Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи мордва ялĕнче Высокий Колокра чăвашсем сахал. Хăшĕсем чăваш пулнине пытараççĕ. Ялти Культура çурчĕн директорĕ Лидия Михайловна Архипова вара чăваш пулнипе савăнать, çак ялта мордва халăхĕн культурине аталантарнипе пĕрлех тепĕр халăх çыннисене чăваш ташшисене ташлаттарать.
Пурнăç çынна таçта та илсе çитерет. Л.М.Архипова та çаплах. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Тăваньел ялĕнче çуралса ӳснĕ, Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Кӳлхĕрри каччипе çемье çавăрнă. Икĕ ача çураличчен Шупашкарта пурăннăскер инçетри Çĕнĕ Малăкла районне лайăх пурнăç шыраса 1985 çулта килсе тĕпленет.
-Эпир Шупашкарта общежитире вунă çул пурăнаттăмăр ĕнтĕ, икĕ ача. Хваттер хăçан илесси паллă та мар. Профессипе эпĕ кондитер, упăшка салтак хыççăн атомла станцире ĕçленĕ. Юнашар пӳлĕмре пурăнакансем Çĕнĕ Малăклана куçса килчĕç. Хваттер параççĕ, ачасем валли шкул, садик пур, ĕçпе тивĕçтереççĕ тесе каласа пачĕç. Эпир те килсе куртăмăр. Килĕшрĕ – пурте пур. Çапла Высокий Колока юлтăмăр. Мăшăрăм Пётр Иванович та çак çĕр çинчех канлĕх тупрĕ. Виçĕ ачам та ӳссе çитĕнсе йăваран вĕçсе кайрĕ. Пурте Димитровградра пурăнаççĕ. Икĕ мăнук манăн, - каласа парать вăл.
Малтанах Лидия Архипова ача садĕнче ĕçлет, мăшăрĕ - фермăра. Хваттер парсан çемьерен пĕри унта ĕçлеме каймалла пулнă. Кайран столовăйра ĕç вырăнĕ пушансан Лидия унта куçать. Сакăр çул поварта ĕçлет. Самана улшăнса колхоз салансан вара столовăй хупăнать. Хĕрарăм ĕçсĕр тăрса юлать, нумай çул биржăра шутланать. Анчах ял администрацийĕ Лидия Архипован пултарулăхне пĕлсе клуб заведующийĕ пулма сĕнет. Ятарлă пĕлӳ пулманни культурăна çирĕп утăм тума малтанлăха хĕрарăма хăратать. Виçĕ хут пырса ӳкĕтлесен тин, ултă çул каялла, вăл клубсене ертсе пыма килĕшет.
-Хамăр ял клубĕнче эп пĕччен ĕçлетĕп тесен те юрать. Урай çăвакан пур ĕнтĕ. Мана тата таврари тăватă ял клубĕ пăхăнса тăрать: тутарсен Абдреево, Елховый Куст клубĕсем тата мордвасен Новая Куликовка, Новая Бесовка клубĕсем. Пĕччен ĕçлесен те Высокий Колок клубĕ кĕрлесе тăрать, кунта мордвасен «Мазыне» фольклор, ачасен ташă ушкăнĕсем, пуканесем çĕлеме вĕрентекен кружок тата эстрада юрăçисен ансамблĕ пур. Каçпа аэробика шкулĕ ĕçлет. Вĕсене веçех хам йĕркелесе ертсе пыратăп. Мордвалла юрлама вĕрентĕм. Концертсенче чăваш юррисене шăрантаратăп. Чăваш ачисем çуккипе мордва ачисене чăваш ташши вĕрентетĕп. Иртнĕ çул Çĕнĕ Çарăмсанри фестивальте çак ташăпа пирĕн ачасем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Хамăн хĕр пĕр вăхăт Димитровградри садикра воспитательте ĕçлерĕ. Шăпах облаçри «Путене» фестивале хутшăнмаллаччĕ. Хам унта кайса çӳресе ташă лартрăм. Пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
Хам мĕн пĕлнине вĕрентетĕп, мана никам та вĕрентмен. Ятарлă пĕлӳ те çук ку енĕпе. Халăх умĕнче тивĕçе чыслă пурнăçлас тени ĕçлеме хистет, - хавхаланса каласа парать вăл.
Чăваш культурине туллин кăтартас тĕллевпе Лидия Михайловна Культура çуртĕнче чăваш тумĕсем çĕлеттерет. Концертсенче юрлама хăй валли чăваш кĕпи, тухья туянать.
Высокий Колокра культура пурнăçĕ кăна мар, обществăлла ĕçсем те халь чăваш хĕрарăмĕ тавра çаврăнаççĕ. Вăл «Кĕрхи бал», «Анне кунĕ» уявсем ирттерет. Çынсем нумайăн тата хаваспах пуçтарăнаççĕ çавăн пек уявсене. Тата кам савăнтарĕ вĕсене?
Суйлавсенче Лидия Михайловна - комисси членĕ е суйлама пыракансене концерт кăтартса савăнтараканĕ.
Ĕçĕ йывăр, яваплăхĕ пысăк, тĕрĕслекенсем нумай, пулăшакансем çук. Документсемпе эрнере 4-5 хутчен 16 çухрăмра вырнаçнă район центрне кайса килме тивет Архипован. Апла пулин те кашни тунтикун 10 сехете вăл РДКна чăвашсен «Пилеш» ансамбльне репетицисене пĕр сиктермесĕр çӳрет. «Пилеш» ансамбльпе тĕрлĕ çĕре кайса концерт лартма, ытти регионсене кайса курма май пурри те хавхалантарать чăваш хĕрарăмне. Кăçал та ăçта кăна пулса курман вĕсем, мĕнле кăна фестивале хутшăнман! Чăваш Республики кунне уявлама вĕсене ятарлă çырупа чĕнсе янă. Инçетри хăнасене Шупашкар район администрацийĕ йышăннă, пилешçĕсем тĕрлĕ ялсенче концерт панă.
Высокий Колокра «Канаш» çырăнса илекен пĕртен-пĕр çын вăл.
Çапла лара-тăра пĕлмен, пултаруллă хĕрарăм вăл - Лидия Михайловна. Хăй калашле, пуçне усса ларма вăхăт çук унăн, ялан ĕçре.
 
: 974, Хаçат: 3 (1199), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: