Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Людмила Фёдоровна Лапшова область çыннисене социаллă пулăшу паракан «Исток» патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăнлă районĕнчи уйрăмĕнче 2008 çултапа вăй хурать. Вăл çак уйрăмри виçĕ специалистран пĕри. Унччен (1996 çултанпа) районти социаллă хӳтĕлев комитетĕнче ĕçленĕ. Вăл «Çулçӳревçĕсен клубĕ» проекта йĕркелесе ертсе пыраканĕ.
 
Вăл Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралса ӳснĕ. Аттестат илсен Шупашкарти политехника техникумĕнче техник-электромехан ик специальноçне алла илнĕ.
Ку тăрăха мĕнле килсе тĕпленни пирки вăл çапла каласа пачĕ.
-Манăн аппа çемйипе Аслă Нагаткинра пурăнатчĕ. Эпĕ ун патне курма килсен кунти вырăнсем питĕ кăмăла кайрĕç. Çапла Аслă Нагаткинтах пурăнма юлтăм. Хам юратăва та çакăнтах тупрăм. Пĕрлешрĕмĕр. Мăшăр вырăнти арçынсемпе Мускава ĕçлеме çӳретчĕ. Йăлтах йĕркеллĕччĕ пирĕн. Хĕрача çуралчĕ. 2007 çулта пирĕн алăка инкек килсе шаккарĕ. Сергей Мускавра пушарта çунса вилнĕ тесе пĕлтерчĕç. Пирĕн хĕр виççĕре кăначчĕ-ха ун чух. Çавăнтанпа эпир иккĕн пурăнатпăр.
Унтанпа пилĕк çул иртнĕ пулин те Людмила хăй пурнăçне урăх арçынпа çыхăнтарма васкамасть. «Аваннисем çемйисемпе пурăнаççĕ, ĕçсе-супса çӳрекенпе пурăниччен пĕччен пурăнни аванрах»,- тет вăл. Йывăр хуйхă хыççăн вăл шăпине ӳпкелесе, нăйкăшса çӳремен. Хăйне алла илсе малашлăхшăн тăрăшнă. Çамрăк чух аслă пĕлӳ илме май пулманнипе Ульяновскри ял хуçалăх академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Экономист профессине алла илнĕ. Шăпах кирлĕ пулнă та çак пĕлӳ социаллă пулăшу уйрăмĕнче ĕçленĕ чух.
Хăй ĕçĕ пирки юратсах каласа парать Людмила.
- Пирĕн ĕç интереслĕ, унпа пĕрлех яваплă та. Эпир ватăсемпе сусăрсене, пĕччен çынсене килĕсенче пăхас ĕçе йĕркелесе тăратпăр. Районта кашни ялтах пирĕн штатра тăракансем пур. Вĕсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ватă çынна пĕчĕк ачана пăхнă пекех тимлĕх кирлĕ. Хăш чух ытларах та. Çавăнпа вĕсене пăхакансен тимлĕхлĕ, ырă кăмăллă, ĕçчен пулмалла. Телее, пирĕн вĕсем маттур. Çăхавсемпе сĕнӳсен кĕнекинче тав сăмахĕсем кăна, - тет вăл йăл кулса.
Эпир калаçса ларнă вăхăтрах Людмила вăраха хăвармалла мар ĕçсене татса пачĕ. Сасси лапкă, калаçас ăсталăхĕ палăрать. Унăн ĕçĕпе «Исток» учрежденин Аслă Нагаткинри уйрăмĕн ертӳçи Татьяна Белозёрова та кăмăллă. «Çын хăй вырăнĕнче»-, теес килет манăн ун пеккисем пирки. Ахальтен мар ăна облаçри ĕçпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.
Людмила тĕлĕнмелле алă ăсти. Ун пирки вăл тăхăннă кофтине курсах тавçăрса илтĕм. Пушă вăхăтра мĕн кăна ăсталамасть çак хĕрарăм: чĕнтĕр йĕппипе питĕ кăткăс эрешсем, йĕпсепе ăшă кофтăсем çыхать.
-Эпĕ 4-5 классенчех çыхма вĕреннĕ. Пирĕн енче кашни хĕр алă ĕçĕ тума пĕлет. Аннесем ачаранах хăнăхтараççĕ. Çамрăк чух нумай тĕрлеттĕм. Тĕрĕсем халĕ модăран тухрĕç,- тет вăл.
Ĕçри тĕллевсемсĕр пуçне унăн халĕ пĕртен пĕр ĕмĕт — хĕрне вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларасси. Галина 9-мĕш класра вĕренет. Ташша ăста. Вăл «Эридан» ушкăнра ташлать. Унăн ертӳçи Лилия Дворянская хальхи вăхăтри тата халăх ташшисене вĕрентме Ульяновскран килсе çӳрет.
Паллах, ентешĕмĕрпе «Канаш» хаçат пирки те сăмах хускатрăмăр. Çырăнса илменшĕн вăл ман умра хăйне айăплăрах туйрĕ. Çырăнма сăмах пачĕ. Материала номере хатĕрленĕ тĕле вăл почтăна кайса çырăнни пирки пĕлтĕм. Çапла, сăмахне ĕçпе çирĕплетекен кирек хăш ĕçре те шанчăклă.
 
: 986, Хаçат: 5 (1201), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: