Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ĕмĕтпе пурăнакансем – телейлĕ
 
Ĕлĕкрех ялсенче пурнăç вĕресе тăнă: клубра, библиотекăра, шкулта халăхпа çывăх çыхăнусем йĕркелеме май паракан лекцисем, вулав конференцийĕсем, ятне пĕр-пĕр кĕнекене е кинофильма сӳтсе явма пухакан канашлусем ирттернĕ, драмкружоксем ĕçленĕ, хорсем кĕрленĕ. Клуб сцени çинче концерт-спектакль лартнă кунсенче пĕтĕм ялшăн уяв пулнă. Аслисем валли вырăн тытма ачи-пăчине 2-3 сехет маларах янă. Паянхилле каласан вĕсем «аншлагпа» иртнĕ. Шупашкар артисчĕсем килсен вара пĕтĕм таврари ялсене савăнăç парнеленĕ. Ял çынни ĕçпе çеç пурăнман, канăвне йĕркелеме те пĕлнĕ.
Ял çыннине шкулта е клубра ирттерекен пĕр-пĕр мероприятие йыхăрма, илттерме пит кансĕр. Кашнинех вăхăт çук. Телевизорпа интернета пула юлхавланса пыратпăр-ши е мĕн иртет унта культура вучахĕнче — пирĕншĕн ик айкки те тăвайкки-ши? Нимĕнпе те кăсăкланмастпăр эпир. Паян ялсенче сӳнме пуçланă çутĕç йĕркине çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла. Мĕншĕн ĕлĕкхи ырă йăласем манăçа тухса пыраççĕ? Мĕне пула паян ял культури тĕлĕрет? Чи малтан ку ыйтăва çемьере памалла. Тĕнпе ăс-тăн культурине те, паллах, çемьере аталантармалла. Пирĕн ачасем ырă е усал, çутă е таса мар пулăмсене вĕренесси шăпах пиртен, ашшĕ-амăшĕнчен, килет.
Пур ялта та лару-тăру пĕр мар ĕнтĕ. Мелекесс районĕнчи Тури Мелекесри «Асамат кĕперĕ» центр ертӳçи Татьяна Хветте, тĕслĕхрен, пысăках мар ялта çын канăвне еплерех йĕркелеме май пулнине каласа пачĕ.
— 2009 çулта 500 çынна яхăн пурăнаканТури Мелекесс ялĕнче малтан пуçламăш шкул пулнă çуртра сайра тĕл пулакан – ачасемпе çамрăксене тĕнпе кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани паракан «Асамат кĕперĕ» центр уçрăмăр. Унта ял халăхĕпе ачасене культурăпа ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшакан майсем пур. Кунсерен наци культурине çĕнетекен центра 30 ытла çын пырать, уявсенче – 100. Тăван тавралăхри илеме, вырăнти йăла-йĕркене курма-сăнама хăнăхтаракан, атте-анне чĕлхипе калаçма-юрлама вĕрентекен пӳлĕмсем ĕçлеççĕ. Çакăнпа пĕрлех çынсене вăйă-кулă, компьютер, ӳкерӳ, православи ĕненĕвĕн пулĕмĕсем илĕртеççĕ. Пысăк ăсталăхпа тата кăмăлпа йĕркеленĕ «Свечечка», «По вере вашей»( провослави), «Нотка» (музыка), «Лукоморье» (театр), «Волшебница» (ӳнер) кружокĕсенче 47 ача тата 20 аслă ӳсĕмри çын пĕлĕвне туптать. «Асамат кĕперне» ачасем те, аслисем те, тивĕçлĕ канури çынсем те килсе çӳрени савăнтарать,-терĕ Татьяна Анатольевна.- Кашнин валлиех кунта чунĕ юратнă ĕç тупăнать. Ĕç-пуç мĕнрен пуçланчĕ-ха? Çакна та каласа хăварам. 2005 çулта яла ентеш — Вера Петровна Евстифеева — хĕрĕпе куçса килчĕ. Вĕсем Турра ĕненекен çынсем. Пирĕн чиркӳ вырăнĕнче пушă çуртчĕ. Кайран кĕлĕ вуламалли çурт пулса тăчĕ. Вера Евстифеева тата мĕнпур ял халăхĕ, район администрацийĕ тăрăшнипеТури Мелекесра Михаил Архангел чиркĕвĕ алăкĕсене çĕнĕрен уçрĕ. Çапла майпа кар тăрса кĕске вăхăт хушшинче ялти храма юсаса çĕнетни хăйнеевĕр тĕлĕнтермĕш те. Строительство ĕçĕсем пынă вăхăтра унашкал тĕлĕнтермĕш татах та пулчĕç. Хатĕр-хĕтĕрсем туяннă чухне тӳлевсĕрех пулăшакансем тупăнчĕç. Тури Мелекесра аслисем тата ача-пăча валли пысăк спорт площадкисем турĕç. Вырăнти пуçламăш шкула хамăр тăрăхри Çĕнĕ Майна вăтам шкулне куçарсан Вера Петровна çак пушаннă çуртра ачасенче тĕнпе кăмăл-сипет культурине аталанма пулăшакан центр уçма ырă шухăш пачĕ. Пирĕн пуçарăва хавхаланса йышăнакансем сӳрĕк кăмăллисенчен ытларахчĕ. Мелекесс район пуçлăхĕн çумĕ Мария Мокшанцева та пирĕн шухăша ырларĕ, пулăшма пулчĕ. Пирĕн чиркĕве Роман священник килсе çӳрет. Кашни вырсарникун служба хыççăн центрта «Основы православия» курс ертсе пырать. Ачасем ун урокĕсене питĕ юратаççĕ. Тури Мелекесре 1-14 çулхи ачасем – 28-ăн. Роман священника, Вера Евстифеевана тав туса хăварас килет. Вĕсем тĕлĕнмелле çынсем. Ачасем валли укçа тупма тата шăпăрлансем валли костюмсем çĕлеттерме Вера Петровна нумай тăрăшрĕ.
Тури Мелекесра пурăнакансем хăйсен тата ачисен пушă вăхăтне ирттермелли тĕрĕс мелсем шыраççĕ çеç мар, хастарлăхĕпе-пуçару лăхĕпе воспитани юхăмне çăмăллăн йĕркелесе пыраççĕ. Центрта Турă юррисене, чăваш, вырăс хайлавĕсене вĕренеççĕ. Аслисем «Çеçпĕл» ансамбле çӳреççĕ. Баянпа хăй тĕллĕн вĕреннĕ çын Александр Анатольевич Абрашков ăста калать. Хуçалăх ертӳçи Борис Александрович Улендеев чухне ансамбль чапĕ-сумĕпе кĕрлесе тăнă. Ушкăна 40-50 çын та çӳренĕ. Паян ун ĕçне хутшăнакансем нумайăнах мар. Апла пулин те «Çеçпĕл» Мелекесс районĕн, Çĕнĕ Майна тăрăхĕн культурăпа кану пурнăçне хастар хутшăнать. Кирлех пулсан Димитровград хули, область шайĕпе ирттерекен мероприятисене те илем кӳрет. Виçĕмçул Тури Мелекесра 11 çемье хăйсен ылтăн туйне паллă тунă. Çак сăлтавпах «Çеçпĕл» ансамбль центрта пысăк уяв ирттернĕ – чăваш туйне лартса панă. Вĕсене Эврел ялĕнчи «Телей» ушкăн артисчĕсем пулăшнă.
— Вера Петровна хĕрĕ – Михаил Архангел чиркĕвĕ çумĕнчи регент, Спиридона инокиня, манашка, (ахаль пурнăçра – Елена Макарова) – ачасене чиркӳ юррисене чăвашла-вырăсла юрлама, фортепиано калама вĕрентет. Ун тăрăшулăхĕпе пултарулăхне пула паян хăш-пĕр ачасем клирос çине тăрса юрлаççĕ. Центра пачăшкă тăтăш килсе çӳрет, ачасене çынсем хушшинче тӳрĕ тыткалама, ыррине усаллинчен уйăрма вĕрентет. Пирĕн ял ачисене ыттисенчен тӳрех уйăрса илме пулать. Автобусра пыратăн, тĕслĕхрен. Хамăрăннисем хăйсене йĕркеллĕ тыткалаççĕ, ватăсене вырăн параççĕ, намăс сăмах каламаççĕ. Чиркӳ вăл çынна усала вĕрентмест, - терĕ Татьяна Хветте. – Пирĕншĕн, «Асамат кĕперĕн» вĕрентекенĕсемшĕн, чи пахи – çамрăк ăрăвăн пурнăçĕпе сывлăхне çирĕплетесси тата канăвне тĕрĕс-тĕкел йĕркелесси.
Туримелекессем «Асамат кĕперĕ» центрпа тивĕçлипех мухтанаççĕ. Хăйсем тĕллĕн çеç пурăнмаççĕ вĕсем — унăн никĕсĕнче паян район шайĕпе семинарсем иртеççĕ. Нумаях пулмасть «Çул çитмен ачасене килĕшекен, чунне пыракан мероприятисем йĕркелесе йытă хăваласа, йĕркене пăсса çӳренинчен пăракан культура учрежденийĕ», «Культурăна – çемьене» темăсемпе канашлусем иртнĕ. Малашне валли те планĕсем пысăк вĕсен. Ĕмĕтпе пурăнакансем вара – телейлĕ.
 
Мелекесс районĕ.
 
: 970, Хаçат: 3 (1199), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: