Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Лондонра пирĕн ентешĕн Аркадий Пластовăн ĕçĕсен куравĕ уçăлнă.
Унтах культура деятелĕсемпе медиа представителĕсене Ульяновск область правительстви йĕркеленĕ искусствăри тĕнчери Пластов ячĕллĕ премипе паллаштарнă.
Премие 2012 çулта «Раççейри художниксен пĕрлĕхĕпе» пĕрле туса хунă. Унăн тĕп тĕллевĕ – регионта кăна мар, тĕнче шайĕнче искусствăна аталантарма пултаракан пултаруллă художниксене пулăшасси. Çав вăхăтрах кун пек преми А.Пластовăн ячĕ пултарулăх тĕнчинче çӳллĕ шайра пулнине çирĕплетет.
Преми фончĕ бюджет тата бюджет тулашĕнчи укçаран йĕркеленет. Спонсорсем пулăшнипке кăçал преми калăпăшĕ 20 миллион тенкĕ пулмалла.
Великобританири корольсен художество академийĕн членĕ Кевин Ховард премие çапла хак панă: «Искусствăна укçа хывни – малашлăха, çамрăк ăрăва аталанма пулăшни. Вăл преми çулсем иртнĕ май пахалăхне çухатмасть, пушшех хакланать. Çавăнпа Ульяновск область правительствин йышăнăвне ырлатăп».
Великобританири чрезвычайлă посол Александр Яковенко Лондонра йĕркеленĕ А.Пластов куравне пысăк хак панă, регион правительстви вырăс культурине тĕнчере сарассипе нумай ĕçленине палăртнă.
«Симĕс эрне-2013» курав
Çулсерен Берлинра йĕркеленекен «Симĕс эрне» куравра ял хуçалăхĕнчи, вăрман сыхлавĕнчи, апат-çимĕç промышленноçĕнчи çĕнĕ технологисемпе паллаштараççĕ. Кăçал курава 67 çĕршыв хутшăннă, вĕсем 1630 экспонат илсе килнĕ. «Симĕс эрнене» Раççейри 20 регион хутшăннă, çав шутра Ульяновск облаçĕ те. Берлинта Раççей экспозицине ял хуçалăх министрĕ Николай Фёдоров уçнă. Пирĕн çĕршыври ял хуçалăх çĕнĕлĕхĕсемпе Германин ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ Ильзе Айгнер паллашнă.
Ярмăркка-куравăн ĕçлĕ программине 300 ытла семинар, конференципе пуху тăснă. Ульяновск облаçĕн ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин таса апат-çимĕç туса илес, экофермăсем тăвас ыйтусемпе инвесторсемпе курса калаçнă.
-Европăра таса апат-çимĕç туса илме çĕр çитмест. Европăри çĕршывсемпе танлаштарсан Раççейре пач урăхла. Ульяновск облаçĕ Раççейре пĕрремĕш «О производстве органической продукции» саккун йышăннă. Çавăнпа кăçал çулла хамăр пата органикăллă апат-çимĕç кăларакансен Раççейри пĕрремĕш ял хуçалăх форумне ирттерме чĕнетпĕр, - тенĕ Александр Чепухин.
 
: 851, Хаçат: 4 (1200), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: