Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн спорт манежĕнче службăри тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă милици майорне Виктор Рахманова, милици лейтенанчĕсене Иван Игнатьевпа Евгений Левендеева асăнса Кĕрешӳпе пĕтĕм Раççейри уçă турнир иртрĕ. Паттăрсене халалланă турнир кăçал вуннăмĕш хут пулчĕ. Ăна облаçри Кĕрешӳ федерацийĕ, физкультурăпа спорт комитечĕ, облаçри шалти ĕçсен управленийĕ, Чăнлă район администрацийĕ йĕркелерĕç.
Кăçалхи ăмăрту сумĕпе те, унта хутшăнакан кĕрешӳçĕсен шучĕпе те ытти çулхисенчен самай уйрăлса тăчĕ. Турнира Ульяновск, Самар облаçĕсенчи, Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчи, Пермь тăрăхĕнчи 147 спортсмен хутшăнчĕ.
Турнира уçнă май малтанах паттăрсене асăнса самантлăха шăп тăчĕç, унтан Асăну хăми умне пĕр карçинкка чечек хучĕç.
Командăсен капитанĕсем Раççей ялавне çĕкленĕ хыççăн хăнасене, кĕрешӳçĕсене, тренерсене, курма пыракансене облаçри шалти ĕçсен управленийĕн пуçлăхĕ, полицин генерал-майорĕ Андрей Ларионов, «Чăнлă район» муниципаллă пĕрлĕх пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов, Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Анатолий Бакаев, облаçри Кĕрешӳ федерацийĕн ертӳçи, тĕп судья Виталий Софронов, Вячеслав Левендеев (Евгений Левендеевăн ашшĕ) саламларĕç.
Андрей Ларионов Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр саламне пухăннисем патне çитерчĕ, служба тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă полици сотрудникĕсем пирĕн облаçра 76 пулнине палăртрĕ. Хăшĕсен ячĕсемпе ятарлă подразделенисем ăмăртусем йĕркелеççĕ. Анчах чăвашсем хăйсен паттăр ывăлĕсене манманни, вĕсен ячĕсемпе кĕрешӳ ирттерни ырламалли пулăм. Шел, 2000 çулта Чечняра Виктор Рахманов, 2008 çулта çул çинчи патруль службин инспекторĕсем Иван Игнатьевпа Евгений Левендеев хурахсен аллинчен вилнĕ. Анчах вĕсем хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланă.
-Унчченхи турнирсене Чăнлă районĕнче йĕркеленĕччĕ. Вуннăмĕш турнирăн шайне ӳстерессишĕн тăрăшрăмăр, вăл Пĕтĕм Раççейри ăмăрту пулса тăчĕ. Мускав спортсменĕсем кăна килсе çитеймерĕç. Малашне те турнира Ульяновскра ирттерме палăртатпăр, - терĕ генерал-майор.
Раштавăн 20-мĕшĕнче облаçри полици тепĕр юбилей датине паллă турĕ - облаçри шалти ĕçсен управленийĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитнине. Андрей Ларионов çак ятпа паттăрсен ашшĕ-амăшне – Анна Игнатьевана, Надежда Левендеевана, Вячеслав Левендеева «70 лет УВД» медаль парса тата хаклă парнесемпе чысларĕ.
-Турнир пирĕн районта çуралчĕ. Вунă çул каялла Виктор Рахманов ячĕпе район шайĕнче иртетчĕ. Шел, службăра тивĕçне пурнăçласа паттăрла вилнисен шучĕ ӳсрĕ. Пĕлтĕр ăмăртăва Ульяновск облаçĕнчи, Тутарстанпа Чăваш Республикинчи 70 спортсмен хутшăнчĕ. Чăнлăсем пуçарса янă ăмăрту пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли. Паян районти 42 спортсмен кĕрешĕ. Анчах малашне ман çак турнирта хĕрсене те курас килет. Мĕншĕн тесен ирĕклĕ кĕрешӳпе Чăнлă каччисемпе хĕрĕсем тĕнче шайлă ăмăртусенче те пысăк кăтартусемпе палăрнă. Ăмăрту район, регионсем хушшинчи статусран пĕтĕм Раççейри пулчĕ пулсан малашне тĕнче шайлă пуласса та шанас килет, - терĕ Ханяфи Валиевич.
Ашшĕ-амăшне Чăнлă район администрацийĕ те парнесем пачĕ.
Ирпе 10 сехетре тытăнса кăнтăр иртсе 16.00 сехетчен пычĕ хĕрӳ кĕрешӳ. Сергей Александров, Владимир Владимиров, Илья Талаев (Чăваш Республики), Николай Сидоров, Евгений Абрамов (Самар облаçĕ), Виталий Мердеев, Пётр Рафиков, Иван Исаев (Тутарстан), Николай Узеринов, Артём Трифонов, Борис Чернов (Ульяновск облаçĕ), Александр Савкин, Фёдор Сергеев (Пермь тăрăхĕ) судьясем кĕрешекенсене çирĕп сăнарĕç.
Турнирта наградăсен 48 комплектне выляттарчĕç.
Ăмăрту кĕçĕннисен тата аслисен ушкăнĕсенче иртрĕ.
Кĕçĕннисем хушшинче Данил Морозов (26 кг, Аслă Нагаткин), Николай Чукмарёв (29 кг, Тутарстан), Стас Воробьёв (32 кг, Тутарстан), Сергей Чемуков (40 кг, Кивĕ Улхаш), Кирилл Топоров (45 кг, Чăваш Республики), Эдуард Авданов (50 кг, Ирçел), Алексей Шингарёв (50 кг ытларах, Тутарстан) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
Аслисен ушкăнĕнче çĕнтерекенсем çаксем пулчĕç: Владимир Никитин (45 кг, Чăваш Республики), Максим Немов (50 кг, Аслă Нагаткин), Константин Станюков (55 кг, Чăваш Республики), Виктор Танле (60 кг, Чăваш Республики), Анатолий Потапов (65 кг, Самар облаçĕ), Дима Корпусов (70 кг, Аслă Нагаткин), Александр Лесников (75 кг, Чăваш Республики), Артём Детинкин (75 кг йывăртарах, Самар облаçĕ).
Командăсем хушшинче 17 награда выляса илсе пĕрремĕш вырăна Чăнлă районĕн, иккĕмĕшне Чăваш Республикин, виççĕмĕшне Тутарстан спортсменĕсем йышăнчĕç.
Çĕнтерӳçĕсем пурте кубоксемпе Кĕрешӳ федерацийĕ хатĕрленĕ хаклă парнесене тивĕçрĕç.
Облаçри Кĕрешӳ федерацийĕн ертӳçи Виталий Софронов ăмăртăва çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерме, парнесем туянма укçа-тенкĕпе пулăшакансене – «Мишар» предприятин директорне М.В.Селивестрова, «Гулливер» лавккасен пĕрлĕхĕн директорне И.Ю.Старостина, «ДСК-Строй» директорне А.А.Салина, «Глобус» предприятин пуçлăхне А.Н.Кочкова – чун-чĕререн тав сăмахĕсем калать. В.В.Софронов хăй ертсе пыракан «ВолгаЦементСнаб» хуçалăх та пайтах укçа хывнă кунта.
Анна Игнатьева, Надеждăпа Вячеслав Левендеевсем ăмăрту йĕркелекенсене пысăк тав каларĕç.
-Эпир курнă хуйха никама та курма сунмастпăр. Нихçан сӳнми ырату пирĕн чĕресенче. Анчах пире те, ывăлăмăрсене те манманни, вĕсен ячĕпе çакăн пек пысăк ăмăртусем иртни чуна çемçетет, - терĕç вĕсем.
 
: 1058, Хаçат: 4 (1200), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: