Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
-«Канаш» хаçата миçе çул çырăнса илнине те калаймастăп, маннă. Чăваш хаçачĕсĕр пурăнăç та интереслĕ мар пек. Хаçат илсен вĕçне çитиччен вулатăп, тепри киличчен 3-4 хутчен пăхса тухатăп. Мĕнле кăна шăпаллă çын пурăнмасть пирĕн облаçра. Эп хаçатсăр пурнаймастăп, - каласа парать Майна районĕнчи Чӳрекелĕнче пурăнакан 74 çулхи Мария Евдокимовна Калина.
Вăл Ульяновск облаçĕпе пĕр пусăмри çын. Унăн пурнăçĕ те пирĕн регион историне çырать.
-Атте-анне ман пуянах пулман та, кукаçи, Иван Дмитриевич Шкаликов, пуян çын шутланнă, вĕсене çемйипех çуртран кăларнă, мунчана пурăнма янă. Анне каласа панă тăрăх, вĕсен пысăк яхтă çурт пулнă, ăна Тутар Чукалне куçарса кайнă. Килĕнчен кăларса яриччен анне качча кайнă пулнă, çавăнпа ăна тивмен, - пуçлать калаçăвне ватă çын.
1941 çулта Мария виçĕ çулта кăна пулнă пулин те ашшĕне, Евдоким Фёдорович Ярославские, фронта илсе кайнине лайăх астăвать. Пĕчĕк ачана килне нумай çын пухăнни, хăнисем савăнас вырăнне хурланса йĕни асра юлнă. Виççĕн тухса кайнă пĕрле вăрçа, вĕсенчен пĕри таврăнайман.
- Вăрçă пĕтиччен эпир анне, Федоси аппа тата эпĕ пурăнтăмăр. Ялан çиес килет, çиме çук, урана тăхăнмалли çук. Çуркунне-çулла курăк тухсан хырăма çавсемпе тултарнă. Юр ирĕлсен Ирçел хирне крахмал пухма кайнă. Эх, епле тутлăччĕ вăл. Çăка çулçинчен çăкăр пĕçерсе паратчĕ анне: малтан çулçа кайса пуçтараттăмăр, типĕтеттĕмĕр, унтан тӳсе алаттăмăр. Лаша кĕпçине, сысна курăкне яшка çине тураса янă. Вăрçă вăхăтĕнче аннесем ял çывăхĕнчи посадкăсене лартрĕç. Эпир, ачасем, вĕсене пулăшнă, вĕрен туртса речĕсене палăртнă. Хĕлле анне çĕр хута икĕ хутчен вăрмана кайса вутă касса килетчĕ. Ялĕпех çапла пулнă ĕнтĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăрмана касса пĕтерчĕç. Кайран ăна лартрĕç. Халь каллех вăрман кашлать унта. Пӳрте хутса ăшăтасси пит йывăрччĕ ун чух. Анне çырма тăрăх мăян аврисем пуçтарса килетчĕ, çавна тата улăма явса çунтараттăмăр. 1946 çулта атте вăрçăран таврăнчĕ. Эп ăна манса кайнă. Мĕншĕн каймасть ку арçын пирĕн патран тесе шутлатăп. Кансĕрлет вăл, хамăр кăна пурăнма хăнăхнă. Аннерен ку арçын хăçан каять тесе ытрăм.
"Аçу ку, каймасть", - ăнлантарчĕ анне, - тахçанхи вăхăта халь кулса аса илет вăл.
Шкулта 7 класс пĕтерсен малалла вĕренес килмест хĕрачан. Саккăрмĕшне кайиччен фермăна ĕçлеме каятăп тет, 14 çултах сысна пăхма вырнаçать. Анчах çур çул ĕçленĕ хыççăн пулса тухнă пăтăрмах ăна фермăран яланлăхах сивĕтет. Халь ку вăхăта кулса аса илет Мария Евдокимовна:
-Судпа айăпларĕç вĕт. Фермăра сивĕ пулнипе сысна çурисем вилме пуçларĕç. Ферма заведующийĕ пĕчĕкскерсене хурана ярса аялтан кăшт ăшăтма хушрĕ. Эп хам та ача кăна вĕт. Мĕн хушнине пурнăçларăм. Пăхатăп та – çурасем вилсе выртнă. Суда чĕнтерчĕç. Хупасран хăратăп. 1952 çул пырать. Судья мĕншĕн çапла турăн тесе ыйтать. Эп ферма заведующийĕ хушрĕ тетĕп. Тата хурана çиелтен витме хушнă-ха. Ячĕç киле. Тепĕр куннех фермăран тухрăм. Çавăнтан мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех рядовойра ĕçлерĕм. Пĕр кун та ĕçрен юлман. Колхозра ĕçлемен ĕç те юлман.
1964 çулта вăл ялти хастар каччăпа Александр Алексеевич Калинпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Мăшăрĕ çав тери йĕркеллĕ те ĕçчен пулнине каласа парать Мария Евдокимовна: çулла комбайн-тракторпа ĕçленĕ, хĕлле те ахаль ларман – фермăна ĕçе кĕнĕ. Анчах вунпĕр çул каялла вăл çут тĕнчерен уйрăлнă. Унтанпа хĕрарăм пĕчченех кун кунлать.
Виçĕ ача çуратса ӳстернĕ Калинсем – икĕ хĕр те пĕр ывăл. Хĕрĕсем – Любăпа Лена - тăван ялта тĕпленнĕ, юратнă амăшне куллен пулăшаççĕ, пырса мĕнле пурăннипе кăсăкланаççĕ. Ывăлĕ – хулара.
-Вăхăта ахаль ларса ирттерместпĕр. Ял çыннин ялан ĕç тупăнать. Хутран-ситрен чиркĕве çӳретпĕр. Шкула уявсене чĕнсен хаваспах каятпăр. Мухтав Турра, ачаранпах нушаланса ĕçленине кура кăшт пенси те параççĕ. Вăл та нумай мар, хытаркаласа тытса пурĕпĕр çитеретпĕр. Ачасемпе мăнуксене те кăшт та пулин парас килет вĕт-ха. Пĕр машина вутă илсе шаршана тирпейлесе хума пĕр пенси укçи каять. Хĕл каçма икĕ машина вутă кирлĕ. Газ текенни пирĕн пата нихăçан та çитес çук пулĕ. Пурĕпĕр пурнăç ĕлĕкхинчен аван. Эпир аннесенчен чылай çăмăл пурăнатпăр. Вутă пирки каласан та халь кӳрсех параççĕ ăна, малтанхи пек вăрмана кайса хамăрăн касмалла мар, - тет вăл.
 
: 1062, Хаçат: 5 (1201), Категори: Ульяновск облаce

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: