Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Альбина Алексеевапа калаçнă май ун шăпи хăйнеевĕрлĕ пулни курăнчĕ. Альбина Петровна лавккара ĕçлеме пуçличчен 20 çул Димитровградри аш-какай комбинатĕнче вĕтетнĕ аш хатĕрлӳçинче вăй хунă. Ĕçĕ йывăр пулнă пирки икĕ çул çурă каялла лавккаçа куçнă. Упăшки, Алексей Михайлович, Çурçĕрте бурильщикра тăрăшать. Çамрăкранпах çавăнта вăл.
Сакăр çул каялла Димитровградра пурăнакан Алексеевсен çемйинче пĕр шухăшламан çĕртен хăвăрт улшăнусем пулса иртеççĕ. Ывăлпа хĕр ӳстерекенсен çуртĕнче сасартăк тата ывăлпа хĕр хушăнаççĕ. Çул çинчи аварие пула Альбина Викторовнан тăван йăмăкĕпе упăшки иккĕшĕ те çĕре кĕреççĕ. Икĕ тĕпренчĕкĕ тăлăха тăрса юлать.
– Эпир йăмăкпа питĕ туслă тăраттăмăр, Самар облаçĕнче пурăнаканскерсем пирĕн пата тăтăш хăнана килетчĕç, - аса илет Альбина Алексеева. – Сĕтел-пукан саккас пама килме тухнă та – вĕсен машини çине ӳсĕр водитель кĕрсе кайнă. Ачисене Ача çуртне парас тесе никам та шухăшламан. Хамăрăн та ялта Самар облаçĕнчи Кушкă районĕнчи Кĕлтес (Малое Максимкино) ялĕнче çемье пысăк та туслă. Пĕр-пĕринпе çывăх тăраççĕ.Анчах та йăмăк ачисене эп илесси пирки никам та иккĕленменни паллăччĕ. «Викторпа Наташа сире юратаççĕ, яваплăхне хăвăр çине илсен епле-ши?»-терĕç. Эпир килĕшрĕмĕр. Асли 13 çулта, кĕçĕнни 10 çултаччĕ. Чи кăткăсси пĕчĕк Наташăпа пĕр чĕлхе тупасси пулса тăчĕ. Ашшĕ-амăшĕ вилнипе килĕшесшĕн марччĕ вăл. Пит тӳрккес, кутăн хĕрачаччĕ. Кашни ыйтупах унпа калаçса татăлма пит йывăрччĕ. Хирĕçле тăватчĕ, итлеместчĕ. Кăмăлĕ аран-аран çаврăнчĕ. Халĕ Наташа йăваш та лăпкă, сапăр пике. Самарти медицина институтĕнче 1-мĕш курсра вĕренет. Хамăрăн кĕçĕнни – Кристина Мускаври информатикăпа физика институчĕн (МИФИ) Димитровградри филиалĕнче ăс пухать. Виктор та çавăнта вĕренет. Ывăл – Евгений Ульяновскри патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухрĕ, салтака кайса килчĕ, паян ĕçлет. Ашшĕне ав çурт тума пулăшать. Ачасем пит маттур, аслисене итлеççĕ.
Алексеевсем тăватă пӳлĕмлĕ хăтлă хваттерте пурăнаççĕ. Паян хăйсен ăшă йăвинчен инçех мар икĕ хутлă илемлĕ çурт тăваççĕ.
-Шкулта вĕреннĕ чухне Наташа хĕрĕм чăвашсем йĕркелекен пур уява та хутшăнатчĕ. Уяв таврашне анчах мар, чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттерекен ăмăртусенче, олимпиадăсенче малти вырăнсене пĕрре мар çĕнсе илчĕ. «Сарпике», «Çулталăк вĕренекенĕ» сумлă ятсене тивĕçрĕ. Ачамсем чăвашла чиперех калаçаççĕ, - терĕ Альбина Петровна.
Ырă çемье хастарлăхĕпе хулара та, Мелекесс районĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Нумаях пулмасть «Çемье çулĕ» хула конкурсне хутшăнса ятарлă диплом çĕнсе илнĕ. Пĕлтĕр ачасене опекăна илнĕ çемьесем хушшинче Димитровградра иртнĕ «Пирĕн туслă çемье» ăмăртура çĕнтернĕ. Алексеевсене хула чысне хӳтĕлеме Ульяновска янă.
—Уява «Губернаторский» Культура керменĕнче «Золушка патĕнчи бал» ятпа йĕркеленĕччĕ,-терĕ Альбина Алексеева.- Наташа хĕрĕм чăвашла юрласа пурне те тыткăнларĕ. Каярах регион шайĕнче çĕнтерсе чăваш чĕлхипе иртекен олимпиадăна Шупашкара кайса килчĕ. Пултаруллă ачасене кĕпĕрнаттăр хăй патне пуçтарсан кăмăлĕ çĕкленнине пытармарĕ хĕр. «Сергей Морозов премине тивĕçнĕ çĕрте сан та, аннеçĕм, тӳпӳ пур», - терĕ.
 
 
 
Димитровград хули.
 
 
: 643, Хаçат: 5 (1201), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: