Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăсăн 4-мĕшĕнче ялти вулавăшра Сталинград хулинче тăшмана аркатнăранпа 70 çул çитнине халлалласа мероприяти иртнĕ. Йĕркелекенсем — Алевтина тата Владимир Грузинсем, вулавăш ĕçченĕ Галина Альшейкина.
Шкул вĕрентӳçисем 4 тата 5-мĕш класс ачисене Сталинград хулишĕн иртнĕ хĕрӳ çапăçусем çинчен каласа панă. Истори вĕрентӳçи Владимир Владимирович экран çинче вăл вăхăтра ӳкернĕ историллĕ кинофильм кăтартнă.
Ялти хисеплĕ ветеран, çыравçă Нина Васильева ачасене çак вăрçа халалласа çырнă сăввине вуланă. Унсăр пуçне вăл хăй пăятамĕ Александр Алексеевич Васильев Сталинградри çапăçусене хутшăнни çинчен каласа панă. Вăрçăра вăл танкист пулнă. Ялти пĕрремĕш механизатор, вăрçăччен Унтăрти механизаторсен шкулĕнче вĕрентнĕ.
Пĕр çапăçура вăл тăшмансен «хĕскĕчне» лекет. Çакăнта пуçне хурать. Унпа пĕрле çапăçнă ентешсем – Иван Казаков тата Николай Ежов – унăн паттăрлăхне çирĕплетеççĕ.
Мероприятие шкул ачисен пултарулăхĕ илемлетнĕ.
 
: 1056, Хаçат: 5 (1201), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: