Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăхăт çитĕ – Чăваш çĕрĕн
Кăмăллă чĕлхи
Чаплă пулĕ – вăлах пулĕ
Çамрăк чун пахи.
Пулĕç ĕмĕрлĕх илемлĕ
Сăвă-юрăсем.
Пулĕç аслă, çивĕч ăслă
Кĕнекеçĕсем.
Савнă çĕршывăмăн пулĕç
Чаплă сăвăçсем,
Чаплă та илемлĕ çырĕç
Ун чухне вĕсем.
-Чăваш çыннин чĕлхи чухăн,-
Теме хăякан
Пулĕ-ши ун чух, пĕлесчĕ,
Кураясчĕ ман.
Чăвашра çĕнĕрен сăвăç
Çуралмассерен
Ман тăпра çине саркайăк
Пытăр ир çинчен.
Йăмрасем çине ларайтăр
Хĕвел ăшшине,
Янра юрăпа мухтатăр
Чăваш чĕлхине.
Тăван çĕршыв çырулăхĕн
Илемĕ çинчен,
Çамрăксем тăван чĕлхешĕн
Тăрăшни çинчен.
 
: 805, Хаçат: 4 (1200), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: