Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Каша ялĕн культура çуртĕнче паллă ентешĕмĕр, писатель, ÇÇÇР оборона министерствин литература премийĕн лауреачĕ Владимир САДАЙ (Цырульников) çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă турĕç.
Уява районти паллă çыравçăсем, поэтсем, художниксем, чăваш юхăмĕн ертӳçисем, журналистсем, культура ĕçченĕсем, Садайăн тăванĕсем килсе çитрĕç.
Ертсе пыракансем – вырăнти шкул вĕрентӳçи Владимир Грузинпа вулавăш ĕçченĕ Галина Альшейкина хăнасене хапăл пулнине палăртса вырăнти “Çăлкуç” юрă ушкăнĕн саламне йышăнма сĕнчĕç. “Тăван ял” юрăпа уяв уçăлчĕ.
Тутар Каша ял администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Тамаев курса ларакансем хушшинче ачасем нумай пулнине палăртрĕ.
-Çамрăк ăрăвăн историе лайăх пĕлмелле. Хамăр тăрăх еплерех çынсемпе мухтанма пултарать? Ăна чыслама паян камсем килнĕ? Çакă вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ,- терĕ.
Унтан Наиль Рахимзянович хуçалăх ĕçĕпе паллаштарчĕ:
- Пирĕн хуçалăх районта чи лайăххисенчен пĕри. Иртнĕ çул эпир çунса кайнă чиркӳ вырăнне çĕннине çĕклесе лартрăмăр, тăватă çухрăм шыв пăрăхĕ улăштартăмăр.
Владимир Садай çинчен каласа панă май культура ĕçченĕсем интерактивлă доскапа усă курчĕç. Слайдпа Садайăн тата унăн тăванĕсен тĕрлĕ çулсенчи сăн ӳкерчĕкĕсене кăтартрĕç, пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
Чăнлă район администраци пуçлăхĕ ятĕнчен уява пынисене Анатолий Узиков тата культура пайĕн пуçлăхĕ Валентина Фомина саламларĕç. Вулавăша кĕнекесем парнелерĕç.
Кашара çуралса ӳснĕ, районти ветерансен канашĕн председателĕ Пётр Уфимкин сăмахĕнче Владимир Садай юбилейĕ ялшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ:
-Пирĕн ялта питĕ аслă та хисеплĕ, пысăк, ăслă çын Владимир Садай çуралнă. Вăл хăй пурăннă вăхăтрах чăваш литературин классикĕ пулса тăнă. Паллах, Ульяновск çĕрĕ çинче нумай паллă писатель çуралнă, анчах вĕсенчен хальлĕхе иккĕшне – Владимир Садайпа Ваççа Аниççине уйăрма пулать.
Садай пирки тĕрлĕрен калакан пур. Пурăнан пурнăçра аванни те, начарри те пулать. Унăнм кĕнекисене вулатăн та демократи мĕнне ăнланатăн. Вăл хăраман, çынсенче те хăранине пĕтерме тăрăшнă. Кун пек çырсан вăрçмĕш-ши, ĕçрен кăлармĕç-ши тесе иккĕленекен писатель нихăçан та ĕмĕрлĕхе юлаймасть. Садай вара ун йышши пулман. Вăл хăраман. Садай мĕнле çын пулнине унăн кĕнекисене, çырăвĕсене вуласан лайăх пĕлме пулать.
Эп Садая аван пĕлетĕп. Эпир унăн шăллĕпе пĕрле вĕреннĕ, кĕнекисене те нумай вуланă. 2009 çулта эпир - Садайăн шăллĕ Николай Леонтьевич, Анатолий Юман писатель, Александр Вражкин Шупашкар масарĕнче ентешĕмĕрĕн вил тăприне шырарăмăр. Мĕн тĕлĕнтерчĕ: масар администрацийĕнчен Садайăн вил тăпри пирки ыйтрăмăр. Ĕçлекенсем – 25-30 çулхи çамрăксем. Вĕсем Садая пĕлеççĕ кăна мар, унăн произведенийĕсен ячĕсене те пире каласа пачĕç.
Пирĕн ялтан тепĕр паллă çын – тутар писателĕ Ренат Харис тухнă. Паянхи пек уявсене пĕрле ирттермелле, вĕсене те чĕнмелле.
Садай – паллă çын. Çавăнпа та унăн ятне ĕмĕрлĕхе хăвармалла, ялта унăн бюстне лартмалла, - терĕ Пётр Яковлевич. Сăмахне вĕслесе вăл Садай шăллĕ, Николай Леонтьевич шăнкăравласа пурне те салам тата тав сăмахĕсем калама ыйтнине пĕлтерчĕ.
РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, поэт, писатель Анатолий Юман Садайпа мĕнле паллашнине аса илчĕ. Поэтăн официаллă биографийĕнче асăнман хăш-пĕр самантсене каласа пачĕ:
-Эп хаçата çырса тăнине пĕлсен ман пата Садай пĕрремĕш хут хăй çыру янăччĕ. Унăн почеркĕ питĕ илемлĕччĕ. Унта вăл редакцие сăвăсем, очерксемпе ытти заметкăсем ярса пама ыйтнă. Кайран вăл хаçат редакторĕ пулса тăчĕ. Мана тăтăшах çыру çыратчĕ, темăсем палăртатчĕ, сăвăсене мĕнле çырмаллине вĕрентетчĕ. Кайран, вăл вилсен эп çав çырусене “Ялав” журналта пичетленĕччĕ. 1951 çулта Садай Шупашкара куçса кайрĕ, эпĕ редакцире ĕçлеме тытăнтăм. Вăл вăхăтра та çыхăну татăлман. Шупашкара кайсан ялан ун патне хваттере кайнă. Вăл отпуска тăван тăрăха таврăнсан та ялан тĕл пулнă. Унăн амăшĕ пĕçернĕ Садай юратакан салма яшкине пĕрре кăна мар çинĕ.
Анатолий Фёдорович Каша вулавăшне асăнмалăх хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.
УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев сăмах илчĕ:
-Хамăрăн хаклă çынсене манмалла мар, вĕсен ячĕсем ачасене воспитани парас ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ. Халăх хăйĕн паттăр çыннисене мухтаса тĕслĕх илмелле. Садай ятне малалла тăсакансем пирĕн пур – Анатолий Юман, Анатолий Чебанов, Валентина Тарават,- терĕ.
Уява тăрăшса хатĕрленĕ культура ĕçченĕсемпе вĕрентекенсене УОЧНКА ĕçтăвкомĕ ятĕнчен Тав хучĕсемпа чысларĕ. Тав хутне Галина Альшейкина, Елена Головина, Татьяна Альшейкина, Валентина Тимошкина, Светлана Васильева, Николай Борисов, Алевтина Грузина, Регина Еремеева, Владимир Грузин, Александр Альшейкин тивĕçрĕç.
Облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева уявпа саламларĕ. Чăваш историйĕ, чăваш чĕлхи Кашара сыхланса юлни, аталанни çак уявра лайăх курăннине палăртрĕ.
-Çĕртме уйăхĕнче иртмеллиУльяновск облаçĕнчи Чăваш Республикин культура кунĕсене хатĕрленсе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Иван Яковлев уçнă кашни шкулта чăваш культурин кунне ирттерме сĕнчĕ. Паянхи уяв – çак ĕçĕн пуçламăшĕ,- терĕ. Федосия Улендеева 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче чăваш чĕлхине Чăнлă районĕнчи 12 шкулта, кăçал вара облаçри 196 шкулта вĕреннине пĕлтерчĕ. Ялти вулавăша, уява йĕркелекен хастарсене кĕнекесем парнелерĕ.
ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, поэт, писатель, драматург Анатолий Чебанов Владимир Садайпа тĕл пулнисене каласа пачĕ.
-“Праски инке хĕр парать” спектаклĕн премьерине эпир унпа пĕрле антăмăр. Çын нумайччĕ, билетсем туянма çук. Эпир унпа ман йыхрав билечĕпе пĕрле кĕтĕмĕр. Юнашар ларса спектакль куртăмăр. Ун чухне хăйĕн çинчен нумай каласа пачĕ. Мана çак çул çине тăнă ятпа чун-чĕререн саламларĕ. Кайран та темиçе хутчен унпа тĕл пулнă. Вăл хура тĕслĕ тумтирпе çӳреме юрататчĕ: хура пальто, хура шĕлепке, хура пушмак. Тĕл пулсан ялан ентешсен пурнăçĕпе интересленетчĕ. Кун пек çынсене пирĕн нихăçан та манмалла мар. Малашне те вырăнти çыравçăсене – вилнисене кăна мар, паян пурăнакансене те – хисеплемелле,- пĕтĕмлетрĕ Анатолий Сафронович. Вăл вулавăша асăнмалăх хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.
“Канаш” хаçат редакци ячĕпе кашасене уявпа культура пайĕн пуçлăхĕ Нина Еграшкина саламларĕ:
- Каша ялĕ чăннипех хăйĕн чаплă çыннипе мухтава тивĕçлĕ. Пирĕн ялта кун пек çын пулсан эпĕ те шутсăр мухтанмалла. Çак ялта çитес вăхăтра тепĕр пĕчĕк Садай аталанасса кĕтетпĕр. Тĕслĕх илмелли пур: Садайран, “Çăлкуç” ушкăнран. Пултарулăха кăтартма пирĕн хаçат пур. Хальлĕхе çыракан çук,- терĕ.
2011 çулхи пĕрремĕш çурçуллăха “Канаш” хаçата çырăнтарассипе облаçри почтальонсем хушшинчи ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннă Каша почтальонкине Татьяна Лискована Тав хучĕпе тата 1000 тенкĕ преми парса чысларĕ.
РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, поэт, писатель, музыкант Валентина Тарават уява парнесемпе пынă: вулавăша юлашки пилĕк çулта тухнă кĕнекисене, дискне парнелерĕ тата хăй ертсе пыракан “Шанăç” юрă ушкăнĕн юррисене.
Чăнлăри ачасен пултарулăх çурчĕн методисчĕ Ирина Щеголькова Садайăн пĕрремĕш арăмĕпе пĕртăванĕн хĕрĕ. Вăл Шупашкарта вĕреннĕ чухне нумай хутчен вĕсем патĕнче пулнă. Садая çырнисене пичетлеме мăшăрĕ Луиза пулăшни пирки каларĕ.
ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, “Еткер” телекăларăм редакторĕ Олег Мустаев студент чухнех Садайпа паллашнă.
-Ульяновска ĕçлеме килнĕ чухне эпĕ студентчĕ. Пĕррехинче ун чухнехи И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин председателĕ Иван Сергеевич Кирюшкин Садай адресне пачĕ. Шупашкара кайсан ун патне кĕрсе тухма сĕнчĕ. Владимир Садайăн хваттерĕ эпир пурăнакан студентсен общежитийĕнчен инçех марччĕ. Пĕрре кăна мар ăна курнă, нумайччен калаçса ларнă. Поэтсемпе писательсене чĕрĕлле курни, вĕсемпе калаçни телей, мĕншĕн тесен кашни çын поэт пулса çуралаймасть. Владимир Садай çав тери тĕрĕс çынччĕ. 1952 çулта ăна НКВД пусмăрлама тăрăшнă. Анчах нимех те тăвайман. Вăл пĕррехинче калаçура çапла каларĕ: “Эпĕ Хусанкая курсан пуç таймасăр иртсе каймастăп. Ăна айăпсăрах çулталăк тĕрмере хупса усрарĕç”.
Бюст пирки каласшăн. Ăна лартмалла. Эпир хамăра хамăр çĕклемесен пире ытти халăх çыннисем çĕклес çук. Пĕтĕм халăх пĕрле пулса Садая бюст лартма пултаратпăр, вăл çакна тивĕçлĕ. Эпир ăна мансан – наци хăй геройне çухатать,- вĕçлерĕ Олег Николаевич. Çаплах вăл вулавăша тата Грузинсен çемйине асăнмалăх тата усă курма электронлă вулавăш парнелерĕ.
Владимир Садай çуралнăранпа 85 çул çитнĕ уява Каша культура çурчĕ çумĕнчи Альшейкинсем ертсе пыракан “Çăлкуç” юрă ушкăнĕ, Людмила Головина, Алёна Еремеева, “Хĕвел” ача сачĕн шăпăрланĕсем, Анюта Головина, Валентина Тарават ертсе пыракан “Шанăç” юрă ушкăнĕ, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Николай Косырев, Владимир Сорокин юрăсемпе, сăвăсемпе илемлетрĕс. “Çăлкуç” артисчĕсем çаплах Владимир Садайăн “Çăлтăрсем Тапăра анаççĕ” тата “Аттесемпе пĕрлех кăвакартăмăр” романсем тăрăх сценкăсем кăтартса пачĕç.
Уява Владимир Садайпа пĕртăванĕсен Михаил Леонтьевичăн Екатерина хĕрĕ, Евдокия Леонтьевнан ачисем Юлия Кашицына, Владимир Янтушкин, Ирина Жаруллова, Нина Еремеева килсе çитрĕç.
Культура çурчĕн фойинче вырăнти художникăн Николай Борисов, Ирина Щегольковапа унăн ывăлĕн Сашăн ӳкерчĕкĕсен, Владимир Садай кĕнекисен, чăваш тĕррин, ал ĕçĕсен куравĕсене, сăн ӳкерчĕксемпе кăтартнă писателĕн йăх-тымар стендне йĕркеленĕ.
Владимир Леонтьевич Садай 85 çул тултарнине халалланă уява район администрацийĕ, культура пайĕ, Тутар Каша администрацийĕ, ялти культура тата вулавăш ĕçченĕсем, шкул вĕрентӳçисем тăрăшнипе ирттернĕ.
 
: 1295, Хаçат: 14 (1106), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: