Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1929 çулта Чӳрекелĕнче çуралса паянхи кунччен унтах пурăнать Прасковья Фёдоровна Калмыкова. Мăшăрĕпе сакăр ача – çичĕ ывăл та пĕр хĕр çуратса ӳстернĕскер пысăк шатрун çуртра пĕчченех кун кунлать.
– Ман аннен те сакăр ача пулнă – тăватă хĕр те тăватă ывăл. Халь эп кăна юлтăм, хĕрсенчен чи кĕçĕнни.
Хальхи пурнăçпа танлаштарсан эпир ӳснĕ вăхăт чи йывăрри тесе шутлатăп. Вăрçă пуçланнине пит лайăх астăватăп. Атте Фёдор Никифорович Шкаликов пĕрремĕш кунсенчех фронта тухса кайрĕ. Çавăнтах тĕпленчĕ, «хыпарсăр çухалнă» текен хут килчĕ. Çапла анне пире, çичĕ ачана, пĕччен ӳстерчĕ. Фермăра ĕçлерĕ. Выçă вилесрен ĕне усрани сыхласа хăварчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çимелли çуккипе нумайăшĕ ӳксе вилчĕ. Йăхăл Махăл тесе чĕнекен усал вырăс яла çĕмĕрсе çӳретчĕ, унран еплерех хăранине халĕ те манмастăп. 1924 çулта çуралнă тетене те вăрçа илнĕччĕ. Вăл унтан урасăр таврăнчĕ, лашапа кӳрсе ячĕç, костыльпе киле кĕчĕ, - аса илет вăл.
Амăшне пулăшас тесе ачисем те ачаранах ĕçе кӳлĕннĕ. Çимелли çуккипе çуркунне кӳршĕри Ирçел хирĕнче çурхи шыва пăхмасăр çăпатапа (ура тăхăнмалли урăх пулман та) крахмал пуçтарнă. Унтан юланутпа хăвалакансенчен тарнă. Пĕррехинче çурхи шывпа чутах юхса кайман пĕвĕпе пĕчĕк те ырхан хĕрача. Çулла ял çынни выçлăхран курăк çисе çăлăннă, кĕркунне пучах пуçтарса ал арманĕпе çăнăх авăртса çимелли тунă. Алла кĕреçе тытса çĕр чавма вăй çите пуçласан вара колхоза ĕçе тухнă. Анчах çуклă-пурлă пурнăçпа пурăннине пăхмасăрах халăхăн патшалăха налук тӳлемелле пулнă – çуртри кашни çыншăн. Налукĕ пĕчĕк пулман. Прасковья Фёдоровнан амăшĕ патшалăх умĕнче парăмра юлас мар тесе Языковăна кая-кая сăрă иле-иле килет. Кĕçĕн хĕрне çавна пасарта суттарса налук тӳлемелĕх укçа тукалать.
Вăрçă хыççăн хĕр икĕ хутчен вербовкăпа ĕçлеме кайса килет. Ялтан ют çĕре ĕçлеме нумайăн кайнă ун чух. Укçи те кирлĕ пулнă, хĕрупраçăн тумланас та килнĕ. Килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ тум кăна тăхăннă-çке-ха. Пĕр çул Свердловскра, тепĕр çул Молотовск (халĕ Северодвинск) хулинче ĕçлеме тӳр килнĕ ăна. Молотовскра стройкăра пӳрт тăррисене витнĕ, унта йывăç кĕрпи йăтнă. Вăрманта юра сирсе мăк кăларнă. Свердловскра вара кирпĕч заводĕнче вăй хунă. «Пиçсе çитнĕ» вĕри кирпĕчсене кăмакаран йăтнă. Алăсене чăтма çук пĕçерттернĕ пулин те хушнă ĕçе пурнăçланах. Укçине те нумаях паман ялтан килнĕ ĕçченсене, кăмакара çурăлса ĕçе юрăхсăр пулнă кирпĕчсемшĕн те укçине вĕсенчен тытса юлнă. Мăшкăлланă ĕнтĕ. Çимесĕр тенĕ пек пурăнса Прасковья Фёдоровна укçа пухнă. Амăшне, пĕртăванĕсене парнесем илсе килсе савăнтарассишĕн тăрăшнă. Чăнах та, хăйне валли те нумай тум илсе килет вăл.
1955 çулта Прасковья Фёдоровна ял каччипе, хăйĕнчен икĕ çул кĕçĕн Пётр Григорьевичпа, çемье çавăрать. Икĕ çемье те пĕр пекех йывăр пурнăçпа пурăннине палăртса «нимрен ниме качча кайрăм» тет ку мăшăрлану пирки халĕ ватă çын.
-Упăшка ман авланичченех хăр тăлăха юлнăччĕ. Вĕсем виççĕн пĕртăванччĕ. Ашшĕ вăрçăран аманнă хыççăн сывалаймасăр питĕ чирлĕ таврăннă. Вăл киле килсе виç кун кăна пурăнăттăм тесе каланă тет. Чăнах та, хăй ыйтнă пекех пулса тухнă. Амăшĕ вара унăн маларах, вăрçă вăхăтĕнчех, çĕре кĕнĕ. Пурнăçа эпир пĕчĕккĕн пуçтарнă. Малтанхи çул пурăннă пӳрт питĕ сивĕччĕ. Навус кирпĕччипе кăна хутнă, куллен тăватă хутчен кăмака тивертнĕ. Упăшкапа иксĕмĕр сакăр ача çуратса çитĕнтернĕ, виçĕ хутчен пӳрт лартнă. Выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Ĕç хыççăн та упăшкапа утă çулма тухса каяттăмăр. Сакăр ача ӳстерме çăмăл мар пулнă, лавккинче те ун чух япали çук. Эп ялан тĕртнĕ. Миçе çухрăм пир тĕртмен-ши, миçе гектар çĕр çумламан-ши? Минтер, тӳшек çиттисене веçех пиртен хам çĕленĕ. Перекетлĕ пурăннă, - каласа парать Прасковья Фёдоровна.
Калмыковсен ывăлĕсем пурте водителе вĕренсе тухнă, халĕ çемйисемпе хулара пурăнаççĕ. Халĕ тăван яла та час-часах килсе çӳреме вăхăчĕсем çитмеççĕ пулин те шăнкăравласах тăраççĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕ Лидия – институтра учитель профессине алла илнĕскер – Чӳрекелĕнчех тĕпленнĕ. Амăшĕн сывлăхĕпе куллен пырса интересленет вăл, май пур таран пулăшса тăрать.
Тахçан картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усракан Прасковья Фёдоровна халь хăйне ĕçсĕр ларнă пек туять. «Кăçал ахаль ларас мар тесе сысна çури илсе ятăм», - кулать вăл.
Прасковья Фёдоровна пурнăçри йывăрлăхĕсем пирки те çăмăл каласа парать. Куççульне çынна кăтартмасть пулин те куллен пĕччен юлнипе, картиш пушаннипе хурланса йĕрет. Каçпа вара чунне йăпатас тесе Турă кĕнеки вулать.
-Унччен телевизорпа чăвашсем калаçнине курса савăнаттăм. Нумаях пулмасть чăваша курас тесе антеннăна улăштартăм. Пурĕпĕр çук, пирĕн патра кăтартмасть. Телевизорпа халь чикансем кăна çатталанаççĕ, пирĕннисем çук. Пит хурланатăп чăваш чĕлхине илтейменнипе. Чăваш чĕлхи пек аванни урăх çук вăл. Чăваш чăвашран вăтанмалла мар, чăваш пур енĕпе те пултарать, - вĕçлетпĕр сăмаха ватă çынпа. Тĕрĕс калать.
 
: 1067, Хаçат: 4 (1200), Категори: Ульяновская область-70

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: