Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе, нарăс уйăхĕнче область медицина оборудованийĕпе тулли тивĕçтернĕ 40 «Васкавлă пулăшу» машини туянмалла, вĕсенчен 32-ĕшне Ульяновскра хăвармалла, 8-ĕшне муниципаллă пĕрлĕхсене ямалла.
Машинасене лизинг мелĕпе илнĕ, укçине виçĕ çулта парса татмалла.
Регионти сывлăх сыхлавĕнчи модернизаци йĕркипе область клиникине тата Ю.Ф.Горячев ячĕллĕ ача-пăча пульницине ака уйăхĕн 7-мĕшĕччен васкавлă пулăшăвăн реанимаци машинисене пама палăртнă.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнăр
Нарăсăн 10-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнче саккăрмĕш хут «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă ăмăрту иртет. Спорт уявне кашни муниципаллă пĕрлĕхре йĕркелĕç. Тĕп чупу вара Ульяновскри ипподромра пулĕ.
-Çакăн пек мероприятисен тĕп тĕллевĕ – регионта пурăнакансене физкультурăпа хастартарах туслашма пулăшасси. Çулсерен Раççейри ăмăртăва хутшăнакансем облаçра нумайланса пыраççĕ, - тенĕ физкультурăпа спорт департаменчĕн директорĕ Владимир Лазарев.
Спорт мероприятине кашни çын хутшăнма пултарать. 17 çула çитейменннисен тухтăртан ăмăртăва хутшăнма юранине çирĕплетекен справка пулмалла. Аслăраххисен – кун пек справка е хăйĕн карточкинче «хам сывлăхшăн хам явап тытап» тесе çырса алă пусни.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту регионта 2006 çултанпа иртет, ун чухне 1500 çын уява хутшăннă, 2007 çулта – 3 пин ытла, 2008 çулта – 10 пин. 2009 çултанпа ăмăрту облаçри пур муниципаллă пĕрлĕхсенче йĕркеленет.
Самолётсем тĕрĕслев вĕçевĕ иртеççĕ
Ульяновскра пуçтарнă Ил-76МД-90А самолёта Мускав çывăхĕнчи Жуковский хулине тĕрĕслеме ăсатнă.
«Ил» тĕп конструкторĕн Виктор Ливановăн сăмахĕпе, тĕрĕслеве темиçе тапхăрпа ирттермелле. Завод тата патшалăх палăртнă тĕрĕслевсем витĕр тухсан çар валли юрăхсăррипе юрăхлине палăртĕç.
Ил-76МД-90А самолёт «Ульяновск-Восточный » аэродром базинче 4 сехет те 25 минут вĕçсе кăтартнă.
 
: 899, Хаçат: 5 (1201), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: