Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кам калĕ çак пурнăçа юратакан вăр-вар çын ака (апрель) уйăхĕнче 80 тултарать тесе? Мучи теме чĕлхе çаврăнмасть. Йăрăс та яштака пӳллĕ, илемлĕ, кулса çеç калаçакан чăвашпа Упамсар ялĕнче паллашрăмăр. Ричард Еруков тивĕçлĕ канура утар ĕçĕпе йăпанса пурăнать. Ачисем ӳссе çитĕннĕ, арăмĕ Димитровград хулинчен килсе çӳрет.
– Ман ачаранах вĕренес килетчĕ. Анчах та пирĕн вăхăтра (эпĕ 1933 çулта çуралнă) калхусран ан каяйччăр тесе алла документ памастчĕç. Çамрăк та хавхалануллă пуçăмпа пĕр хушă «Большевик» хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре вăй хутăм. Килĕшместчĕ. 1949 çулта тухса «тарма» май килчĕ. Эпĕ Хусанта 6-мĕш номерлĕ ФЗО шкулне кĕтĕм. Тимĕр конструкцисен слесарь-монтажникĕ специальноçне алла илтĕм,-терĕ Ричард Сергеевич.
Ылтăн алăсем пур çĕрте те кирлĕ. Чăваш каччине тантăшĕсемпе пĕрле Саратов хулине хăйсен специальноçĕпе ĕçлеме яраççĕ. Кайран комсомол путёвкипе — Волгоград хулине гидроэлектростанци çĕклеме. Атăл юхан шывĕ çийĕн 142 метр çӳллĕшĕнче пилонсем хунă, 57 мм хулăнăш троссем çакнă. 1954-1957 çулсенче Стерлитамак хулинче, каярах Инçет Хĕвелтухăçĕнче çарта пулнă. Хĕсметрен самолётсене тивĕçтерекен механик специальноçĕпе таврăннă. Тăван тăрăхра Димитровград хулинчи монтажниксемпе строительсен 14-мĕш управленине ĕçе вырнаçать.
«Эсĕ комсомолец-и?»-ыйтрĕ манран пуçлăх. Кĕтнĕ хурава илтсен комсомолецсен бригадине ĕçе илчĕç,-каласа парать Ричард Еруков. – Вĕренес килни çăлкуç пек тапса тăнăран каçхи шкула пĕтертĕм, Рязановăри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ пухрăм. Управленире маçтăр ĕçне шанса пачĕç. Ӳкерес, йĕрсем тăвас пултарулăх хамра аталаннине туйма пуçларăм. МСУ-14 предприятире çав çул шăпах конструкторсен бюровне йĕркелеме пуçланăччĕ. Мана проектсемпе чертёжсем хатĕрлекен конструктор вырăнне çирĕплетрĕç. Пултарулăхпа çитĕнӳсене пула Мускавра иртнĕ чи аван конструкторсен съездĕнче хутшăнмалли тивĕçе çĕнсе илтĕм. Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи эп».
Раççейĕн тата Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ Ричард Еруков арçыннăн тĕп тивĕçĕсене туллин пурнăçларăм тет: йывăç лартнă, виçĕ çурт хăпартнă, икĕ ывăл çитĕнтернĕ, пенсие кăмăлланă ĕçрен Тав хучĕсемпе, медальсемпе тухсан та тата пилĕк çул тăрăшнă. Арăмне Юлия Васильевнана яланах – савăнăçра та, йывăрлăхра та – юнашар пулнăшăн тав тăвать.
- Вĕлле хурчĕсемпе хăçан кăсăкланма пуçланă тетĕр-и – вĕсем мана атте-аннерен юлнă, вĕсене – асатте-асаннерен… Аслă вăрçă хыççăн килте çăкăр çукчĕ, пыл пурччĕ, - каласа парать Упамсар чăвашĕ. - Хурт-хăмăр ĕрчетекен кукаçей фронтран таврăнайман, кукамай пĕччен пăхнă вĕсене, анне пулăшнă. Пирĕн çемьере пурте пыл юратаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан ылтăн хуртсене пушшех те пысăк тимлĕх уйăрма пуçланăччĕ. Вĕллесен шутне 40 çитерни те пулнă. Вĕсене лашасемпе, машинăпа тиесе хире, вăрмана уçланкăсене илсе тухаттăм. Паян хамăр пахчара 15 вĕлле тытатăп. Пыла ман ĕçчен тусăмсем тĕрлĕ курăк-чечекрен пуçтараççĕ. «Разноцветье» теççĕ вырăс ĕçтешĕмсем. Эпĕ хам пыла çав тери юрататăп. Эсир çамрăклăх вăрттăнлăхĕн чаршавне уçса пама ыйтнăччĕ. Акă мĕнре иккен вăл. Эп хам тĕллĕн вĕреннĕ утарçă.
Вырăнĕ те Упамсар ялĕ таврашĕнче пит илемлĕ, уйлă-вăрманлă. Еруковсенчен инçе мар вăрманта Çарăмсан шывĕ юхса иртет. «Аннесем Çарăмсан вăрманĕ тетчĕç ăна, - аса илет Ричард Сергеевич. - Эпир çуранах вăрман урлă Мелекеса (Димитровграда) çӳреттĕмĕр. Халь шыв тарăн – çуран иртейместĕн.
Пĕр тумлам пыл тума вĕлле хурчĕн 100 чечек çинчен сĕткен (пыльца) пуçтармалла иккен. Мĕн тери йывăр ĕç пурнăçлаççĕ ылтăн тусăмăрсем. Вĕсен хушшинче разведчиксем, шыв турттаракансем тата ытти тивĕçсене пурнăçлаканнисем пур. Юхтарасса та Ричард Сергеевич ытти утарçăсенчен раснарах юхтарать. Юхтарнă хыççăн савăта хупмасăр уйăх тытать вăл. Сарă-шурă пылĕ çăварта ирĕлет.
 
Çĕнĕ Малăкла районĕ.
 
: 670, Хаçат: 4 (1200), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: