Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов ял хуçалăх предприятийĕсене çуракине ирттерме 200 миллион тенкĕ хушса пама каланă.
2012 çулта ял хуçалăхĕнче тыр-пул туса илес çĕрте кăна çанталăка пула тупăш пулайман. Кăçал тыр-пул акмалли çĕр лаптăкĕсен калăпăшне чакарас мар тесе, дизель çункăçĕ хакланнине шута илсе область бюджетĕнчен çуракине ирттерме 200 миллион тенкĕ компенсаци уйăрма палăртнă ( акакан пĕр гектар çĕр пуçне 200 тенкĕ).
Сергей Морозов кĕске вăхăтрах правительствăна çак ыйтупа йышăну тума тата ял хуçалăх производителĕсене субсиди памалли йĕркене çирĕплетме хушнă.
Ĕçсĕррисен шучĕ чи сахалли
Атăлçи федераллă округри ытти регионсемпе танлаштарсан Ульяновск облаçĕ ĕçсĕррисен йышĕ чакнипе иккĕмĕш вырăнта тăрать. Ĕç тупайманнисем пирĕнтен Чулхулара кăна сахалтарах.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта халĕ 4508 çын учётра тăрать. Вакансисен шучĕ вара – 6875.
Ĕçпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа облаçра 623 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Карсун, Çĕнĕ Малăкла, Радищево, Çинкĕл тата Ульяновскри Засвияжски районĕсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем ытларах тунă.
«Ăнăçу урокĕ» ирттерме тытăнĕç
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе облаçри шкулсенче «Ăнăçу урокĕсене» çĕнĕрен ирттерме тытăнĕç. Вĕсенче аслă классенче вĕренекенсене предприятисемпе организацисене илсе кайса рабочи профессисемпе паллаштарĕç.
Проект кăçалхи нарăс уйăхĕнчен ĕçлемелле. Хальлĕхе вĕрентӳ министерстви пысăк предприятисене – «Авиастар СП», «Элегант», «Волжанка» - Димитровград-Химмаш », «Симбирская птицефабрика» - кайса курмалли график хатĕрлет.
 
: 1033, Хаçат: 4 (1200), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: