Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕпе пĕр çулта темелле Майна районĕнчи Чӳрекелĕнче пурăнакан Красновсене. Пётр Никитович иртнĕ çул вĕçĕнче 70 тултарнă, мăшăрĕ Александра Леонтьевна кăçал юбилей паллă тума хатĕрленет.
Çĕршывшăн пит йывăр тапхăрта иртнĕ вĕсен ачалăхĕпе çамрăклăхĕ. Пулас мăшăр пĕр урамрах, çичĕ килĕ урлă ӳснĕ. Пĕрле вылянă, пĕрле вăййа тухнă.
«Аттепе аннен эпир виççĕнччĕ, эпĕ – юман савăл – кĕçĕнни эппин,-пуçларĕ калаçăва çемье пуçĕ.- Атте вăрçа тухса кайнă чух эпĕ виçĕ кунта çеç пулнă. Шел, вăл каялла таврăнаймарĕ. Çавăнпа та ăна сăн ӳкерчĕксем тăрăх çеç пĕлетĕп. Пирĕн ялтан 200 çынна яхăн вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă.
Манăн ачалăх пулман тесен те юрать. Пĕчĕклех плугарьте çӳрерĕм, тĕрлĕ ĕçсенче пилĕке авма тиврĕ. Ирех тăрса лаша кӳлнĕ, хĕвел ансан тин киле ывăнса таврăннă. Выртсан вилнĕ пек çывăрса каяттăм вара. Шуçăмпа тăрса каллех ĕçе кӳлĕнеттĕм.
Ман аттен пурнăçĕ тата йывăртарах пулнă. Вĕсене кулак тесе ялтан кăларса янă. Атте пĕччен тăрса юлнă. Тăлăх ачана та хĕрхенмен, хăвса кăларса пӳртне сӳтсе кайнă. Ялти ĕçкĕçсем ăна сутса ĕçсе янă. Пирĕн ял пек нушалли урăх таврара та çук пулĕ. Ялăн леш вĕçĕнчи çуртсене йăлтах сӳте-сӳте кайнă. Атте çав-çавах хуçăлман, пурнăçне йĕркелесе яма тăрăшнă. 1952 çулта çурт туса лартма вăй çитеркеленĕ».
«Петя салтака кайиччен эпир çывăх тус туман темелле. Таврăнсан тин пĕр-пĕрин çине тепĕр куçпа пăхнă,- калаçăва именерех хутшăнчĕ унăн мăшăрĕ.- 1965 çулта пĕр-пĕрне юратсах пĕрлешрĕмĕр. Мăшăрпа çапăçса, хирĕçсе курман. Пирĕнпе хуняма 30 çул пурăнчĕ. Ачасем ӳснĕ чух нумай пулăшрĕ. Пирĕн вăхăтрисен пурнăçĕ пĕр пекрех нушаллăччĕ çав. Ман анне 55-рех çĕре кĕчĕ. Эпир тăххăрăнччĕ. Пиллĕкĕн ӳсрĕмĕр, ыттисем тĕрлĕ çулсенче вилчĕç. Халĕ виççĕн юлтăмăр.
Йывăрлăх нумай тӳсрĕмĕр. Тăхăнмалли пулман. Эпĕ виçĕ класс çеç вĕреннĕ. Хурсем кĕтмелле тесе малалла вĕренме ямарĕç. Ӳсерехпе колхоз ĕçне çӳренĕ. Ĕçшĕн тӳлеместчĕç. Эпир аслисемпе пĕр тан Тагай тăрăхĕнче асфальт сарнă, кирпĕч çапнă, торф кăларнă. Халĕ ав чирлетпĕр…» - хаш сывласа илчĕ Александра Леонтьевна.
Красновсем хăйсем те çичĕ ача çуратнă. Иккĕшĕн шăпи пит кĕске пулнă, ачаллах вилнĕ. Пĕр хĕрĕ тата икĕ ывăлĕ ялтах тĕпленнĕ. Вĕсем ашшĕ-амăш нушине куллен курса тăраççĕ, ватăсене пулăшаççĕ. Вĕсен тепĕр пулăшакан пур. Пĕр хĕрĕн ывăлĕ Вадим ачаранах кукамăшĕпе кукашшĕ патĕнче пурăнать, Чӳрекелĕнчи шкулта пĕрремĕш класранпах вĕренет. Кукамăшĕ каласа панă тăрăх, вăл кил таврашĕнчи мĕнпур ĕçе хăнăхнă ĕнтĕ. Шкулта та начар мар вĕренет. Ашкăнса çӳремест, спортпа туслă.
Чӳрекел çыннисен пурнăçне пит ăмсанмаллиех çук. Ялта çут çанталăк газĕ çук. Çурчĕсем вутăпа хутăнаççĕ.
Красновсен те вăтăр çул каялла лартнă çурт варринче каланкка ларать.
-Хĕл каçма икĕ машина вутă кирлĕ. Хăш чух ытларах та каять. Пĕрре туяннă чух 4-5 машина туянатпăр. Пĕри 5 пин тенкĕ тăрать. Пенси укçи йăлтах çавăнта кайса кĕрет. Пирĕн шыв та аякра. Телее, Вадим ăсса килсе парать. Урамри пылчăка паян хăвăрах куртăр ĕнтĕ. Чирлесе ӳксен пулăшу кĕтсе илейместĕн. Им-çамне те ачасем хуларан илсе килсе параççĕ,- тет Пётр Никитович пăшăрханса. – Пирĕн ĕмĕр çапла нуша курсах иртрĕ ĕнтĕ. Çынсем пек газпа ăшăнса, шывпа ирĕклĕ рехетленсе пулмарĕ. Пирĕн тăрăха хăçан цивилизаци килесси пăхса та курăнмасть-ха.
Ял çыннисем улшăну кĕтсе ывăннă ĕнтĕ. Хăшĕсем килĕсене хупса хуланалла куçса кайнă. Çавăнпа кунта хупăннă çуртсем пайтах. Пурнăç условийĕсем, ĕç вырăнĕ çук пулсан кунта камăн усăсăр ĕмĕр ĕмĕрлес килтĕр? Ватăсен вара тӳсмех тивет, вĕсем хăнăхнă.
 
: 968, Хаçат: 4 (1200), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: