Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акă каллех вĕренӳ çулĕ çитрĕ, каллех ашшĕ-амăшĕнчен тĕрлĕ сăлтавпа укçа ыйтма тытăнĕç… Учительсен çакăн пек право çук тенине илтнĕччĕ. Чăнах-и çакă?
Светлана П., Çĕнĕ хула.
Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсен тивĕçĕ – вĕрентӳ программипе килĕшсе ачасене пĕлӳ парасси. Уншăн ашшĕ-амăшĕн тӳлемелле мар. Анчах мĕншĕн учительсем пĕрмай ашшĕ-амăшĕнчен укçа пуçтараççĕ-ха? Патшалăх вĕренӳ стандартĕнче ун пирки уççăн çырса кăтартнă. Тĕплĕнрех www.еdu.ru. сайтра паллашма пулать. Ача факультатива çӳрет-и, уйрăм е ушкăнпа занятие-и, уйрăм темăпа курссем иртет-и – уншăн тӳлемелле мар. Шкула сыхланăшăн, юсанăшăн е ытти вак ĕçсемшĕн тӳлесси кашнин хăйĕн кăмăлĕ. Уншăн учителĕн ашшĕ-амăшне хистеме ирĕк çук. Енчен те эсир укçа парса пулăшас тетĕр пулсан, ăна шкулăн счёчĕ çине куçармалла, вĕрентӳçĕн аллине памалла мар. Укçа ăçта кайнине пĕлес килет пулсан шкул администрацийĕ сире ун пирки калама тата докуменсемпе çирĕплетме тивĕç.
 
Учитель ачана хур туса мĕскĕнлетрĕ пулсан
Сирĕн ачăра учитель «ухмах», «чăлах» е наципе çыхăннă ытти начар сăмахпа кӳрентерет пулсан сирĕн çакăн пирки шкул директорне каласа пама виçĕ сăлтав пур:
1. «Об образовании» саккун тăрăх, вĕрентекенĕн наци тĕлĕшĕнчен, мĕнле çемьерен тухнипе ачана мĕскĕнлетме тата хĕсĕрлеме ирĕк çук.
2. Шкул Уставĕнчи 49-мĕш статьяра çапла çырса хуни пур: «Кашни ача хисепе тивĕç. Унăн калаçма, хăй шухăшне пĕлтерме ирĕк пур».
3. Ашшĕ-амăшĕ хăй ачин прависене хӳтĕлеме пултарать. («Об образовании» саккун, 52 ст.). Учитель пурин умĕнче те сирĕн ачăра кӳренмелле сăмахсемпе мĕскĕнлетрĕ пулсан эсир ыйтнипе вĕрентӳçĕ ачаран пурин умĕнче те каçару ыйттăр. Ун пирки шкул администрацийĕ те пĕлтĕр.
Енчен те сирĕн ачăр класс ертӳçипе пĕр чĕлхе тупаймасть пулсан (сăлтавĕ пĕлтерĕшлех мар) ачăра тепĕр класа куçарма ыйтма пултаратăр. Шкул администрацийĕ мерăсем йышăнмасть пулсан вĕрентӳ управленийĕпе çыхăнăр.
Ашшĕ-амăшне пĕлме!
Кашни ача-пăча учрежденийĕнче курăнмалла вырăнта сирĕн правăсене хӳтĕлесси пирки çырни (адрес тата телефонсем) пулмалла. Сирĕн кирек хăш самантра та прокуратурăпа, çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе, этем правине хӳтĕлекен полномочиллĕ çынпа çыхăнма май пултăр. Çакна тума «Об основных гарантиях прав ребёнка в РФ» саккунăн 9-мĕш статйи ыйтать.
 
 
: 896, Хаçат: 36 (1128), Категори: адвокат хуравлать

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: