Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ çулла эпĕ çак крепоçа çитсе куртăм. Вăл Пенза хулинчен инçех мар, 30 çухрăмра вырнаçнă. Унăн тĕп вырăнĕ – Сăр шывне Медведевка юхан шывĕ юхса кĕнĕ çĕрте.
Ку крепоçа чи малатан 1882 çулта Ф.Ф. Чекалин историк тата археолог тупать. Малтанах çакă ăсчахсене кăсăклантарсах каймасть, материалсене архива хураççĕ те ун пирки мансах каяççĕ. 1952-1978 çулсенче крепоçăн 1000 тăваткал метр çĕр сийне чавса пăхаççĕ. Унта мĕн кăна тупмаççĕ: сăнă тăрăнса ларнă пуç шăмми, кĕлетке шăммисем, тимĕртен тунă лаша хатĕрĕсем, суту-илӳ тарасисемпе пуканĕсем, ылтăн-кĕмĕл чăмаккисем, çăра таврашĕсем тата ытти те.
Крепость йăлтах йывăçран пулнă. Унăн таврашĕпе алтнă 15 метр тарăнăш шăтăк халĕ те сыхланса юлнă. Кунта пăрттассем тата пăлхар-чăвашсем пурăннă. 1236-37 çулсенче çак вырăнта чăвашсен паттăр çар пуçĕ Пачман тата унăн арăмĕ Ылтăнчеч тутар-монголсемпе çапăçнă. Ылтăнчеч Ылтăнпик патшан хĕрĕ пулнă. Ун пирки мана Шупашкара кайсан Юхма Мишши каласа пачĕ. Пачман çарĕ пĕчĕк пулнă, çавăнпа та вĕсем партизансен мелĕпе çапăçса çӳренĕ. Пĕр салтак пуçне 25-30 тутар-монгол салтакĕ тивнĕ.
20-мĕш ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче крепоçа Г.Н. Белорыбкин археолог тĕпченĕ. Кунти çапăçусене вăл вăтам ĕмĕрти чи хаяр çапăçусенчен пĕри тесе çирĕплетет. Крепость çывăхĕнчи çапăçура Пачман çарĕ шар тӳсет. Вĕсем Анат Атăл патнелле чакса кайнă. Монголсем хăйсен çарĕпе вĕсем хыççăн пынă. 1237 çул вĕçĕнче хытă аманнă Пачман Анат Атăл тăрăхĕнче тăшман аллине лекет. Монголсем вăл чаплă çар пуçĕ пулнине пĕлнĕ, çавăнпа та ăна хăйсен енне çавăрасшăн пулнă.
-Эпир сана вунă пинлĕ çар шанса парасшăн, - тенĕ тутар-монгол ханĕ Менгу. – Анчах санăн пире парăннине йышăнса ума чĕркуçленсе ларас пулать.
-Эпĕ тăшман умĕнче чĕркуçленме тĕве мар,-тенĕ Пачман. Ылтăнчеч хăйĕн мăшăрне çăлаймасть. Вара вăл çар пуçĕ пулса Урал тăвĕсем еннелле чакса каять. Унта вăл пăлхарсене пухса çарне вăйлатма, тăшмана çапса аркатма ĕмĕтленет. Анчах чее Менгу çарĕ хыçран йĕрлесех пынă. Вĕсем темиçе хут та çапăçса илнĕ. Менгу ханăн маттур арăмĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕре кĕнĕ пулнă. Ылтăнчеч ун аллине лекес мар тесе ту шăтăкне кĕрет. Хăйне чулсемпе хупласа ĕмĕрлĕхех унта юлать.
Археологсем тата çакна тĕпчесе пĕлнĕ: 1223 çулта Пачман çарĕ Кернек хули патĕнче (халĕ Мелекесс районĕнчи Кивĕ Сахча ялĕ) тутар-монгол çарне çĕмĕрсе тăкнă.
 
: 895, Хаçат: 3 (1199), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: