Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Димитровградри «Савăнăç» ушкăн чăмăртаннăранпа 15 çул иртрĕ. Ушкăн репертуар тĕлĕшĕнчен те, юрăçсемпе те пуянланса пырать. Димитровградра Ваççа Аниççине халалланă уявра савăнăçсем юрларĕç.
Ушкăнри йăрăс пӳллĕ, илĕртӳллĕ сăн-питлĕ хĕрарăм кăмăла кайрĕ. Пуçне сурпан тирпейлĕн çавăрса çыхнă, çиелтен хушпу тăхăннă. Чăваш кĕпипе капăрлăхĕ хĕрарăма уйрăмах мăнаçлăн кăтартаççĕ. Таисия Егорова ушкăна килни виçĕ çул та çук-ха. Вăл инженерта вăй хурать. Ульяновскри политехника институчĕн трикотаж технологин факультетне пĕтернĕ. Унăн профессийĕ ал ĕçĕпе çыхăннă. Ку енĕпе вăл чăн-чăн маçтăр. Çыхма, çĕлеме вăл ачаранах ăста.
-Эпĕ тахçанах пĕр-пĕр ушкăнра юрлама ĕмĕтленеттĕм. Пĕррехинче пирĕн хулана Шупашкартан артистсем концертпа килнĕччĕ. Эпĕ вĕсем çине ăмсанса пăхса лартăм. Куç тулли капăр тумĕ, çепĕç чăваш юррисем чуна тыткăнларĕç. Концертран тухнă чух фойери сĕтел хушшинче билет сутакан пĕр çепĕç саслă хĕрарăм умĕнче чарăнтăм.
-Димитровградра чăвашсен юрă ушкăнĕ пур-ши?-тесе ыйтсан çак хĕрарăм ман çине ăшшăн пăхрĕ те: «Пур. Вăл «Савăнăç» ятлă. Эпĕ унăн ертӳçи»,- терĕ хăйпе паллаштарса. Эпĕ хам юрлас кăмăл пурри пирки именсе пĕлтертĕм. Вăл мана репетицие пыма хушрĕ.
Ушкăна пырсан Ирина Николаевна эпĕ юрланине итлесе пăхрĕ. Çапла мана савăнăçсен йышне илчĕç. Халĕ пĕтĕм чун хавалĕпе юрлама çӳретĕп. Çавăнтанпа пурнăçăм та илемленчĕ. Çак хушăра эпир ушкăнпа Шупашкара, Тольяттине, Нурлата, Серноводска, облаçри тĕрлĕ ялсене çитсе уявсене хутшăнтăмăр, концертсем патăмăр,- каласа парать хĕрарăм хавхаланса.
Таисия Петровна Кивĕ Сахчара çуралса ӳснĕ. Халĕ çемйипе Димитровградра пурăнать. Мăшăрĕ вырăс. Унпа вĕсем икĕ ача çуратса çитĕнтернĕ. Виçĕ мăнук парнелеме те ĕлкĕрнĕ вĕсене ывăлĕпе хĕрĕ. Таисия Петровнан амăшне — Лидия Кирилловна Павлована (Ильина) — Ваççа Аниççи вулама-çырма, шутлама вĕрентнĕ. Амăшĕ манăçми вĕрентӳçин асăну кунĕнче халăх умне тухса калаçрĕ. Таисия Петровна та Ваççа Аниççин пурнăçĕ çинчен вуласа пачĕ. Вăл чăвашла яка, çепĕç калаçать. Калаçăвĕнче те, юррисенче те чĕлхемĕре юратни палăрать.
 
: 988, Хаçат: 4 (1200), Категори: Халах пултарулахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: