Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ленăпа Иван пĕрлешни çулталăк та çитмен-ха. Çемье чăмăртиччен вĕсем хăйсен юратăвне 3-4 çул тĕрĕслерĕç. Ĕлĕкхи тусĕсем паян çемье тусĕсене çаврăнчĕç.
Ленăн юлташĕ Ирина вунсаккăртах качча кайрĕ. Максимпа иккĕшĕн пурнăçĕ темшĕн ăнсах каймарĕ. Ирина килте ларма, апат-çимĕç хатĕрлеме юратмасть. Кил-çуртра тирпей-илем тума та ӳркенет. Упăшкине пĕрех май çатма çинче ăшаланă çăмартапа е чăмăрла çĕр улмипе тăрантарчĕ. Ĕçрен ĕшенсе таврăннă арçыннăн вĕри яшка çиес килнех ĕнтĕ. Икерчĕ-кукăль таврашĕ пирки Максим ĕмĕтленнĕ çеç. Вăл Иванăн пурнăçне ăмсаннă. Вĕсен килĕнче яланах тирпейлĕ, таса. Пĕр-пĕрин хушшинче те хирĕçӳ-тавлашу çук. Плита çинче яланах вĕри апат. Лена куллен ĕçе çӳренĕ пулин те мĕнпурне ĕлкĕрнĕ.
Максим та авланнă чух телейлĕ пурнăç тăвасшăн ĕмĕтленнĕ. Ирина лайăх арăм пуласса шаннă. Шел, шанчăк тӳрре тухаймасть. Максимăн чăтăмлăхĕ пĕтет. Иринăпа Максим уйрăлаççĕ.
Çемье арканнăшăн яланах кам-тăр айăплă. Ирина Максима айăплама тытăнать. Ленăпа Иван патне пырса куççульпе йĕрет. Çакăнтан тытăнса вăл Ивансем патĕнче кулленхи хăна пулса тăрать. Çамрăк мăшăрăн кашни каç «мĕскĕне» шеллеме тивет. Чăннипех хĕрхенеççĕ Иринăна юлташĕсем. Вăл ниçта та ĕçлемест. Институтне те вĕренсе пĕтермен. Ирина малтанласа каçсерен килнĕ пулсан канмалли кунсене Иванпа Лена патĕнче ирттерчĕ: пĕрле йĕлтĕрпе ярăнма, çу кунĕсем çитсен çут çанталăкпа киленме, Ленăн ашшĕ-амăшĕн дачине канма çӳрерĕç. Ирина Иванпа Ленăн çемье çынни пулса тăчĕ темелле.
Утă уйăхĕнче Ленăпа Иван отпуск илсе пĕр уйăха пĕрле канма кайма шутларĕç. Иринăна чечексем шăварма тата кушака куллен килсе çитерме ыйтрĕç. Этеме ĕçре тĕрĕслеме хушнă тесе ахаль каламаççĕ халăхра. Ирина чееленме пуçлать. Мĕнле кăна сăлтав шыраса тупмасть юлас мар тесе. Тинех ăнланса илеççĕ Иванпа Лена ку таранччен кама шеллесе пурăннине. Килне пăхса тăракансем тупăнаççĕ ырă мăшăрăн, Ирина вара пĕччен тăрса юлать.
 
: 756, Хаçат: 4 (1200), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: