Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ вăрăм коридорпа утатăп. Коридор вĕçĕнче шурă çутă. Çутă патне çывхаратăп. Кунта ман вунă çул каялла вилнĕ атте тата пĕлтĕр çут тĕнчерен уйрăлнă асанне тăраççĕ.
-Аттеçĕм! – эпĕ ун патне чупса пырса ыталаса илетĕп.
-Хĕрĕм, Дашенька! – тет вăл мана питрен чуптуса.
Асанне нимĕн те чĕнмест. Вăл салху, аттене канăçсăррăн кĕпе аркинчен турткалать.
-Кайрăмăр! – тет вăл çирĕппĕн. Атте ман алла ярать те çаврăнса утать. Эпĕ ун хыççăн чупатăп.
-Атте, кĕтсе тăр! – тесе кăшкăратăп.
-Çук, хĕрĕм. Санăн пирĕнпе пыма юрамасть. Эсĕ çамрăк-ха. Тата… Аннӳпе Сергея кала, эпĕ вĕсене питĕ хытă юрататăп. Ну юрĕ, Дашенька, пирĕн каймалла. Хăвна сыхла…
Аттепе асанне шурă çутă ăшне кĕрсе çухалчĕç.
Эпĕ куçа уçрăм. Пуç чăтма çук ыратать. Сылтăм алла бинтпа йăваланă, хускатма çук. Йĕри-тавра шурă стенасем. Пульницара пулас эп.
Сасартăк хам çумра анне ларнине асăрхатăп. Унăн çӳçĕ шап-шурă пулса кайнă. Вăл тĕлĕрет-мĕн.
-Шы-ы-в… - тетĕп вăйсăр сасăпа.
-Хĕрĕм! – анне ура çине сиксе тăчĕ, ман пата чупса пычĕ. Куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. – Дашенька, тинех тăна кĕтĕн эсĕ…
Виçĕ эрнерен мана пульницаран кăларчĕç. Эпĕ пĕр эрне реанимацире выртнă иккен, тухтăрсем эпĕ чĕрĕ юласса шанма та пăрахнă.
Пульницăра уйăх выртнă хушăра мана пĕр çын пырса курмарĕ, сывлăхпа интересленмерĕ: вăл ман чун савнийĕм Петя пулчĕ. Чун кӳренчĕ, эпир унпа икĕ çул туслашса çӳрерĕмĕр, çӳретпĕр. Е çӳренĕ-и?
 
: 583, Хаçат: 5 (1201), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: