Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сирĕн валли çĕнĕ хыпар. «Канаш» хаçат редакцийĕ урăх вырăна куçрĕ! Халĕ пирĕн адрес: Лев Толстой урамĕ, 12-мĕш çурт.
Пирĕн пата килес текенсене çакна пĕлтеретпĕр. Автовокзалтан хула центрĕ еннелле Минаев урамĕпе кайнă чух «Улица 12 Сентября» чарăнура анса юлмалла та урам урлă каçмалла. Сентябрĕн 12-мĕш урамĕпе Дамба еннелле утмалла. 150 метр кайсан И.Я.Яковлев палăкĕ пулать. Унтан иртсе кайса 50 метр утмалла, светофор патĕнче сулахая пăрăнса çул урлă каçмалла. Сулахай енче кĕтесре сарă тĕспе сăрланă пĕр хутлă çуртра шăпах пирĕн редакци вырнаçнă.
Пирĕн çĕнĕ телефонсем: 73-50-40 (тĕп редактор), 73-50-54 (яваплă секретарь, журналистсем).
Ку здани — Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн çурчĕ. Кунтах унăн председателĕ В.И.Сваев ларать. «Еткер» телекăларăм та (редакторĕ О.Н.Мустаев), Кĕрешӳ федерацийĕ те (председателĕ В.В.Софронов) – çак çуртрах.
Апла пулсан ку Чĕмпĕр чăвашĕсен çурчĕ пулать. УОЧНКА пурне те пĕр çĕре пуçтарчĕ.
Хапăл туса кĕтетпĕр!
 
: 846, Хаçат: 4 (1200), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: