Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи “Ивандеев” фермер хуçалăхĕ чи ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Кăçал вĕсем 400 гектар çинче тĕш-тырă, 120 – çĕр улми, 80 – сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 80 – хĕвел çаврăнăш акнă.
 
-Пĕлтĕрхи типĕ çанталăк пире çĕнĕлле ĕçлеме хистерĕ. Пĕр-икĕ тĕслĕ тырă культурине кăна акнипе мала кайма çук. Çанталăк начар пулсан нимĕн те туса илейместĕн. Çавăнпа та хĕвел çаврăнăшĕ акрăмăр. Тухăçне кура унăн тĕшшине те сутма пулать, çаплах ӳсен-тăран çăвĕ тума та яма пулать.
Владимир Путин фермерсемпе ирттернĕ канашлура пулма тӳр килчĕ. Вăл унта: “Çĕр çинче хуть те мĕн акса илĕр, тупăшĕ кăна пултăр”, - терĕ. Çавна тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Кăçал хамăрăн пĕлтĕрхи бюджетри “шăтăксене” саплассишĕн тăрăшатпăр. Чи паха та хаклă тулă вăрлăхĕсене самай туяннăччĕ. Анчах вĕсем пулмарĕç, эпир çулталăка тупăшпа мар, тăкаксемпе вĕçлерĕмĕр, - каласа парать хуçалăх ертӳçи Николай Григорьевич Ивандеев.
Хуçалăх тĕш-тырă акнă лаптăксенче ĕçне вĕçленĕ. Гектартан кĕрхи тулă вăтамран 35 центнер, çурхи – 40-45 центнер пуçтарса илнĕ. Уйрăмлăх – çапса илнĕ тулă пахалăхĕ лайăх: виççĕмĕш класлă туллăн клейковини 28 – 30 процент.
-Хăш-пĕр хуçалăхсем илнĕ тухăçа туллин те тĕрĕс кăтартмаççĕ. Кунта кашнин хăйĕн вăрттăнлăхĕ. Эпĕ мĕн чухлĕ тырă пуçтарнине кăтартма хăрамастăп. Облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин нумаях пулмасть Çĕнĕ Малăклара ирттернĕ конференцире пур ял хуçалăхĕн ертӳçисене те кăтартусене тĕрĕс пама чĕнсе каларĕ, - тет фермер.
“Ивандеев” фермер хуçалăхĕнче ултă çын ĕçлет. Вĕсене хуçа пурне те пысăк класлă специалистсем тесе хаклать. Тĕслĕхрен, Владимир Владимирович Ширтанов ака вăхăтĕнче К-700 тракторпа ĕçлет. Вырмара комбайн çине куçса ларать, çĕр улми кăларма вăхăт çитсен – çĕр улми кăларакан комбайн çине. Кашни ĕçлекен çапла. Хуть те мĕнле техника çине лартсан та аптăраса ӳкмест. Ĕçне кура укçи те тракторист-комбайнё рсен пысăк.
Хуçалăхăн базинче вара Иван Александрович Григорьевсăр ĕç кал-кал пыраймасть. Вăл пĕтĕм хуçалăха пăхса тăрать, пуриншĕн те яваплăхне туять.
Пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарнă хыççăн фермер ир пулакан çĕр улмине кăларма тытăннă. Гектартан 200 центнертан сахал мар кăçалхи тухăç. Каярах пулаканнине хуçалăхра пĕр вăхăт шăварса тăнă.
Николай Ивандеев ертсе пыракан хуçалăх ăнăçлă ĕçленин тепĕр вăрттăнлăхĕ – техника паркне çĕнетсе тăнинче. Кăçал кăна вăл Путин программипе виçĕ çĕнĕ тухника туяннă: пĕр КамАЗ тата икĕ трактор. Районĕпе çĕнĕ программăн çăмăллăхĕпе (техникăна çур хакпа панă) 4-5 фермер хуçалăхĕ кăна усă курма пултарнă. Тупăшлă ĕçлекенсене патшалăх пулăшма шантарнă, пулăшнă.
Кăçалхи плансем фермерăн пысăк. Çĕр ĕçне вĕçлесен вăл техникăна юсамалли мастерской туса хута ярасшăн, механизаторсен çуртне çĕклесшĕн. Кану вăхăтĕнче кĕрсе лармалли вырăн пултăр. Иртнĕ çул тырă хумалли кĕлетсем тунă.
 
: 763, Хаçат: 37 (1129), Категори: Тырçи

Комментарисем:

Kiona (2016-06-30 23:03:15):
UmmĔ are you really just giving this info out for noghtni.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: