Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2 кг помидор, 1 кг вăррине кăларнă слива, 250 грамм сухан, 1,5 апат кашăкĕ тăвар, 200 грамм сахăр, 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ хĕрлĕ пăрăç, 2 лавр çулçи, 4-5 пĕрчĕ гвоздика, 100 грамм ыхра, 1 апат кашăкĕ 9 процентлă уксус кирлĕ.
Помидора, сливăна тата сухана аш арманĕ витĕр кăлармалла, 1,5 сехет вĕретмелле. Унтан хатĕрленĕ ытти техĕмлĕхсемпе çимĕçсене хушмалла та тепĕр çур сехет вĕретмелле. Хутăша пăшăхланă банкăсене тултарса тимĕр хупăпа хупламалла.
 
Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр салачĕ
4 кг хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 1,5 кг помидор, 200 грамм 6 процентлă уксус, 60 грамм тăвар, 200 грамм сахăр, 200 грамм ыхра, 0,5 кг пылак пăрăç, çур литр ӳсен-тăран çăвĕ, кăштах петрушка кирлĕ.
Хĕрлĕ чĕкĕнтĕре тёркăпа хырмалла, помидора аш арманĕ витĕр кăлармалла. Сухана тураса çупа ăшаламалла, унтан помидор, уксус, вĕтетнĕ ыхра, петрушка, тăвар, сахăр, пăрăç хушмалла. Хутăша хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çине ямалла. 40 – 45 минут тăтăшах пăтратса тăрса вĕретмелле. Пăшăхлантарнă банкăсене ярса тимĕр хупăпа хупмалла.
 
: 851, Хаçат: 36 (1128), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: