Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинра чăмăртаннă «Уйсас» фольклор ушкăнĕнчи юрăçсем çине пăхатăн та – артистсен пурнăçĕ пыл та çу пек туйăнать. Туйăнать кăна çав. Кашнин хăйĕн шăпи, нуши. Ушкăнри чи аслă юрăçăн – Антонина Стратонован – çăмăл мар шăпи чĕрене хускатрĕ.
 
Вăл Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Паснапуç ялĕнче 1935 çулта çуралнă. Вăрçă ачи.
- Эпĕ урамра ӳснĕ, - пуçларĕ вăл калаçăвне. - Пирĕн радио та, телевизор та, ялта клуб та пулман. Çав усал вăрçа пула чутах выçă вилмерĕмĕр. Эпĕ тăваттăра чух пирĕн çемье авантарах пурнăç шыраса Новосибирск хулине куçса кайрĕ. 1940 çулта йăмăк çуралчĕ. Вăрçă тытăнчĕ. Атте çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайрĕ. Хаяр вăрçă пынă вăхăтра (1942 çулта) анне темшĕн тăван яла таврăнма шутларĕ. Эпĕ ун чух çиччĕре кăначчĕ-ха. Вокзала çитрĕмĕр. Халăх вĕллери хурт пек хĕвĕшет. Пуйăс кĕтсе хырăм выçрĕ, тӳсме çук шыв ĕçес килет. Анне мана чейник тыттарчĕ те шыв ăсма ячĕ. Эпĕ çынсен хушшипе пыратăп: пĕри помидор çиет, тепри – сĕтпе çăкăр. Çавсене ăмсанса пырса эпĕ çухалсах кайнă. Пуйăс килчĕ. Çынсем япали-мĕнĕпе вакунсене ларма васкарĕç. Шăв-шав тăрать, вокзал тапранчĕ тейĕн. Эпĕ те шыв çинчен мансах каялла таврăнма шутларăм. Аннепе йăмăка шыратăп – тупаймастăп. Перрон çинче йĕре-йĕре чупатăп. Иртсе пыракан салтаксем мана чарса мĕн пирки йĕнине ыйтрĕç. Алăран çавăтса аннене тупма пулăшрĕç. Шел, эпир тĕл пулнă çĕре пуйăс тапранса кайрĕ. Эпир перрон çинче тăрса юлтăмăр. Анне йĕрсе пĕтрĕ çавăн чух. Тепĕр пуйăса кĕтсе вокзалта тепĕр уйăх тертленме тиврĕ пире. Шывпа хура çăкăр çисе пурăнтăмăр. Ай, нушалантăмăр та... Анне мĕнле тӳснĕ-ши икĕ ачипе? Тинех пирĕн еннелле каякан пуйăс çитрĕ. Эпир тăван тăрăха çитсе ӳкрĕмĕр. Малтан асанне патне кĕтĕмĕр. Вăл пире йышăнмарĕ. Кукамай патне кайрăмăр. Кукамайăн пĕчĕк пӳртĕнче сакăр çын пурăнатчĕ ун чух. Кукамай пирĕншĕн хыпăнса ӳкрĕ. Аннепе ял тăрăх пушă кил шырама тухса кайрĕç. Вăл вăхăтра хупăннă килсем сахал марччĕ: хăшĕ выçă вилнĕ, хăшĕ вăрçа тухса кайнă. Çапла пĕр çĕр пӳрте пурăнма кĕтĕмĕр. Анне ĕне фермине ĕçлеме вырнаçрĕ. Эпир кунĕн-çĕрĕн нӳхрепри пек лараттăмăр. Шăши куçĕ пек чӳречене хĕлле юр хуплатчĕ. Сĕм тĕттĕм пӳртре кун кунлаттăмăр йăмăкпа. Пĕр савăнăç – анне ĕне туянни. Эпир урăх выçă ларман.
Анне аттене чăтăмсăр кĕтрĕ. Вăрçă чарăнсан атте тинех таврăнчĕ. Нумаях пурăнмарĕ, Мускава ĕçлеме тухса кайрĕ. Тепĕр виçĕ çултан яла килчĕ, анчах пĕччен мар – майрапа. Вĕсем асанне çуртĕнче пурăнма тытăнчĕç. Мĕн-ма пире атте çапла сутрĕ-ши? Çемйине пăрахса çĕнĕ пурнăç пуçлас терĕ-ши? Хăйĕн чĕри çунатчĕ ĕнтĕ. Пирĕн пата килсе пире ыталаса йĕретчĕ. Вĕсен пурнăçĕ ăнмарĕ. Украина майри ĕçме тытăнчĕ. Атте часах çĕре кĕчĕ. Майри ĕçкĕпе айкашса асанне çуртне çунтарса ячĕ. Аттен пурнăçĕ çапла татăлнăшăн анне нумайччен кулянчĕ. Çапла пире анне пăхса ӳстерчĕ,- куççуль витĕр аса илчĕ Антонина Алексеевна ачалăхне.
Вунă класс пĕтерсен вăл 1 çул бухгалтера вĕреннĕ. Районти культура уйрăмĕнче бухгалтер ĕçне туса пынă. Часах ăна ял совет депутатне суйланă. Колхозсене пĕрлештерме тытăнсан вăл Ульяновска куçса килнĕ. Киндяковкăри автотранспорт хуçалăхне вырнаçнă. Качча кайнă. Ывăл çуратнă. Николай Филипповича Майна тăрăхне ĕçлеме ярсан (вăл инженер-механик пулнă, куçăмсăр майпа ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ) унта куçнă. Иккĕмĕш ача çуралсан (1965 çулта) çемье Аслă Нагаткина куçса килет. Антонина Алексеевна районти ял хуçалăх техника предприятин тĕп бухгалтерĕ пулса тăрать. Пенси çулне çитсен тата 5 çул вăй хурать вăл.
-Халĕ килте ларатăп. Чирлĕ упăшкана ултă çул пăхатăп. Вăл 75 çулта,- хаш сывласа илчĕ вăл.- Ывăлсем мăшăрланнă. Пĕри – Репьёвкăра, тепри – Нагаткинра. Александра Синдюкова «Уйсас» юрă ушкăнĕ йĕркелесен унта мана чĕнсе илчĕç. Эпĕ ачаранах юрлама юрататăп. Çулсем сахал мар пулин те чун ватăлмасть. Пуçтарăнсан начарри çинчен мансах каятпăр: калаçатпăр, юрлатпăр. Ушкăнпа халăх умне те тухма тытăнтăмăр. Юрă чуна сиплет, çунат хушать.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 989, Хаçат: 3 (1199), Категори: Ульяновск облаce

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: