Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен вĕçĕнче эпĕ Хусанта вĕреннĕ чух час-часах К.К.Петров журналистпа, çыравçăпа тĕл пулаттăм. «Хĕрлĕ ялав» хаçата хупнă хыççăн вăл университетри журналистика кафедрин преподавателĕ пулса ĕçлетчĕ. Эпир иксĕмĕр те Тăхăрьялтан пулнипе кăсăклансах хăй тăванĕсем, пĕлнĕ çыннисем çинчен ыйтса пĕлетчĕ, салам калама хушатчĕ. Хăш чух Тутарстанри чăваш çыравçисен секцийĕ мĕнле ĕçлени, «Хусан» альманах тата тухасси е тухаймасси çинчен сăмах хускатнă.
1967 çулхи çулла, утă (июль) уйăхĕнче, университет умĕнчи скверта сак çинче ларнă чухне Константин Константинович лăпкă та ют çын илтме пултарайман сассипе (вăрттăн) Ваççа Аниççи çинчен сăмах пуçларĕ, ăна мĕнле «тупни» çинчен каласа пачĕ.
- Юлашки вăхăтра нимĕнле хыпар та çук-ха. Лисков кайса килме пулнăччĕ – те кайнă, те çук, ăна та пайтахранпа курман. Сирĕн экзаменсем пĕтнĕ вĕт, вăхăт тупса çитсе кил-ха, - терĕ те папкинчен хут татки илсе ун çине Ваççа Аниççин адресне çырса пачĕ: г.Мелекесс, ул.Мориса Тореза, 2а, кв.16.
К.Петров хушнă пекех пулса тухрĕ-тĕр çав ĕнтĕ. Çав çулхи çурла (август) пуçламăшĕнче пуйăс çине ларса Мелекесс хулине çул тытрăм.
Мелекесс – ватă хула. Анчах кивви чакса, çĕнни çĕнтерсе пыни куç умĕнчех. Ĕлĕкхи кивĕ те лутра çуртсем çумĕнче нумай хутлă çуртсем çĕкленсе лараççĕ. Ваççа Аниççи хулари çĕнĕ районта, тĕрĕсрех каласан – Соцхулара – пурăнать.
Акă Морис Торез урамĕ. Тӳпе тĕревĕ пек çӳллĕ те яштака хырсен хушшинчи пилĕк хутлă çуртсем илемлĕн çуталса лараççĕ. Уйăрса илме йывăр: те хули хырлăхра, те хырлăхĕ хулара.
Анисия Васильевна мана хапăлласах йышăнчĕ. Эпĕ ăна Хусан чăвашĕсен – Константин Петровпа Афанасий Лисков саламĕсене çитертĕм. Калас пулать, ăна курсан никам та 75 çине пуснă карчăк теме хăяймĕ. Ун хусканăвĕсем те, калаçни-кулни те ирĕксĕрех 10-12 çулхи хĕрачана аса илтереççĕ.
Уçă чӳречерен пӳлĕме сухăр шăрши кĕрсе сăмсана ыррăн кăтăклать. Çак асамлă шăрша туйса Аниççа аппа сăмах пуçларĕ:
- Темиçе çул каярах ку хула хĕрриччĕ, кунта эпир кăмпа пухма нумай çӳренĕ, а халĕ? Хулара кермен пек çуртсем лараççĕ. Пурнас килет.
Вăл калаçма тарават, шӳтлеме те юратать:
- Мана çамрăк мăшăрсем валли хатĕрленĕ хваттере пачĕç, çавăнтанпа çамрăклансах кайрăм, урасем те çĕре тивмеççĕ. Халь ватăлма юрамасть. Магазинсене те продуктăсем илме хамах çӳретĕп, мунчана та хамах кайса çăвăнса килетĕп, савăт-сапасене те, кĕпе-йĕмсене те хамах çăватăп.
Чăнах та, хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче нумай хурапа шурă курнă пулсан та çак хĕрарăмра тĕлĕнмелле хаваслăх, пурнăç туртăмĕ сыхланса юлнă. Шкул çулĕсенче унăн «Ялта» сăввине пăхмасăр калама вĕреннĕ вăхăтра шухăшламан та çав сăвă авторĕпе çапла юнашар ларса кула-кула калаçасса.
Анисия Васильевна Васильева (упăшки хушамачĕпе Княгинина) хăйĕн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вăрах каласа пачĕ. Поэтесса лайăх астăвать Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн пуçлăхне И.Я.Яковлева, хăйне вĕрентнĕ учительсене, Константин Иванова, Тайăр Тимккине, С.С.Сорокина (Тăваньялсем Çеркей).
С.С.Сорокин (чăваш литературинче паллă ят) Аниççан вĕрентекенĕ пулнă. Тимĕрçен шкулĕнче вĕсем алăпа çырса журнал кăларса тăнă.
1905-1907 çулсенчи пусмăрти чăваш хресченĕсен нушине сăнласа паракан çыравçăсем Г.Кореньков (каярахпа Чăваш АССРĕн Хисеплĕ учителĕ), Тăванялсем Çеркей тата Ваççа Аниççи пулнă.
Вăл куçлăхсăрах çырать, вулать, сăввисемпе калавĕсене хăй вуласа пама юратать. Ун архивĕнче халиччен пичетленмен сăвăсем те чылай. Вĕсен шутĕнче икĕ поэма: пĕри – Малăкла чăваш ачи Совет Союзĕн Геройĕ М.С.Чернов, тепри – колхозсем тунă çулсенче кулаксем тискеррĕн вĕлернĕ Женя Кузьмин комсомолец çинчен. Вĕсем иккĕш те Анисия Васильевнан вĕренекенĕсем пулнă, вĕсемпе мăнаçланать. Сăвăç Ульяновск облаçĕнчи темиçе шкулти пионерсемпе çыхăну тытать иккен, вăл хăй те – хисеплĕ пионер, хавасланса кайсах мана пионер галстукне кăтартать.
Ирĕксĕрех шухăшлатăп: « Чăнах та телейлĕ çак хĕрарăм – 1907 çулта «Хыпар» хаçата хупнăшăн хурланса «Çутă çăлтăр хăпарĕ-ха» сăвă çыракан. Халĕ вăл: «Çутă çăлтăр хăпарчĕ» тесе юрлать. Чăваш литератури те телейлĕ – 60 çул «çухалса» пурăннă мăн аккăшне тупнипе».
- Хамăн сăввăмсемпе калавăмсене çырнă чух эпĕ формăсем шыраса ларман: мĕн курнă, мĕн илтнĕ, мĕн тӳснĕ – пурне те çырнă. Калавăмсенче сăнласа панине эпĕ пурнăçран илсе çырнă, мĕнле пулнă – çапла, - тет вăл. – Саккăрмĕш теçеткене кайсан пĕр кĕнеке кăлартăм. Ку вăл манăн çăлтăрăм. Хама çапла чыс тунăшăн эпĕ пуриншĕн те Константин Константинович Петрова тав тăватăп. Вăл пулман пулсан ман çинчен никам та пĕлмен пулĕччĕ.
Уйрăлнă чух мана Ваççа Аниççи хăйĕн «Çутă çăлтăр хăпарчĕ» кĕнекине ятарласа сăвăласа çырнă сăмахсемпе парнелерĕ.
Çак кунран пуçласа эпир пĕр-пĕрин патне çырусем çӳретме пуçларăмăр. Çырнă хайлавĕсене çырупа мана ярса пама тытăнчĕ. Хăш-пĕр сăввисем, поэма сыпăкĕсем май килнĕ таран Пăвари «Ялав», Çĕпрелĕнчи «Çĕнĕ çул» хаçатсенче пичетленсе тухрĕç, кашни номерти умсăмахне эпĕ çыртăм.
1972 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă иккĕмĕш кĕнекине («Ĕмĕт çитрĕ» ятпа) çӳлте асăннă хаçатсен али витĕр тухнă сăвăсем те кĕнĕ. Сăмахран, «Анне», «Мухтав», «Ленин амăшне».
Хальхи вăхăтра ман килти архивра Ваççа Аниççин 24 çырăвĕ, 3 уçă çырăвĕ (открыткăсем), тĕрлĕ вăхăтра çапăннă 3 сăн ӳкерчĕкĕ упранаççĕ.
2013 çулхи кăрлачăн (январĕн) 6-мĕшĕнче чăвашсен пĕрремĕш хĕрарăм поэчĕ çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. Вăл темĕнех çырман пулсан та чăваш халăх асне, историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă, мĕншĕн тесен пĕрремĕш пулнă.
 
Тутарстан Республики,
Пăва районĕ,
Элшел ялĕ.
 
: 693, Хаçат: 3 (1199), Категори: Асаилӳсем

Комментарисем:

Krystal (2016-06-30 16:31:41):
That's a skillful answer to a difcifult question

Marge (2016-07-02 02:33:41):
Knocked my socks off with knelewdgo!<Ӳa>

Jase (2016-07-04 20:53:48):
There's a terrific amount of knedgowle in this article! http,ӲӲcaedgsxĕcom [urlçhttp,ӲӲujmgotĕc om]ujmgot[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲctavpti csnĕcom]ctavpticsn[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: