Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лидия Кондрашкина Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ял почтальонкинче 10 çул ĕçлет.
Çавăнпа та ку тытăма пуринчен аван пĕлет вăл. Куллен кун ял тăрăх çӳресе хаçат-журнал, çыру таврашне валеçет вăл, пенси укçине вăхăтра çитерет. Ватă çынсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçма пултарать, хӳтлĕхсĕррисене хавхалантарма пĕлет. Чĕлхи çепĕç, çаврăнăçуллă вашават хĕрарамăн. Куçĕ курманнисене, хăлхи илтменнисене пенси реформинчи улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем çинчен ăнланмалла каласа парать. Лидия Николаевнана япшар чĕлхишĕн, ырă та тӳрĕ кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ ялта. Хăй валеçекен урамсенче ăна тăвана кĕтнĕ пек кĕтсе тăраççĕ.
Ялти çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакансем Лидия Николаевнасăр пуçне тата иккĕн: почта пуçлăхĕ Елена Краснова тата тепĕр почтальонка Зинаида Михайлова.
Лидия Кондрашкина ĕçтешĕ чирленĕ пирки вăхăтлăха пуçлăх ĕçне илсе пыратчĕ. Мана «Канаш» хаçатран иккенне пĕлсен шăкăл-шăкăл калаçма вăхăт тупрĕ. «Тем пек аван чăваш хаçачĕ, шел, кашни килтех çырăнса илмеççĕ ăна. Эп пĕлнĕ тăрăх, юлашки вунă çул хушшинче ăна шав пĕр çынсем вулаççĕ. 25-30 çемье хут йĕркелесе çырăнса илет тата çавăн чухлех çын тăванĕсен, кӳршĕ-аршин ырă кăмăлне пула вулама май тупать. Раиса Пострелова, Лидия Пирогова, Лидия Чугунова, тĕслĕхрен, кашни çур çулах «Канаш» тусĕ ята çирĕплетеççĕ. Кусем çамрăксем. Аслăрах ӳсĕмрисем юратаççĕ, куллен вуласа, çĕннине хыпарласа тăраççĕ. Шел, ялта ĕç çук. Çакă чи çивĕч ыйту. Арçынсен çеç мар, хĕрарăмсен те унта-кунта ĕç шыраса тухса çӳреме тивет. Карлинскине, Ульяновска тата ытти çĕре те. Ачасен йышĕ те сахалланса пырать. Шкул капмар пирĕн. Кăçал пуçлăхсем ял-йыша ырă хыпарпа савăнтарнăччĕ: пирĕн ял клубне газ кĕртеççĕ. Вара чăваш концерчĕсем те шав килсе тăрĕç, халиччен Культура çуртне хутмастчĕç, - шутларăмăр эпир. - Шел, шаннă йăвара кайăк пулмарĕ».
Вăта Тимĕрçен ялĕнче 400 киле яхăн. Пурĕ 800 çын пропискăра тăрать. Пурăнаканнисем кăшт сахалтарах. Вырăнти хуçалăх ури çинче çирĕпех тăрайман пирки ялăн нуши нумай ĕнтĕ. Чылайăшĕн нумаях пулмасть çеç ял хуçăлăхĕнче ĕçленине иртнĕ вăхăтпа калама тивет. Тен, облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçатне çырăнса илейменнин сăлтавне те шăп çакăнта шырамалла. Тепĕр тесен хаçата çур çула çырăнса илмелли хак питĕ йӳнĕ. Чун çимĕçĕ валли çемье бюджетĕнчен çав укçана (160 тенкĕ) уйăрма пулатех. Ман шухăшпа Лидия Николаевна та килĕшрĕ.
Кондрашкинсем килте мăшăрĕпе иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Виçĕ ачи çунат хушса тухса кайнă ĕнтĕ. Паян канмалли кунсенче тăватă мăнук килсе савăнтарать асламăшĕпе аслашшĕне. 27 çул ял лавккинче тăрăшнă, паян ак почтальонкăра вăй хуракан Лидия Николаевна нумаях пулмасть çуралнă кунне паллă тунă. Ăна эпир менелник ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, юратнă ĕçĕнче вăй хумашкăн сывлăх, телей сунатпăр.
 
: 969, Хаçат: 3 (1199), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: