Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сире мĕнле-тĕр йывăр чир-чĕр канăçсăрлантарсан – сирĕн мĕнле-тĕр урăхларах пурăннине шута илмелле.
Эпир мĕн çини тата ĕçни, мĕнле сывлăшпа сывлани, ĕç условийĕсем, нерв тытăмĕсене пĕр шайра тыта пĕлни… – пурте сывлăхпа çыхăннă.
Арçын аслати авăтсан кăна сăхсăхать тенине тĕпе хурса пурăнатпăр. Анчах сывлăхлă пуласси – хамăртан килет.
Çын сывлăхĕ медицинăран 10 процент килнине пурте пĕлетпĕр. Ытти 90 проценчĕ – пĕлӳ шайĕнчен, ĕçрен, тупăшран, тавралăхран, кулленхи хăтлăхран…
Медицина ĕçĕ-хĕлĕ пысăк шайра тата унăн пулăшăвĕ пурин патне те çитмелле тенипе кăна çырлахмалла мар. Пурте пĕр çыхăнура пулмалла.
Тĕслĕхрен, сывă пурнăç йĕркине ватăсене, çие юлнă хĕрарăмсене, çамрăксене… сыватас тата сывлăхлăрах тăвас тĕллевпе çыхăннă пур программăсем те кĕреççĕ. Çаплах ĕç вырăнĕсем хăтлăрах пулччăр тесе йышăннă программăсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Чир-чĕрпе кĕрешекен медицина час-часах хăй вăйне çухатса çынсен умĕнче пĕлтерĕшне пĕчĕклетет. Тĕнчере вилĕмсен сăлтавĕ – им-çампа сиенлĕхĕ – 4-мĕш вырăнта. Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсемпе, çак сăлтавпа кашни çул 10 млн çын çут тĕнчерен уйрăлать. Мĕн чухлĕ нумайрах сипленетпĕр, çавăн чухлĕ ытларах чирлетпĕр пулса тухмасть-и? Тухтăрсем пире сыватас тесе тата ытларах сиенлетеççĕ. Им-çампа сипленнĕ вăхăтра пирĕн организма сиенлĕ хими çыхăнăвĕсем кĕреççĕ. Вĕсем пурте клиника тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ пулин те вĕсенче организма сиен кӳрекен япаласем туллиех.
Тĕрĕс, вĕсем ӳт температурине, ыратнине, ӳслĕке, шыçăсене, юн пусăмне… йĕркене кĕртеççĕ. Урăхла каласан чир паллисене тĕп тăваççĕ. Анчах вĕсем чир-чĕре шалалла ярса нихçан сывалмалла мар туса хураççĕ. Кашни эмел пĕр чир паллине пĕтерет, анчах организмăн тепĕр пайне чирлеттерет. Им-çам пирĕн организмра «çаврăнса» çӳресе сусăрлатса хăварма пултарать.
Паян гепатолог текен тухтăр та пур. Вăл пĕвере уйрăм сиплет. Çак орган организмри пур органсемпе, тытăмсемпе тачă çыхăнура тăрать. Çакăн пек тухтăрсене медицинăра «узкий специалист» теме йышăннă. Анчах пĕр органа кăна чăнтан сипленипе çынна пĕтĕмĕшлех сыватма май çук-çке-ха!
Юн тымарĕсем те çаплах. Тухтăрсем юн пусăмне шайлаштараймаççĕ: чакараççĕ е ӳстереççĕ. Эмел вăйĕ пĕтет те каллех пусăмĕ ӳсет е чакать.
Терапевтсене пулăшма хирургсем хатĕр. Тĕрĕс, вĕсем чăн асамçăсем. Анчах касса илнĕ органа каялла вырнаçтараймаççĕ. Çамрăклăха та, клеткăсене те, тымарсене те каялла тавăраймаççĕ.
Çынсем çулĕ-çулĕпе сахăр чирĕпе, сар ӳкнипе (гепатит), апат хуранĕн шыççипе, юн пусăмĕн чирĕпе, хырăмлăх чирĕпе (гастритпа), дисбактериозпа… чирлеççĕ. Паян Раççейре сиплевĕн пĕрлĕхлĕ йĕркине (стандарт) медицина тытăмне кĕртнĕ. Çак саккунпа, вилнĕ пациентшăн тухтăр нимĕнле яваплăх та тытмасть. Мĕншĕн тесен вăл сиплев инструкцине пăхăнса ĕçленĕ. Тухтăр çак стандартран кăштах та пулин пăрăнсан – унăн ĕçне тĕрĕслесе пĕтереймеççĕ. Кунта кашни чирлĕ çынна харпăр йĕркепе сиплесси çинчен калаçмалли те çук. Паянхи сывлăх сыхлавĕн йĕркинчен тухтăр тухаймасть, ăна пăсаймасть.
Мĕн тумалла? Тухăç медицине – сывлăх ăслăлăхне – вĕренмеле. Вăл чире çĕнтермелле, ăна сиплемелле тесе вĕрентет. Чир вăл – хăйне евĕр паллă. Организм хăй йĕркеллех маррине систерет. Тĕслĕхрен, Китай медицини пĕр енлĕ тухтăр специализацине сивлет. Вăл çынна органсемпе тытăмсем çине пайламасть, çынна пĕтĕмĕшле сиплет.
Пирĕн организм – пĕр тытăм, пур орган та пĕр-пĕринпе çыхăнса тăраççĕ. Пĕвер, тĕслĕхрен, хăй тивĕçне 300 çул пурнăçламалла. Ӳпке хăйĕн пĕрре вуннăмĕш пайĕ çеç юлсан та пирĕншĕн «тар тăкать». Эпир çак пуянлăха эмелсемпе тĕп тăватпăр.
Тухăç медицининче чирсене тӳрех эмелсемпе сиплеме тытăнмаççĕ. Малтан пĕтĕм организма тасатас пулать. Ахальтен эмелсем пыршăлăхра тата тымарсенче хăйсен вырăнĕсене пĕтĕмĕшле тупаймаççĕ.
Медицина статистики кăтартăвĕпе, 35 çулти хула çыннин организмĕ ытлашшипех каяшсемпе, шлаксемпе вараланнă. Вăхăта сая ямасăр тасатмалла. 35 çул çитессе те кĕтсе тăмалла мар.
Тухăç медицини 3 тапхăра пайланать: тасату, тултару, çĕнетӳ.
Яланлăхах юлнă чирсене сипленĕ чухне çак схемăна пăхăнмаллах. Сывлăха çĕнетмелли тухăç мелĕ, анăçрипе танлаштарсан – чире асăрхаттарать. Унта тухтăр хăй патне чирлĕ çын пырасса кĕтмест. Медицина мал утăмсемпе сиплеме тытăнать. Тĕслĕхрен, Китайра онкологи клиникисем çук. Унта рак чирĕсемпе кĕрешессинче йывăрлăхсем те çук. Пирĕн çĕршывра вара ача-пăча онкологийĕ те вăй илсе пырать. Мĕншĕн тесен Китайра чир пуçланиччен 3 çул малтан сиплев ĕçне пуçăнаççĕ, пирĕн çĕршывра – вилес умĕн виçĕ кун маларах.
Тĕнчери миллион ытла çын Тибет медицинин им-çамĕпе усă курнипе чир мĕн иккенне пĕлмест.
Çын чирсене чун вăйĕпе çĕнтерме пултарать. Хăвна хăв шанмалла, шанчăк – чирлĕ çынна та сыватать.
Пурнăç – «пĕтрĕ» тенипе пĕтмест. Çĕр аллăра вилме намăс пулнă пулсан – эпир 150 çул пурăннă пулăттăмăр. Вилĕм тени «намăслăхпа» çыхăннă пулсан – нумай-нумай çул çут тĕнчерен уйрăлман пулăттăмăр.
Манса каймалла мар: хамăра хамăр виле шăтăкне чиксе хуратпăр тата хамăра хамăрах унтан туртса кăларма пултаратпăр.
 
: 902, Хаçат: 5 (1201), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: