Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чи тутлă çимĕçлĕ çеçкеçĕм
 
Эп Сан валли кĕпе çĕлетĕп
Тур панă чунăм çиппинчен.
Ырми-канми ăна тĕрлетĕп,
Сĕвем тухмасть чун йĕппинчен.
 
Çут тĕнчене манса ĕçлетĕп –
Тĕлĕннипе çут тĕнчерен.
Шавлатăп, савăнап, кĕрлетĕп –
Хумсем чӳхеннĕн тĕрлĕрен.
 
Тăван чĕлхеçĕм – ман кĕпеçĕм,
Çут тĕнчере пĕрре кăна.
Чи тутлă çимĕçлĕ çеçкеçĕм
Хăват парать – тулса юна!
 
Вăл пулмасассăн – эпĕ юнсăр,
Эп – тăлăх, хуçăлнă турат.
Ĕмĕрлĕхех юлатăп чунсăр –
Шутлатăп та – чĕре сурать!
 
Вăл пур чухне – эп чĕрĕ, сывă,
Ман ятăм та хитре – чăваш!
Çавна пулах кăварлă сăвă,
Нихçан пулман эпир йăваш!
 
Мĕн ачаран çакна пĕлетĕп,
Çакна шанатăп виличчен!
Чĕлхе валли кĕпе тĕрлетĕп –
Тур панă чунăм çиппинчен!
 
13.01.2013.
 
: 925, Хаçат: 3 (1199), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: