Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнчи сывлăх сыхлавĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Юрий Егорушкин пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра гриппа тата ерекен инфекцисемпе чирлекенсен шучĕ ан ӳстĕр тесе вĕрентӳ тата сиплев çурчĕсенче сыхлав ĕçĕсем иртеççĕ.
Кăрлач уйăхĕн юлашки эрнинче тата нарăсăн пуçламăшĕнче чирлекенсем йышланнă. Пурĕ облаçра чир ертнĕ 9862 тĕслĕх çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 70 проценчĕ – 14 çул тултарман ачасем хушшинче. Иртнĕ эрнере 10 çын гриппа чирленĕ. Вĕсенче 5-шĕ – Çинкĕл районĕнче, 4-шĕ – Ульяновскра, 1 – Барăш районĕнче.
Чир-чĕр ӳснĕ вăхăтра сывлăх сыхлавĕн министерстви çынсене халăх пухăнакан вырăнсенче сахалтарах пулма тата обществăлла транспортпа çӳренин вăхăтне кĕскетме сĕнет. Чирлĕ çынсемпе хутшăнмалла мар, медицина маскине çыхмалла, алла тăтăш супăньпе е ятарлă шĕвекпе çумалла, пӳлĕмри сывлăша уçăлтармалла, урай таврашне час-час çумалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, иммунитета çирĕплетекен препаратсем, сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ чей ĕçмелле. Грипп ернине туятăр пулсан тухтăра киле чĕнтерĕр.
 
Кĕпĕрнаттăр уçă калаçу ирттернĕ
Нарăсăн 1-мĕшĕнче регион пуçлăхĕ Сергей Морозов граждансен чĕнĕвĕсене пăхса тухассипе анлă лару ирттернĕ.
Кăрлачăн 25-31-мĕшĕсенче область Правительствине 300 тархаслу пулнă. Ыйтусен ытларах пайĕ хулари çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне пырса тивет. Çавăн пекех çынсене вĕрентӳ çурчĕсенче ĕç укçине ӳстересси, хушма çăмăллăхсемпе усă курма тытăнасси, санаторипе курорт сиплевĕ парасси, хăш-пĕр ялти çуртсене шывпа тивĕçтересси тата ытти ыйтусем канăçсăрлантарнă. Пĕрне те тимлĕхсĕр хăварман, пурнăçа кĕртме кирлĕ çĕре çитернĕ.
 
Саккуна пурнăçлаççĕ
РФ Президенчĕн «Об обеспечении жильём ветеранов Великой Отечественной войны 1941-1945 годов» хушăвне пурнăçласа Ульяновск облаçĕнче 2010 çултан пуçласа пилĕк пин ытла ветеранăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. Кун пирки ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев пĕлтернĕ.
2012 çулта 933 ветеран саккунпа усă курса лайăхрах çĕре пурăнма куçнă. Çак ĕç кăçал та малалла тăсăлĕ. 2013 çулта саккуна пурнăçа кĕртме область хыснине 479 миллион тенкĕ çитнĕ. Унпа 480 ветерана хваттер туянса пама пулать.
 
кăçал Регионта – Аркадий Пластов çулĕ
Облаçри культурăпа искусство политикин министрĕ Татьяна Мурдасова пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çул регионта Аркадий Пластов çуралнăранпа 120 çул çитнĕ паллăпа иртет.
Кăрлачăн 31-мĕшĕнче паллă художник çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. Çак кун Мускаври Пластов ĕçлесе пурăннă çурт çине мемориал хăми вырнаçтарнă тата Раççей ӳнер академийĕнче маçтăрăн ĕçĕсен (120 картина) куравĕ уçăлнă.
Çаплах 2013 çулта ЮНЕСКО тĕнчери художниксен «Пластовская осень» ассамблейине Ульяновскра ирттерме пулăшĕ. Ассамблея картĕнче облаçра Великобритани художникĕн, акăлчан импрессионизм юхăмĕн представителĕн Кевин Ховардăн тата Раççейри çамрăк художниксен ĕçĕсен куравĕсене йĕркелеме палăртнă. Раççейри патшалăх музейĕпе (Санкт-Петербург хули) пĕрле Ульяновскра тĕнче шайĕнче «Искусство А.А.Пластова и проблема творческого метода в искусстве 20-21 веков» конференци иртет.
Ассамблея Аркадий Пластовăн тĕнчери премине савăнăçлă лару-тăрура панипе вĕçленнĕ.
 
: 1018, Хаçат: 5 (1201), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: