Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче тавралăха сыхламалли çул тытăннине палăртса патшалăх университетĕнче пысăк мероприяти иртнĕ.
Унта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, вăрман хуçалăх министерствин представителĕсем, Саккунсем кăларакан Пухура çĕре тата çут çанталăка сыхлассипе ĕçлекен комитет пуçлăхĕсем хутшăннă.
-Хамăр тавралăха сыхлассине эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр. Малашнехи тĕп ыйтусем – тавралăха сыхлассипе çыхăннă проектсене çул уçасси, эко тата агротуризма аталантарасси, тавралăха сиен кӳрекен субъектсене айăплассине хытарасси, халăха çак ĕçе явăçтарасси, çынсенче экокультурăна аталантарасси, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Иртнĕ çул регионта тавралăха сыхлассипе 70 ытла тăвăм тата мероприяти иртнĕ. Вĕсене хутшăнакансен шучĕ çулсерен ӳссе пынине те палăртмалла.
Вăрман хуçалăх министрĕ Дмитрий Фёдоров сăмахĕпе, 2013 çулта тавралăха сыхлассипе çыхăннă 100 ытла мероприяти иртмелле. Унта уйрăмах шкул ачисене, студентсене хутăштарма палăртнă.
Мероприятире «Эколог года» конкурсăн çĕнтерӳçисене чысланă. «Авиастар-СП» çут çанталăка чи лайăх сыхлакан предприяти, Кашари «Солнышко» садик ачасене тавралăха сыхлама хăнăхтаракан чи лайăх вĕрентӳ учрежденийĕ ятсене тивĕçнĕ.
 
: 876, Хаçат: 3 (1199), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: