Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хула мэрийĕнчи сывлăх сыхлавĕн комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса авăнăн 1-мĕш тĕлне 4863 ача çуралнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 20 ача ытларах. Ульяновскра çурла (август) уйăхĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса авăн (сентябрь) уйăхĕн 4-мĕш тĕлне çут тĕнчене 174 пепке килнĕ, вăл пĕлтĕрхинчен 50 ача нумайрах. Ытларах – арçын ачасем. Сывлăх сыхлавĕн комитечĕн председателĕ Владимир Дёмин пĕлтернĕ тăрăх, 2,8 пин çемьере пĕрремĕш, 1740 çемьере иккĕмĕш, 250 çемьере виççĕмĕш, 72 çемьере тăваттăмĕш тата нумайрах ача çуралнă.
Хуламăрта пĕлтĕрхипе танлаштарсан вилекенсен шучĕ 450 çынна чакнă. Кăçал мĕнпурĕ 5368 çын пурнăçран уйрăлнă, иртнĕ эрнере кăна – 130 çын (пĕлтĕрхинчен 15 çын сахалрах).
Çынсен сывлăхне сыхлас тĕллевпе хулара «Улучшение демографической ситуации в Ульяновске на 2012-2014 годы» тĕллевлĕ программа ĕçлет. Ăна 2014 çулчченех тăсма палăртнă. Ун валли 28,5 млн тенкĕ укçа каять.
Выльăх-чĕрлĕх
тытакансене – пулăшу
Ульяновск облаçĕнчи выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен, ӳстерсе сутакан ял хуçалăх предприятийĕсем патшалăхран пулăшу илĕç. Кайăк-кĕшĕк усракан, сысна самăртакан ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене федераллă бюджетран субсиди параççĕ. Çурла уйăхĕнче çак программăпа облаçри 35 хуçалăх 47 миллион та 400 пин тенкĕ илнĕ.
2011 çулта ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене пулăшма патшалăх 1 миллиард та 500 миллион уйăрнă. Авăнăн пĕрремĕш тĕлне регионти хуçалăхсене пулăшма 1 миллиард та 200 миллионне панă, çав шутра область бюджетĕнчен – 432 миллион.
Нумай ачаллă çемьесем йышланаççĕ
Авăнăн 10-мĕшĕнче Çемье хутшăнăвĕн кунĕнче Сергей Морозов “Раççей кунне патриот çурат” тăвăма старт панă.
Ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев сăмахĕпе юлашки ултă çулта демографи ыйтăвĕпе правительство нумай ĕçлет. Облаçра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. 2005 çулта 11500 ача çут тĕнчене килнĕ, 2010 çулта - 13700. “Раççей кунне патриот çурат” тăвăма ирттерме пуçланăранпа регионра нумай ачаллисен шутне тата 700 çемье кĕнĕ. Нумай ачаллă çемьесем халĕ – пилĕк пине яхăн. Вĕсенче 17 пин ача çитĕнет. Çемье çавăракансен шучĕ те ӳсет. Кăçал 7 пин çĕнĕ çемье чăмăртаннă.
2013-2014 çулсенче нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли çĕнĕ мерăсем йышăнмалла. Вĕсен статусĕ те улшăнĕ. 2014 çултан нумай ачаллă тесе çула çитмен ачасене (вузсенче вĕренеççĕ пулсан çамрăк çын 23 çула çитиччен) ӳстерекен çемьесем шутланаççĕ. 2013 çулхи кăрлачăн пĕрремĕшĕнчен коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн тӳлеме, топливо туянма паракан пособисен виçине ӳстереççĕ. Ачасене шкулта вĕрентме, ача садне çӳретме, çитерме, транспортпа çӳреме ашшĕ-амăшне укçапа пулăшаççĕ. 2014 çултан вунă ачаран нумайрах ӳстерекен çемьесене 12 вырăнлă машина тӳлевсĕр параççĕ. 2013 çултан çемьере тăваттăмĕш тата ытларах ача çуралсан хваттер е çурт туянма пĕр хутчен укçапа пулăшаççĕ.
 
: 1221, Хаçат: 37 (1129), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: