Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳрекелне кайсан салтак тумне хывма ĕлкĕреймен каччăпа — Владимир Ульяновпа — паллашма тӳр килчĕ. Вăл шкула кĕçĕн класра вĕренекен йăмăкне илес тĕллевпе кĕнĕччĕ. Унăн амăшĕ те çак шкулта ĕçлет. Ачасене куллен техĕмлĕ апат пĕçерсе тăрать.
Владимир Чӳрекелĕнче тăхăр класс пĕтерсен Ульяновскра электросварщик специальноçне алла илнĕ. Салтака каяс умĕн «Союзстрой» уçă обществăра вышкăсен хушшинчи çыхăнăва йĕрлесе тăраканра ĕçленĕ.
Вунсаккăр тултарсан вăл çĕршывăмăр умĕнчи салтак тивĕçне пурнăçлама тухса каять. Володя Краснодар крайĕнчи Армавирта сывлăш çарĕн вĕренӳ авиабазинче хурал ротинче тăнă.
-Икĕ кунран Армавира çитрĕмĕр. Пуйăсра ентешсемпе туслашрăмăр. Пĕр уйăх çамрăк салтаксен курсне иртрĕмĕр. Пит йывăрринех туймарăм. Спорт нормисене йăлтах пурнăçларăм. Пĕр çитменлĕх пурччĕ. Ун пирки телевиденипе радио та нумай каларĕç. Эпĕ Валентин Юдашкин сĕнĕвĕпе çĕлеттернĕ салтаксен çĕнĕ форми пирки калатăп. Вĕсене ăшă тытман материалтан (синтетикăран) çĕленĕ. Сивĕ çанталăкра пĕтĕм кĕлетке-çурăм шăнать,- каласа парать Володя.
-Пĕр çулта чăн салтак пулма пулать-и? Çав хушăра яш-кĕрĕм çар йĕркисене алла илеет-и?-тĕпчерĕм эпĕ.
-Пулать. Салтаксене пур енĕпе те тĕплĕн хатĕрлеççĕ. Пурăнма, вĕренме, канма условисем йăлтах пур. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен те çирĕп ыйтаççĕ. Уйăхра икĕ пин тенкĕ укçа параççĕ. Кашни эрнере хулана мунча кĕме илсе çӳреççĕ. Служба вăхăчĕ сисĕнмесĕрех иртрĕ,- салтакри пек çирĕп хуравлать Володя.
Чӳрекел каччи хĕсмет вăхăтĕнче 110 хут хуралта тăнă. Çавăншăн вăл «100 отличных караулов» кăкăр паллине тивĕçнĕ. Салтак тивĕçне лайăх туса пынăшăн ăна кĕçĕн сержант звани панă.
Тивĕç тенĕрен, шкулта вĕреннĕ чухнех вăл яваплă пулни палăрнă. Акă мĕнле аса илет ун пирки шкулти хисеплĕ вĕрентекен Лидия Ярославская.
-Володя пуçламăш класра вĕреннĕ чух вĕсем асламăшĕпе чиркĕве кайнă пулнă. Унти йĕрке, ахăртнех, ачан кăмăлне кайнă. Кайран вăл хăйĕн сочиненинче çапла çырнăччĕ: «Чиркӳре сурмаççĕ, туртмаççĕ, çăвартан усал сăмах кăлармаççĕ». Володьăна курсанах эпĕ çав йĕркесене аса илетĕп,- мухтать хăй вĕрентекенне Лидия Фёдоровна.
Çапла, ачаранах йĕркене хăнăхтарнин усси пурах çав. Салтака кайма вăхăт çитсен вăл çак арçын тивĕçĕнчен пăрăнас тесе шутламан та.
Çакăн пирки вăл çапла хуравларĕ:
-Салтак тивĕçне кашни каччăн пурнăçлас пулать. Унта пуçри кирлĕ мар шухăшсене, çăмăлттайлăха йăлтах хăвса кăлараççĕ. Салтакра чăн-чăн арçын пахалăхĕсене хăнăхтараççĕ: юлташа хисеплеме, пĕр-пĕрне пулăшма, тăван çĕршыва юратма тата ытти лайăх енĕсене.
Володьăран чи вăрттăнни çинчен те ыйтса пĕлес килчĕ.
- Аçу-аннӳ тата йăмăкусăр пуçне, ахăртнех, сана чăтăмсăр кĕтекен пур…
—Паллах,- терĕ вăл хĕрелсе. — Мана вăл çулталăк кĕтрĕ. Çыру çырса тăчĕ.
Салтак чĕрине ăнланмалла. Кĕтнĕ çĕре камăн чунĕ туртмĕ?
 
 
Майна районĕ.
 
: 968, Хаçат: 5 (1201), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: