Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нумаях пулмасть Чĕмпĕрте Ульяновск облаçĕнчи пултаруллă яш-керĕмĕн «Чăваш ачи, сассуна пар» конкурсĕ иртрĕ. Тĕрлĕ районсенчи шкулсенчен тата Ульяновскран 100 ытла ача хутшăнчĕ унта. Тĕлĕнмелле чаплă концерт пулчĕ. Малтанхи ăмăртусемпе танлаштарсан ун шайĕ самаях ӳсни сисĕнет. Костюмĕсем илемлĕ, тĕррисем куçа йăмăхтараççĕ. Ачасен çитĕнĕвĕсем, чи малтан, вĕсен вĕрентекенĕсен çитĕнĕвĕсем темелле пуль. Маттурсем тăван чĕлхепе калаçма, юрлама-ташлама пĕлнинче уйрăмах шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тӳпи пур. Килте ача амăш чĕлхипе пуплеме хăнăхать ĕнтĕ, анчах та пур килте те ашшĕ-амăшĕ артист пек маçтăр мар-çке. Пултаруллисем вĕсем хушшинче те пур паллах: ылтăн алăллă çĕвĕçсем, тăрăшуллă ӳкерӳçĕ-дизайнерсем , çыравçăсем, композиторсем. Чăвашсем хушшинче пачах ним тума пĕлмен çынсем çук та. Çапах та ку тĕлĕшпе амăшсем – вĕрентӳçĕсен пулăшаканĕсем.
Ачасем сцена çинче ăсталăхне кăтартнă чухне залта вĕсен вĕрентекенĕсемпе паллашма май пурччĕ. Татьяна Фёдоровна Шмаранова хĕр-пикене Чартаклă районĕнчи Колхознăй посёлокĕнчи Володарская шкулĕнчен хатĕрлесе килнĕ. «Тăван ен культури» кружок ертӳçи вăл. Ачасене чăваш чĕлхипе халăх сăмахлăхне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине вĕрентет.
- Эрнере пĕр хутчен икĕ сехете пухăнатпăр эпир, кружока çӳрекенсем. Ачасем хавхалансах чăваш культурине вĕренеççĕ. Ульяновск облаçĕнчи вĕрентӳ министерстви, Чăваш культура центрĕ, УОЧНКА ачасем валли ăмăртусем йĕркеленине питĕ ырласа йышăнатăп. Шел, кашни çулах иртмеççĕ вĕсем. 2012 çул тухăçлă пулчĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха «Путене» конкурса кĕçĕн çул ӳсĕмри ачасемпе хутшăннăччĕ, - терĕ Татьяна Фёдоровна.- Сăмах май каласан 6-мĕш класра вĕренекен ывăлăм «Путенере» хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнăччĕ. Куракансем пысăк хак пачĕç ăна.
Çитес ăмăртусем пирки положени ярса парсанах хатĕрленме пуçлатпăр. Ашшĕ-амăшпе пухăнса пĕр-пĕринпе калаçмалли меллĕ вăхăт та ку. Тата хăçан курнăçатпăр-ха? Кунта вара пурне те пĕрле сӳтсе яватпăр, калаçса татăлатпăр. Чăваш кĕписене те касса хамăр çĕлетпĕр. Тухья-хушпу хамăр ăсталатпăр. Мана хальхинче шкулти технологи вĕрентекенĕ Светлана Якупова пулăшрĕ. Чăваш вĕрентекенĕ эпĕ кăна. Пуррине пур-ха: шкулти повар, оператор, администраци ĕçченĕ… Вĕсем хамăр ялти чăваш ансамбльне юрлама çӳреççĕ. Ăна малтан Станислав Толстов юрăç-композитор ертсе пыратчĕ пулсан паян ертӳçи – Александр Иванов баянист.
Татьяна Шмаранова çемйипе кӳршĕре – Красный Ярта пурăнать. Лăпкă та илемлĕ ял Колхознăйĕнчен 7 çухрăмра вырнаçнă. Кунта хăтлă харпăр çурчĕсенче чăвашсем нумай пурăнаççĕ.
- Çинкĕлти педагогика училищи хыççăн мана Ульяновск облаçĕнчи Кузоватово районне ĕçлеме ячĕç,-аса илет Татьяна Фёдоровна. - Эп Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнчен. Хĕр чухнехи хушаматăм – Пузырёва. Качча кайсан упăшкапа хула çывăхнерех килме шухăшларăмăр. Анчах та мăшăр ниепле те Ульяновска хваттер илес темерĕ. Хула пурнăçне юратмастăп тенипех тĕпленмешкĕн Атăл юхан шывĕн сулахай çыранĕнчи Красный Яра суйласа илтĕмĕр. Шел, сакăр çул каялла мăшăр çĕре кĕчĕ. Аслă ывăл, 1986 çулхи, паян Ульяновскри лавккасен управляющийĕ пулса тăрăшать. Иккĕмĕшĕ Сарă ту хулинче контрактпа çарта тăрать. Кĕçĕнни, ман пулăшакан, шкулта вĕренет-ха.
Татьяна Шмаранова Володарская шкулĕнче директорăн воспитани тата вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен çумĕ. Унсăр пуçне тата харпăр занятийĕсене илсе пырать.Чирленипе килте ларма тивнĕ ачасемпе ĕçлет, начартарах вĕренекенсене тантăшĕсене хăваласа çитме пулăшать.
Питĕ хаваслă пурнăçпа пурăнаççĕ вĕсен шкулĕнче ачасем те, вĕренекенсем те. Тăтăш мероприятисем ирттереççĕ, хăйсем ытти шкулсене туслăх кĕперне хываççĕ. Чăваш вĕрентӳçин хастарлăхне пула кунта Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культурине, йăли-йĕркине, юрри-такмакне вĕренес ĕç вырăнтан хускалнă. Кунран-кун вăй илсе пырать.
Шмарановсен çемйи шкул пурнăçне анчах мар, Красный Яр тăрăхĕ тата тăван район администрацийĕн культурăпа вĕрентӳ пайĕсем ирттерекен уявсене те хутшăнать.
- Иртнĕ çулла Чартаклă районĕнче йĕркеленĕ çемье тур-слётне хутшăнтăмăр,-терĕ Татьяна Фёдоровна.- Наци тумĕн куравне, чăваш тĕррин хăтлавне кăтартса патăмăр, юрларăмăр-ташларăмă р, спорт енĕпе ăмăртрăмăр. Жюри пире пысăк хак пачĕ – малти вырăн йышăнтăмăр. Çемье слётĕнчен çав тери çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр. Çĕнĕ 2013 çулхи кăрлачăн (январь) 16-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕ 70 çул тултарнине халалласа Чартаклăра «Поволжское многоцветье» ятлă конкурс иртрĕ. Чăваш тумĕпе чĕлхин илемне кăтартнă çĕре пирĕн шкул ачасем те хутшăнчĕç. Паян çĕнĕ юрă-ташăсем вĕренетпĕр.
 
: 930, Хаçат: 4 (1200), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: