Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Обществăлла канашсен тĕп тĕллевĕ – çемьесенче сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешесси
 
Чăнлă районĕнчи культура уйрăмĕнчи консультант ĕçне пирĕн ентеш Наталья Краснова пурнăçласа пырать. Вăлах районти çемье тата хĕрарăмсен канашĕсен председателĕ, районти мероприятисене ертсе пыраканĕ.
 
Наталья Николаевна Аслă Нагаткинта çуралнă, çавăнпа та чĕлхемĕре пĕлсех каймасть темелле. Чăваш çемйинче ӳснипе (ашшĕ – Пухтел, амăшĕ – Ирçел ялĕсенчен) тăван чĕлхе уншăн ют мар. Шкул пĕтерсен вăл вĕрентӳçĕ çулне суйласа илнĕ. Педучилище пĕтернĕ. Тăван шкулне ĕçлеме таврăннă. Вĕрентнипе пĕрлех куçăмсăр майпа Ульяновскри патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ. Ĕçе йĕркелесе ертсе пыма пултараканскере районти вĕренӳ уйрăмĕнче те асăрхаççĕ. Наталья Краснована методист ĕçне илсе пыма сĕнеççĕ. Методика кабинечĕсене пăрахăçласан вăл районти культура уйрăмне ĕçлеме куçать. Çавăнтанпа пилĕк çул çак ĕçе юратсах пурнăçласа пырать.
-Эпир сахал мар мероприяти ирттеретпĕр. Нумаях пулмасть пенси фончĕпе çыхăнса РДКра хамăр тăрăхри районсенче пурăнакан ватăсен юрă фестивальне ирттертĕмĕр. Ал ăстисен ĕçĕсенчен пуян курав хатĕрлерĕмĕр. Район çыннисен пурнăçĕ пуянрах та интереслĕрех пултăр тесе ял хуçалăх ĕçченĕсен, ватăсен. аннесен, сусăрсен, пĕрлĕх кунĕсене, професси çыннисен уявĕсене, паллă ентешсен юбилейĕсене йĕркелетпĕр,- каласа парать ертӳçĕ.
-Культура çуртĕнче 15-20 çынран тăракан начар мар хор пур. Хам та унта юрлатăп. Унсăр пуçне уявсене халăх инструменчĕсен ансамблĕ, ачасен хорĕ илем кӳрет. Ушкăнсене ятарлă пĕлӳллĕ педагогсем ертсе пыраççĕ. Паллах, эпир облаçри культурăпа архив ĕçĕсен министерствипе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Унта ĕç планне тăрататпăр, отчётсем паратпăр. Йĕрки çапла. Хут ĕçĕ вăхăта илет. Кунта мана ĕçтешĕм Наталья Усачёва нумай пулăшать.
Обществăлла ĕçне кулленхи ĕçрен уйăрмасть вăл. Çемье тата хĕрарăмсен канашĕсен ыйтăвĕсене те пĕр-пĕринчен уйăрма çук. Районти кашни тăрăхрах ăна пулăшакансем пур. Вĕсем мĕнпурĕ 40 çын. Обществăлла канашсен тĕп тĕллевĕ – çемьесенче сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешесси.
-Шел, пур çемьере те килĕшӳпе тату хуçаланмаççĕ çав. Ĕçкĕллĕ çемьесенче ачисем тертленеççĕ. Уйрăмах амăшĕ ĕçке ярăннă пулсан çемьере йĕрке çук. Эпир ашшĕ-амăшĕн прависене туртса илме васкамастпăр. Малтан калаçу ирттеретпĕр. Усал йăласене пăрахмасан мĕн кĕтни пирки асăрхаттаратпăр. Кирлĕ пулсан сипленме яратпăр. Тăванĕсене явăçтаратпăр. Пĕр сăмахпа, шăпăрлансем лайăх çемьере ӳсчĕр тесе мĕнпур мелсемпе усă куратпăр. Ачасене туртса илме йывăр мар. Малтан вĕсен шăпи пирки шутлас пулать. Çивĕч ыйтусене эпир социаллă хӳтлĕх тата çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комитетсемпе татса паратпăр. Нумай тухса çӳретпĕр. Хĕрарăмсене районта пуçтаратпăр, - тет Наталья Николаевна.
Ĕçĕ унăн интереслĕ те, яваплă та. Ĕçлеме, пурăнма вăй-хал парса пыраканĕ – çемйи. Мăшăрĕпе (вăл юрист) икĕ хĕр ӳстереççĕ. Асли УлПУра юриста вĕренет. Кĕçĕнни улттăмăш класра çеç-ха. Вăл та юрлама юратать. Унсăр пуçне вĕсемпе Наталья Николаевнан 80 çулхи амăшĕ пурăнать.
«Анне çумра пулни – телей,- тет вăл. - Унăн пурин валли те ăшши çитет. Çемьери çанталăк аван пулсан ытти çĕрте те йĕрке».
 
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 893, Хаçат: 3 (1199), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: