Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку пăтăрмах аллă çул каялла пулса иртнĕ. Юлташпа мана çак хĕл вуниккĕ тулмалла. Вăл вăхăтра ялта «Ленин çути» пулман, çавăнпа юлташпа уроксене кăнтăр çутипе хатĕрленетпĕр, унтан йĕлтĕрсем сырса тăвайккинчен ярăнма урама тухатпăр. Хырăм выççине манса темччен чупаттăмăр. Пĕррехинче Петĕр юлташ, ашшĕн «Шипка» ятлă чикарккă пачкине вăрттăн хĕстерсе тухнă, мухтанса кăтартать. Ара, çитĕннĕ арçын шутне ку чух камăн кĕрес килмĕ? Шалти вăрттăн туйăмсенчен мĕнле хăтăлăн?
– Ăçта туртса пăхăпăр? – тет вăл.
– Ав çырма хĕрринчи пирĕн кивĕ мунчара туртса пăхма май пур, - хуравлатăп паттăрланса. Тарăн юр çийĕн мунча çумне çитрĕмĕр. Чикарккă тĕтĕмĕ куçа кĕрет, пыра хĕртет, ӳсĕрттерет. Куçран куççуль тухать, анчах чăтатпăр, арçын шутне кĕретпĕр вĕт.
– Малтанлăха кăна ку, ан хăра, ман асатте çапла туртма хăнăхнине пĕлетĕп, - тет Петĕр тепĕрне тивертсе.
Сасартăк пирĕн еннелле килекен мучие – Пăрçа Хĕветĕрне асăрхарăмăр. Çурăмĕ хыçне типĕ вут çатăркисене çавăрса çыхса хунă. Вăл яланах юнашарти вăрмана çӳретчĕ. Эпир сасартăк хăранăскерсем, чикарккăсене пĕрене хушшине чикрĕмĕр, ним пулман пек, çырма хĕррине чупрăмăр. Хамăра уçăлма, йĕлтĕрпе ярăнма тухнă пек тытатпăр. Кăштахран пăхатпăр – мунча çунать! Вăл вăхăтра ялтисем чылайăшĕ ĕçре, пушарниксем çитнĕ тĕле, мунча тата умĕнчи икĕ улмуççи кĕлленнĕ. Аттепе анне ĕçрен каç енне таврăнасса пĕлетпĕр. Пӳртре шăллăм пĕччен. Эпир юлташпа çурт маччи тăрринче шикленсе сиксе чĕтретпĕр. Хăма хушăкĕсенчен урама сăнатпăр. Кĕçех Хĕветĕр мучи кăштăртаса çитрĕ, васкамасăр хапха умĕнчи пĕрене çине ларчĕ, чикарккă тивертрĕ. Часах аттепе анне килни курăнчĕ. Лăпкă калаçса пыраççĕ.
– Ну-у-с, Петровчă, паян шăматкун, мунча кĕмелле, манман-и? - тет мучи.
– Йĕркине чухлатпăр, - хуравлать атте.
– Ненай, ненай, мунчу çук ĕнтĕ, кĕлленнĕ вăл, - хыçать ĕнсине мучи.
Маччаран ансан атте кăçатăпа çурăм тăрăх сисĕнмелле лектерчĕ.
– Юрĕ ĕнтĕ, мунчи ку çĕрнĕччĕ, тепĕр çул çĕннине лартас тесе пури те хатĕр вĕт,- шеллет анне.
– Тек ан туртăр, Петĕре кала!- лăпланнă май вĕрентет атте.
Юлташ килне тарса ĕлкĕрнĕ. «Шипкăран» аттерен мана та аван лекрĕ, - тет кайран Петĕр.
Чăтрăмăр, анчах Хĕветĕр мучие ылханатпăр. Пур сăлтавĕ унра пек туйăнать. Çу çитрĕ. Петĕре итлесе тепĕр нуша тӳсме тиврĕ.
– Кур-ха, Хĕветĕр мучин çунă кĕпе-йĕмне карчăкĕ пахчари ик улмуççи хушшине типĕтме çакса тухнă. Хальхинче тавăрăпăр! - тет малтанхилле мухтанса Петĕр. Хам та хирĕç пулмарăм. Пирĕн килти сарайĕнче тикĕт пички тăрать, шăп унпа варалатпăр та, шеп тухĕ! - сиккелет хавасланса юлташ. Ĕç мĕнпе вĕçленесси мана кăсăклантарать. Каланă – тунă! Ир енне Хĕветĕр хура япалисене курсан тӳрех пирĕн пата чупса пынă. Ара, ватта епле улталайăн? Аттерен хальхинче çупкă тиврĕ. Кун çути сасартăк тĕттĕмленсе килнине хальччен те манаймастăп. Петĕр шкулта парта хушшинче кĕтесре пĕр эрне нушаланса ларчĕ. Ытларах ăна ура çинче тăма меллĕрехчĕ.
Вăйăран вăкăр сиксе тухрĕ, хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентрĕ. Асăнмалăх ĕмĕре юлчĕ. Унтанпа шкулта чи лайăх паллăсемпе вĕренме тытăнтăмăр, йĕлтĕрпе чупса район шайĕнче мала тухаттăмăр. Кайран эрех-сăрапа ашкăнман, хуть те мĕнле сĕрĕм тути те иртнĕ ачалăха аса илтерет. Начар япалана хăвăрт хăнăхма пулать иккен, хăтăлас тесен тĕрлĕ инкек тӳсме тивĕ. Çакна ачасен асра тытмалла!
 
 
 
Ульяновск хули.
 
: 908, Хаçат: 4 (1200), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: