Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян иртенпех çумăр лӳшкет… Мĕн тейĕн, кĕркунне хуçаланать. Сарă çулçăсене çил вĕçтерет. Ĕнтĕ хĕвелĕ те сайра хутра кăна тухкалать. Текех вăл ăшăтмасть те…
Кĕркуннене çынсем юратсах каймаççĕ. Анчах мана вăл килĕшет. Кĕркунне маншăн – пĕчченлĕх, эпĕ вара – пĕччен. Эпир çав тери çывăх унпа…
Будильник сассипе куçа уçса ятăм. Çиччĕ çитме вунă минут. Сакăр сехете колледжра пулмалла. Вăхăчĕ пайтах-ха. Сăн-пуçа тирпейленĕ хыççăн чей ларса ĕçрĕм. Çумăрĕ çаплипех кантăкран шаккать…
Сасартăк стена çинче çакăнса тăракан календарь çине куç ӳкрĕ. Паян октябрĕн 23-мĕшĕ. Чĕрем кăрт! сиксе илчĕ. Паян Артёмăн çуралнă кунĕ вĕт-ха! Çирĕм улттă тултарать.
Артём! Анчах сана саламлама хăяймастăп эпĕ. Мĕнпур чĕререн килĕшетĕн пулсан та пурпĕрех хăяймастăп.
Ĕнтĕ çур çул та иртсе кайрĕ пирĕн юлашки тĕлпулу хыççăн. Анчах çак çур çул хушшинче эсĕ пĕртте шăнкăравламарăн, СМС та çырса ямарăн. Хам шăнкăравлама вăй çитереймерĕм. Айăпĕ те санраччĕ вĕт-ха. Пĕрремĕш утăмне те хăвах тăватăн пуль терĕм…
Пурнăç ытлашши кĕске. Паян тăвас ĕçе – паян тумалла, паян калас сăмаха – паян каламалла. Ыранхи кун пулмасса та пултарать.
Манăн пысăк та çутă юратăва ĕненес килетчĕ. Эпĕ шухăшăмпа ывăнса çитрĕм, кайран вара ăнланса илтĕм. Манăн йăнăш – каччăсене ытлашши шанни, чуна уçса пани. Малтан пирĕн хамăра юратмалла, кайран вара пире те юратĕç.
Эпĕ çав тери вăйлă, анчах çав вăхăтрах питĕ вăйсăр та. Эпĕ йĕме пĕлетĕп, чĕреме хытарма та пĕлетĕп.
Юлашки вăхăтра ман ăшра çав тери нумай курайманлăх. Тата… Эпĕ темшĕн пурăнма хăратăп. Пĕлетĕп, шурă лашаллă паттăрсем те пулма пултараймаççĕ, ялан çулла та пулаймасть, ĕмĕрхи телей те çук. Тата çакна пĕлетĕп – чунра эпир пурте пĕччен!
Юрату! Пур-ши вăл пирĕн вăхăтра? Тен, çынсене пĕрле пурăнма меллĕрех пултăр тесе кăна шутласа кăларнă ăна. Е пĕччен пуласран хăраса. Ахальтен мар ĕлĕкрен туйсенче «Йӳçĕ!» - тесе кăшкăраççĕ, кайран чăннипех пурнăç пылак мар пулса каять.
Анчах та эпĕ шантарсах калама пултаратăп – юрату пур! Тĕрлĕ вăл: илемлĕ те, хурлăхлă та… Анчах юрату ĕмĕрлĕхех пымасть. Çакна та романтиксем кăна шутласа кăларнă. Пĕрле нумай çул пурăннă хыççăн çынсен юратăвĕ иртет, хăнăху çеç тăрса юлать.
ххх
Çимĕк праçникне эпĕ яла таврăннăччĕ. Тăван килĕм, тăван кил! Мĕн тери тунсăхласа çитрĕм-çке эп унсăр!
Атте, анне, Ванька шăллăм – вĕсем пурте маншăн çывăх çынсем… Яланах…
Кăнтăрла масар çинче вилнисене асăнтăмăр. Кайран килте кил-йышпа лартăмăр. Каçхине вара ман пата кӳршĕ хĕрĕ Марина чупса килчĕ.
-Лена, клуба каятпăр-и? – ыйтрĕ вăл алăкран кĕнĕ-кĕменех.
-Марина, паян эпĕ ывăнтăм. Манăн ниçта та каяс килмест, каçар.
-Вăт карчăк тупăннă кунта! Çирĕмре кăна-ха, халех пӳлĕмре питĕрĕнсе ларасшăн ĕнтĕ эс! Асту, ватта юлан! Юрĕ, сана 15 минут паратăп. Кил умне тухса тăр вара. Шашлыка каятпăр.
-Мĕнле шашлык тата? – тĕлĕнтĕм эпĕ.
-Çитсен куран! – тесе Марина çуртран тухса вĕçрĕ.
Ну çак Маринка! Питĕ вăр-вар хĕр. Шутланă – тунă. Пуçне мĕн пырса çапать, çавна тăвать. Пĕр вырăнта ларма пĕлмест, шав утать, чупать, тем тăвать, таçта каять… Ну юрĕ, шашлык тăк шашлык. Кайăпăр, курăнăпăр, хамăра кăтартăпăр, çынсем çине пăхăпăр.
Çапла вăр-вар тăхăнтăм, çи-пуçа тирпейлерĕм те аннене кăштах тухса килем-ха тесе каларăм.
Пире Маринăн савнийĕ Лёша хăйсен ялне илсе кайрĕ. Пирĕн ял çул çинче вырнаçнă. Кунта çамрăксем нумаях мар иккен. Тăватă каччă та икĕ хĕр çеç.
-Салам. Артём, – аллине ман енне тăсса çума пырса тăчĕ пĕр каччă.
-Лена, - терĕм эпĕ унăн куçĕнчен тинкерсе.
Сасартăк пирĕн хушăран темле асамлă хĕлхем иртсе кайрĕ. Унăн хăмăр куçĕсем çав тери çывăх пек туйăнчĕç. Акă вăл – манăн принц! Нумай çул ĕмĕтленсе кĕтсе пурăннă принц! Унăн кулли, унăн сасси мана çав тери илĕртрĕç. Чунăмра лĕпĕшсем вĕçрĕç, чĕрем серенада юрларĕ. Юрату мар-ши ку?
Çак каç эпир пĕрле çеç пултăмăр, калаçрăмăр, култăмăр, пĕр-пĕрне тахçанах пĕлнĕн туйăнчĕ. Ĕнтĕ çуталса та килчĕ. Пире Маринăпа иксĕмĕре Лёша килсене леçсе ячĕ.
Эпĕ киле кĕтĕм те хам пӳлĕме кĕрсе выртрăм. Ĕнтĕ çутăлса та çитрĕ. Анне картишĕнче витресемпе шалтăртатни илтĕнчĕ.
Артём! Ăна аса илсен питĕм çуталса кайрĕ. Мĕн тери телейлĕ эпĕ ăна тĕл пулнипе!
Эпĕ çывăрса кайрăм. Çичĕ сехетре тăтăм та хуçалăхра тăрмăшакан аннене пулăшма тухрăм. Эпир аннепе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçсене вĕçлерĕмĕр те пӳрте кĕрсе çемйипе апатлантăмăр.
Ман телефон шăнкăравларĕ.
-Салам, Лена, - илтĕнчĕ телефон леш вĕçĕнче Артём сасси. –Эсĕ хулана паян каятăп терĕн. Манăн та унта ĕçсем сиксе тухрĕç. Эпĕ сана пĕрле пыма чĕнесшĕн. Эсĕ хирĕç мар-и?
-Эпĕ… Пыратăп. Хирĕç мар!
-Юрĕ. Эпĕ сана кăнтăр иртсен пĕр сехетре автобус чарăнăвĕнче кĕтсе тăрăп. Юрать-и?
-Юрать.
Калаçу вăхăтĕнче чĕре сиксе тухасла тапрĕ. Артём мана хăйпе пĕрле хулана чĕнет. Пĕр сехетре эпĕ автобус чарăнăвне кайса тăтăм. Часах Артём та çитрĕ. Йăм хура «Приорăпа» çӳрет. Вăл ман сумкана багажника вырнаçтарчĕ. Хама малти ларкăч çине ларма сĕнчĕ. Çапла эпир шăкăл-шăкăл калаçса хулана çитрĕмĕр. Артём мана халь пурăнакан çурт патне çитиччен леçсе ячĕ. Каçхине вара кинона чĕнчĕ. Кайран уçăлса çӳрерĕмĕр. Ман чĕрере юрату çуралчĕ. Эпĕ ăна юрататăп.
 
 
: 739, Хаçат: 4 (1200), Категори: Cамрaксен страници

Комментарисем:

Екатерина (2013-03-12 17:24:17):
Конца же нет(((

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: