Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2013 çултан пуçласа Ульяновск область çыннисем шăл тухтăрĕн пулăшăвне тӳлевсĕрех илме пултараççĕ.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновскри стоматологи поликлиникисене çитсе курнă тата регион çыннисен шăлĕсене сиплес службăн малашнехи аталану ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ.
— Кăçалтан куллен тума тивĕçлĕ медицина страховани тарифне шăлсене хаклă йышши эмелсемпе сиплессине те кĕртнĕ. Урăхла каласан нушапа пыракансем паян ку енĕпе тӳлевсĕр пулăшу илме пултараççĕ. Маларах вара куншăн тӳлемелле пулнă. Стоматологи поликлиникисене укçа-тенкĕпе хавхалантарасси пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан вăтамран 267 процент ӳснĕ,- тенĕ Ульяновск область сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова.- Ку çĕнĕлĕх хальхи сиплев меслĕчĕсене тата паянхи кунпа танлашакан технологисене кĕртме, клиникăсене аталанма май парĕ. Маларах питĕ кирлĕ сиплев мелĕсемшĕн тӳлеме тивнĕ, паянтан халăх ыйтакан медицина пулăшăвĕсем тӳлевсĕр пулĕç».
Хальхи технологипе усă курса шăлсене тӳлевсĕр сиплекен пулăшăва медицина кăтартăвĕсем тата çумра страховка полисĕ пулсан анчах парĕç. Пур ыйтусемпе те çак телефон номерĕпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать: 8-800-100-73-09.
«Паянхи кун тĕлне облаçри пур стоматологи поликлиники те çĕнетӳсем кĕтет. Çакă уйрăмах ялсенчи шăл тухтăрĕн пӳлĕмĕсене пырса тивет. Кăçалах эпир сывлăх сыхлавĕн аталану программипе килĕшӳллĕн пысăк пахалăхлă стоматологи хатĕр-хĕтĕрне туянма палăртатпăр. Ырă тĕллевсене пурнăçа кĕртнĕ çĕре 6,5 млн тенкĕ кайĕ»,-тенĕ министр.
Сергей Морозов хушма оборудование 2013 çулхи ака (апрель) уйăхĕччен туянма хушнă. Вĕсенчен пĕр пайĕ хăйсен вырăнне шкулсенче тупĕ. Хальлĕхе, аса илтеретпĕр, шăл тухтăрне кирлĕ оборудовани регионăн 62 вĕрентӳ учрежденийĕнче пур.
Çакăн пекех тата кĕпĕрнаттăр куçса çӳрекен икĕ стоматологи кабинетне туянас ыйтăва пăхса тухма хушнă. Вĕсемпе муниципаллă пĕрлĕхсене тухса çӳресе ял çыннисен шăлĕсене, тунисене сиплĕç.
«Пысăк тимлĕх эпир шăл чирĕсене уйăратпăр, вĕсем ан аталанччăр тесе нумай тăрăшатпăр. Ульяновскри Сывлăх центрĕсенче çичĕ гигиенист-стоматоло г вăй хурать. Вĕсем чир-чĕртен сыхланмалли ĕçсене çеç туса пыраççĕ,-тенĕ Валентина Караулова.
«Регионта ачасен ăнсăртран çапса кăларнă е тухса ӳкнĕ шăлĕсене каялла лартас ĕç-пуç пырать. Ку çĕнĕлле меслет. Медицинăра ăна шăл реплантацийĕ теççĕ. Çĕнĕрен хăйĕн вырăнне лартнă шăл чĕрĕлет»,-пĕлтернĕ ача-пăча стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрĕ Юлия Долгих.
 
: 894, Хаçат: 3 (1199), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: