче 22 мăшăр çемьеленнĕ, Заволжски – 21, Ленин – 14, Чукун çул – 12. Аса илтеретпĕр: 2011 çултан пуçласа Мăшăрлану керменĕнче халь тин авланнă, качча кайнă е ĕмĕчĕ кĕç-вĕç пурнăçланакан çынсене пулăшу паракан «Çемье академийĕ» проект ăнăçлă ĕçлет. Унта ирттерекен мероприятисен тĕп тĕллевĕ – çамрăк мăшăрсен психологи пĕлӳлĕхне, тавракурăмне тата культурине ӳстересси. «Çемье академине» Ульяновск хула администрацийĕн ЗАГС управленийĕн телефонĕпе çырăнма пулать: (8422) 44-01-86 (ытларикунран пуçласа шăматкунччен – ирхи 9 сехетрен тытăнса 16 сехетчен).
 
: 925, Хаçат: 3 (1199), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: