Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳрекелсем çырас ăсталăхпа кăна мар, ытти енĕсемпе те палăраççĕ. Тĕслĕхрен, тăххăрмĕш класра вĕренекен Вадим Ульянов шкул ятне спорт енĕпе çĕклет.
Вадим чупассипе пысăк ӳсĕмсем тăвать. Шкулта ăна çитекен çук. Кăçал та вăл Майнăра иртнĕ район ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Унăн кăкăрне икĕ медаль илемлетет.
Вадим кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пурăнать. Унăн ашшĕ-амăшĕ—хулара. Кукамăшĕ каланă тăрăх, Вадим килте пĕрремĕш пулăшаканĕ.
Ялта çут çанталăк газĕ çуккипе кил-çурчĕ вутăпа хутăнать. Сивĕ кунсем çитсен пӳлĕмсем каланккасемпе ăшăнаççĕ. Вадим вутă хатĕрлеме пулăшать, пӳрте шыв ăсса кĕрет.
-Вадим ачаранах пирĕнпе пурăнать. Пахча ĕçĕнче, аптека, лавкка таврашне те вăлах чупать,- тет кукамăшĕ мăнукĕ çине ăшшăн пăхса.– Телее, вăл каçхине урама тухса ашкăнса çӳремест. Лăпкă ӳсет. Вĕренме те ыттисенчен кая юлмасть.
– Шкул пĕтерсен кам пуласшăн? – тесе ыйтсан Вадим именерех çапла хуравларĕ:
– Манăн Ульяновскри патшалăх университетне – спортпа физкультура уйрăмне — вĕренме кĕрес шухăш пур. Тен, тăрăшсан, кĕме май пулĕ…
 
 
Майна районĕ.
 
: 981, Хаçат: 5 (1201), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: