Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçра ерекен инфекцисемпе чирлекен çынсене пулăшу памалли пур им-çам та пур.
– Пульницасем чирлисене йышăнма хатĕр. Паянхи кун тĕлне вĕсене 445 вырăн кĕтет. Кирлĕ пулсан краватьсен шутне пине çитерме палăртаççĕ. Сывлăх çыхлавĕн тытăмне çĕнетес программăпа килĕшуллĕн сывлăш пӳлĕннипе кĕрешекен 183 аппаратура туяннă. Вĕсем халь çителĕклех. Сиплев учрежденийĕсен ĕçченĕсем паян чирлисене май пур таран килте пулăшу парас пулăм çине куçаççĕ,- тенĕ Ульяновск облаçĕнчи сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова. – Çак самант тĕлне ерекен чирсем (грипп, ОРВИ, ОРЗ) облаçра ан сарăлччăр тесе тума палăртнă пур мероприятисем те ирттернĕ.
Облаçри сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ку çулăн виççĕмĕш эрнинче (кăрлачăн 14-20-мĕшĕсенче) вируслă инфекцийĕн 6199 тĕслĕхне шута илнĕ. Çавна май икĕ çул тултарайман ачасем хушшинче чирлисен шучĕ ӳсни паллă пулнă. Паян шкулсенчи хăш-пĕр класа карантина хупнă тĕслĕхсем пур. Икĕ çын гриппа чирленĕ. Ерекен чир нарăс уйăхĕн вĕçĕнче сарăлма пултарас хăрушлăх пур.
Аса илтеретпĕр, 2012 çулта облаçри 292 пин çынна прививка тунă, çав шутран 77 пинĕ – ачасем. Профилактика мерисем çинчен манмалла мар: пӳлĕмсене уçăлтармалла, кашни кун урай сĕрмелле, çын сăмса тутрипе усă курмалла мар, маска çыхмалла, вируса хирĕç кĕрешекен маçа сăмса ăшне сĕрмелле, витамин ĕçмелле, туллин апатланмалла. Ачасене хăвăртрах ернине шута илсе малтанхи чир паллисем пулсанах киле тухтăра чĕнтермелле.
 
: 945, Хаçат: 4 (1200), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: