Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткин вăтам шкулĕ – 140 çулта
 
Аслă Нагаткин вăтам шкул ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ пуян. 140 çул хушшинче шкултан 7 пин ытла ача пĕлӳ илсе çĕршыв тăрăх саланнă. Ĕмĕр çурăра шкул хăй кăларнă паттăр та пултаруллă ывăл-хĕрĕпе мухтанма пултарать: Н.И.Логинов генерал-майор, физикăпа математика наукисен кандидачĕ Б.С.Романов, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Е.П.Щербаков, УлППУ профессорĕ Р.В.Наумов, çĕнĕ технологисен центрĕн директорĕ С.П.Родионов, техника наукисен кандидачĕ Д.П.Уфимкин, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Ф.А.Мударисов, Санкт-Петербургри çар академийĕн преподавателĕ Л.Н.Аристархов тата ыттисем те.
И С Т О Р И
1872 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх училищисен инспекторĕ И.Н.Ульянов тăрăшнипе Аслă Нагаткинта арçынсен училищи уçăлать. Вăл Революци площадĕнчи вулăс управленийĕн аялти этажĕнче вырнаçать. Виçĕ çултан училищĕре икĕ уйрăм уçăлать – арçынсен тата хĕрарăмсен.1875 çулта шкулта 30 ача вĕренет. Вĕсене О.П.Никольская тата Питеев вĕрентӳçĕсем пĕлӳ параççĕ. Вăтăр ачаран улттăшĕ кăна вĕренсе тухать.
1899 çулта шкул çумĕнче «кăтартуллă вĕрентӳпе ĕç усадьби» йĕркелеççĕ.
1900 çулта шкул валли ятарлă çурт хăпартаççĕ. Паян та ларать вăл – пуçламăш шкулăн кирпĕчрен тунă пĕрремĕш этажĕ.
Октябрьти революци хыççăн 1920-1921 çулсенче училище 1-мĕш пусăмлă шкул ят илет (1 -4 классенче вĕрентеççĕ). Унăн заведующийĕ И.М.Утехин пулать.
1930 çулта шкул колхоз çамрăкĕсен шкулĕ пулса тăрать. 1934 çулта – тулли мар вăтам çичĕ çуллăх шкул. Шкула И.П.Косухин ертсе пырать. 1938 çулта шкулăн иккĕмĕш хутне хăпартаççĕ. 1945 çулта ачасем пĕрремĕш хут аттестат илме чăн-чăн экзамен параççĕ (ăна Ульяновскри 4-мĕш номерлĕ шкулта тытаççĕ).
1953 çулта шкултан медальпе пĕрремĕш ачасем вĕренсе тухаççĕ – Г.Н.Семёнова тата Б.С.Романов кĕмĕл медаль илеççĕ.
1959 çулта шкул çумĕнчи ачасем ĕçлекен çĕр лаптăкĕ Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн (ВДНХ) çумĕнчи лаптăкĕ пулса тăрать.
Пĕрремĕш ылтăн медаль илекен – Н.И.Ушакова шкула 1965 çулта пĕтерет.
1971 çулта 640 ача вĕренмелли, спортзалпа, апатланмалли вырăнпа тивĕçтернĕ виçĕ хутлă шкул çуртне купалаççĕ.
1996 çулта 864 вырăнлă çĕнĕ блок туса лартаççĕ. Унта компьютер класĕ, икĕ спортзал тата тепĕр столовăй тăваççĕ.
2006 çулта облаçри инноваци программисене пурнăçа кĕртессипе конкурса хутшăнса шкул «Чи лайăххисен» шутне кĕрет, 1 миллион тенкĕ преми илет, «Социокультурный центр» пулса тăрать.
2011 çулта шкул – облаçри «Школа – ресурсный центр» программăна пурнăçлассипе ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе 1 миллион та 500 пин тенкĕ çĕнсе илет.
Паян шкулăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 9270 тăваткал метр. Унта пурĕ 57 кабинет, икшер компьютер тата мультимедиа класĕсем, автокласс, икĕ столовăй, акт залĕ, тăватă спортзал, ЛФК тата логопеди, шăл тухтăрĕн, сывлăх сыхлавĕн, психолог кабинечĕсем, вулавăш пур. Шкулта 630 вĕренекен, вĕсене пĕлӳ тĕнчине явăçтарассишĕн, тутлă çитерессишĕн, классен тасалăхĕшĕн 106 çын тăрăшать.
Аслă Нагаткинти вăтам шкул хисепе тата çĕршывăн пысăк наградисене тивĕçнĕ вĕрентекенĕсемпе те тивĕçлипех мухтанма пултарать. «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ята В.А. Узинская, Л.В.Ливанова, В.С.Андреев, Н.В.Белякова, Л.П.Замрига, И.А.Тимашева вĕрентӳçĕсем.
Аслă Нагаткин шкулĕнчен вĕренсе тухнă 45 учитель хальхи вăхăтра тăван шкултах вăй хурать.
У я в
Уяв нумаях пулмасть юсав ĕçĕсем ирттернĕ спорт залне уçнипе тытăнчĕ. Юбилея палăртса кунта Чăнлă районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи спартакиада иртрĕ.
«Чăнлă» хула, «Çĕнĕ Микулин», «Аслă Нагаткин», «Йĕпе Пăкăрлă», «Анникав» ял тăрăхĕсенчи спортсменсем волейболла, шашкăпа шахматла выляса, кире пуканĕ йăтса, йĕлтĕрпе чупса, тĕл перессипе, çемьесем хушшинчи эстафетăра пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç.
Шкул коллективне юбилейпа саламлама Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, облаçри вĕрентӳ министерствин хушма вĕрентӳ уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Н.Илюнова, районти депутатсен канашĕн председателĕ, «Единая Россия» партин вырăнти ертӳçи И.М.Фролова, районти вĕрентӳ пайĕн пуçлăхĕ В.Н.Пидиксеев, «Технологипе сервис» техникумĕн директорĕ А.Ф.Саланов тата ыттисем килсе çитрĕç.
- Эп шкулта ĕçлекен, ĕçленĕ кашни çынна уявпа саламлатăп, сирĕн умăрта пуç таятăп. Аслă Нагаткин шкулĕ пур кăтартусемпе те малта пырать. Сцена çине директор ĕçĕн лавне туртнă, туртакан В.С.Андреева, В.А.Мулянова, Н.Н.Левендеева, С.В.Ратаева чĕнетĕп. Сирĕн ĕçĕрсен пĕтĕмлетĕвне эпир куратпăр, - терĕ Ханяфи Валиевич директорсене администрацин Хисеп грамотисемпе чысласа парнесем тыттарнă май.
В.Н.Камеко депутат ятĕнчен Чăнлă район администрацийĕ шкула хоккей корчĕ парнелерĕ, ĕçченсене облаçăн, «Единая Россия» партин, районăн, вĕрентӳ министерствин Хисеп тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрăн Хисеп хутне Н.А.Федотовапа И.И.Ратаева тивĕçрĕç.
Шкултан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра районти власть тытăмĕнче, ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем пĕрин хыççăн тепри сăмах илчĕç, юратнă шкула парнесем пачĕç: В.В.Салюкин, Е.Ф.Сяпуков, В.Ф.Сяпуков, П.А.Узиков фермерсем – юр тасатмалли машина, Аслă Нагаткин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.В.Мигукова – дискотекăсем ирттермелли тĕслĕ музыка аппарачĕ, «Россельхозбанк» - видеорегистратор. Облаçри вĕрентӳ министерствин парни интерактивлă доска пулчĕ.
Вĕрентӳ ветеранĕсем ятĕнчен хăнасене Т.И.Подвинская саламларĕ, Н.Д.Белякова «Шкул вальсĕ» юрăпа савăнтарчĕ.
Салам сăмахĕсем хыççăн шкул ачисемпе вĕрентекенсем куракансене юрă-ташă пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
 
: 1398, Хаçат: 5 (1201), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: