Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çулсерен кăрлачăн (январь) виççĕмĕш вырсарни кунĕнче Чăваш пичечĕн кунне паллă тăваççĕ. Ку профессилле уяв — журналистсен, полиграфистсен, пичет продукцине салатакансен, çивĕч перо ветеранĕсен ĕçне сума суни, çаплах тата вулакансене хисепленине кăтартакан уйрăм паллă та. Кăçал Чăваш пичечĕн кунне кăрлачăн 20-мĕшĕнче уявларĕç.
Наци пичечĕн пуххине упрамалли пĕртен-пĕр çурт, библиографийĕн урăх ниçта та тĕл пулман центрĕ Чăваш Республикин патшалăх Кĕнеке палати шутланать. Çулсерен Кĕнеке палатин фончĕсем çĕр-çĕр кĕнекепе, хаçат-журналпа тата ытти пичет продукцийĕпе пуянланаççĕ. Учрежденийĕн 2012 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Наци библиотекипе информаци фончĕн докуменчĕсемпе усă курнă, шута илнĕ, упранă чухне ырă тĕллевпе ĕçленине палăртса хăвармалла.
Кун çути курнă тата патшалăх сыхлăх çуртне кӳнĕ кĕнекесен хисепĕ 1 429 ятпа танлашать. Вĕсенчен 197-шĕ – чăваш чĕлхипе. Çав вăхăтрах чăваш чĕлхипе пичетленнĕ пĕтĕмĕшле кĕнеке тиражĕ самай пысăкрах: 662 856 экземпляртан 438 456 – чăвашла.
Чăваш Республикин патшалăх Кĕнеке палати чăваш диаспорин документлă еткерлĕхне пĕр çĕре пухассипе тата упрассипе çыхăннă ĕçсене те туса пырать. Пĕлтĕр пирĕн фонда хăйĕн кĕнекисене Ульяновск облаçĕн сумлă çыннисем – сăвăç, публицист, куçаруçă А.Ф.Ермилов (Юман), Б.А. Улендеев таврапĕлӳçĕ тата Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан ытти авторсем пачĕç.
Журналсен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 10 ят чухлĕ нумайланчĕ те паян 63 пулса тăчĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ чăваш чĕлхипе тухать – «Капкăн», «Самант», «Тăван Атăл», «Тетте», «Халăх шкулĕ». 2012 çулта тата 14 çĕнĕ журнал кăларма тытăннă.
Хаçат кăларăмĕсене илес пулсан вĕсен шучĕ малтанхи çулпа танлаштарсан 13 чакрĕ. Паян 166 хаçат шутланать. Çав шутран чăваш чĕлхипе пичетленекеннисем – 27, тутарла – 2 («Вакыт», «Авангард»).
Çапла майпа, 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин патшалăх Кĕнеке палатин фончĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 833 800 пичет хайлавĕ шутланать. 2012 çулта вăл упрама тăратнă тата 16 900 хатĕрпе пуянланнă.
 
: 782, Хаçат: 3 (1199), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: