Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Совет çарĕ Сталинградра çĕнтернĕренпе 70 çул çитрĕ
 
Сталинград çывăхĕнчи çапăçусем1942 çулхи çĕртмен 17-мĕшĕнчен тытăнса 1943 çулхи нарăсăн 2-мĕшчен – 200 кун пынă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче урăх нимĕнле çапăçу та хăрушлăхĕпе унпа танлашаймасть.
Нарăсăн 2-мĕшĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Сталинград хулине хӳтелекен ветерансене саламланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 30 çул ячĕллĕ лапамри Нихçан сӳнми çулăм умне чечек çыххи хунă. «Нарăсăн 2-мĕшĕ вăл Совет салтакĕсен паттăрлăхĕпе мухтанни, мăнаçланни кăна мар, хулана тăшман аллине парас мар тесе хăйсене шеллемесĕр пуçĕсене хунисемшĕн хурланмалли, асăнмалли кун»,- тенĕ вăл.
Кĕске истори.
Çак стратегиллĕ хула Гитлера питĕ кирлĕ пулнă. Пĕрремĕшĕ — вăл Атăл шывĕ хĕрринче вырнаçнă, индустри тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннă, çывăхрах Раççейĕн тĕп вырăнĕпе çыхăнакан чукун тата шыв çулĕсем. Иккĕмĕшĕ — Иосиф Сталин ячĕллĕ хулана илни Гитлершăн полтика тĕлĕшĕнчен те пĕлтерĕшлĕ пулнă.
1942 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Сталинград хулине нимĕç çарĕн 6-мĕш чаçĕ (çар пуçĕ Ф.Паулюс) Атăл шывĕ енчен тапăнать. Кăнтăр енчен — 4-мĕш танк çарĕ. Вĕсем хулана хĕскĕче илесшĕн пулнă. Пирĕннисем Атăл шывĕ урлă кăна çыхăну тытма пултарнă. Хулана мĕнпур енчен хӳтлĕхсĕр хăварас тесе нимĕçсем Сталинград çине 4-мĕш сывлăш флочĕн авиацине янă. Авиаци пĕр кун хушшинче хула çине 2 пин бомба пăрахать, çурт-йĕре ишĕлчĕке çавăрать.
Авăнăн 13-мĕшĕнче Сталинград хулине штурмлама тытăннă. Совет салтакĕсем кашни çуртшăн, кашни хутшăн хĕрӳ çапăçнă. Чуйков ертсе пыракан 64-мĕш çара хулан кăнтăр енне хĕстереççĕ. Тĕп вокзал пĕр алăран теприне 13 хутчен куçать. Хула çулăмпа тĕтĕм, тусанпа ишĕлчĕк айне путать.
1943 çулхи кăрлачăн 10-мĕш тĕлне çапăçусем вăйлансах пыраççĕ. Виçĕ эрне хӳтĕлеççĕ Сталинград хулине Совет салтакĕсем. Кăрлачăн 31-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен Кăнтăр ушкăнĕ (çар пуçĕ Паулюс) парăнать. Нарăсăн 2-мĕшĕнче — Çурçĕр енчи ушкăн та. Тыткăна 91 пин нимĕç салтакĕ лекет. Германипе унăн союзникĕсем мĕнпурĕ 800 пин çын, 2 пин танк, 3 пин çар тата транспорт самолёчĕсене çухатаççĕ.
Сталинград хулишĕн иртекен çапăçусенче нимĕçсен 1,5 миллион çын вилнĕ, аманнă тата тыткăна лекнĕ. Совет çарĕ — 1,1 миллион çын, 4341 танк, 2769 самолёт çухатнă.
Сталинград çывăхĕнче шар тӳсни Германи командованийĕн кăмăлĕсене хуçмаллипех хуçать. Çакăнтан тытăнать те нимĕç фашисчĕсен вăйĕ чакни.
Çак çапăçусене хутшăнакан кашни Совет салтакĕ «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ.
 
: 953, Хаçат: 5 (1201), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: