Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитрĕ. Облаçра тата Ульяновскра тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.
Мемориал центрĕн виçĕ хутĕнче те анлă куравсем йĕркеленĕ. Пĕрремĕш хутра – «73 регион» ятпа уçăлнă историпе таврапĕлӳ куравĕнче – область аталанăвĕн тапхăрĕсене йĕрлесе кăтартнă. Иккĕмĕш хутра вырнаçнă çичĕ пĕчĕк кинозалта хăнасем валли «Кинолетопись Ульяновской области» курав хатĕрленĕ. Кунта регионти отрасльсен экономика аталанăвĕпе паллашма пулать. Виççĕмĕшĕнче – пысăк залăн музей пайĕнче — «На семи ветрах» курав. Кунта регионти культурăпа искусство шайне анлăн уçса панă.
Облаçри патшалăх архивĕ «Ульяновская область на рубеже столетий» ятпа курав хатĕрленĕ çĕре хутшăнчĕ. Эпир сайра та хаклă документсем тăратрăмăр. Чĕмпĕр наместничестви, кĕпĕрни тата облаçĕ никĕсленни çинчен калакан документсене уйрăм файлсене пайласа хутăмăр.
Пирĕн документсем хаклă хăнасене тата курма пынă ентешсене кăсăклантарчĕç.
 
: 932, Хаçат: 4 (1200), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: